Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧĂВАШ ЕН библиотекисем кăçал 23 пине яхăн чăвашла вĕренӳ, методика тата справкăпа энциклопеди кĕнекисемпе пуянланаççĕ. Çакăн валли патшалăх 5 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Паянхи куна республикăри пур шкула та чăваш чĕлхин тата литературин çĕнĕ программисемпе тивĕçтернĕ. Çĕнĕ информаци технологийĕсемпе эффективлă усă курас тĕллевпе чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе те вĕренеççĕ. Сăмах май, Чăваш Республикинчи шкулсенче 1040 учитель чăваш чĕлхи вĕрентет. Чăваш чĕлхине 344 шкулта тăван чĕлхе пек, 198-шĕнче патшалăх чĕлхи пек вĕрентеççĕ.
САМАР ОБЛАÇĔНЧЕ çак кунсенче çамрăк ӳнерçĕсен фестивалĕ иртет. Унта облаçри Сергиевски, Красноярски районĕсенчен, Самар, Тольятти, Калининград, Мускав, Владимир, Шупашкар тата Санкт-Петербург хулисенчен килнĕ çамрăксем хутшăнаççĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕ – çамрăксене яла, тăван кĕтесе халалланă пленэрлă произведенисемпе паллаштарса вĕсенче патриотизм туйăмĕ вăратасси, Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси. Фестиваль кунĕсенче, августăн 10-25-мĕшĕсенче, облаçри хăш-пĕр районсенче живопись пленэрĕсем йĕркелеççĕ. Çапла майпа аслисем çамрăксене çут çанталăкра ĕçлеме хăнăхтарасшăн, вĕсен ăсталăхне ӳстересшĕн. Пленэрсене профессиллĕ ӳнерçĕсем ертсе пыраççĕ.
МОРДОВИ РЕСПУБЛИКИНЧЕ ача çуратаслăх ӳснĕ. 2009 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче кунта 4012 ача (пĕлтĕр 3973) çут тĕнчене килнĕ, вĕсенчен 34-шĕ йĕкĕрешсем. Çак шутран 2304-шĕ çемьере пĕрремĕш ачасем. Амăшĕсен вăтам çулĕ Мордовире 26 çулпа танлашать.
ЧУЛХУЛА ОБЛАÇĔНЧЕ вара ку çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче вилеслĕх çураласлăхран 1,71 хут иртсе кайнă. Патшалăх статистикин федераллă хĕсмечĕн регионти управленийĕн кăтартăвĕсемпе килĕшӳллĕн 2009 çулхи пилĕк уйăхра 17549 ача çуралнă, 30075 çын вилнĕ. Çак тапхăрта облаçра 9600 мăшăрланăва, 8334 уйрăлăва регистрациленĕ. Ултă уйăхра региона 14444 çын килнĕ, 11730-шĕ ун тулашне тухса кайнă. Миграци ӳсĕмĕ 2714 çынпа танлашать.
ОРЕНБУРГ ОБЛАÇĔНЧЕ шалти ĕçсен органĕсем «Алкоголь-Табак» операци ирттернĕ. Алкоголь продукцийĕн çаврăнăшĕн сферинче 159 тĕрĕслев ирттерсе правăна пăснă 40 ăнсăрта тупса палăртнă, табак продукцийĕн çаврăнăшĕнче 150 тĕрĕслев ирттерсе саккуна пăхăнман 25 тĕслĕхе шута илнĕ. «Алкоголь-Табак» операци вăхăтĕнче облаçра ку тĕлĕшпе пурĕ 27 преступлени туни çиеле тухнă, çапла майпа экономикăна 3105468 тенкĕлĕх тăкак кӳнĕ. Кăçалхи çур çулта Оренбург облаçĕнче экономика преступленийĕсемпе кĕрешекенсем 96 уголовнăй ĕç пуçарнă, 22 çынна явап тыттарнă.
 
: 1453, Хаçат: 33 (815), Категори: Кӳршĕсенче

Комментарисем:

Атнер_Юмансем (2009-09-05 15:40:12):
Ачасене_петемпех,пе тем_предмета_чавашл а_верентмесен,чаваш ра_чаваш_челхи_1-ме ш_выранта_пулмасан_ чаваш_петет.Аста_пу р_вал_чаваш_пекки?Х ай_киленч_те_таван_ челхипе_каласаймаст .Сакна_никам_та_анл анакан_сук

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: