Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕр ĕмĕре яхăн совет саманин читлĕхĕнче пурăннă Раççей халăхĕ иртнĕ ĕмĕрти тăхăр вуннăмĕш çулсенче кĕтĕвĕпех ют çĕршывсене «парăнтарма» кайма пуçласан Европăри цивилизациллĕ халăх пирĕн «çĕнĕ вырăссене» курсан тĕлĕннĕ – ресторансемпе хăна çурчĕсенче, лавккасенче кĕсйисенчен тем хулăнăш укçа пачкисене туртса кăларнинчен. Хăйсем тахçантанпах кредит карточкисемпе усă курнă май, çумĕнче чĕрĕ укçа чиксе çӳрекенсене вăрă-хурах, мафиози вырăнне хураççĕ. Канма килнĕ кашни вырăс туриста вĕсем çапла йышăнаççĕ. Паян кун та ют çĕршыв çыннисен шухăш-кăмăлĕ пирĕн пата питех улшăнман. Мĕн тăвас тетĕн, пирĕн пачах та урăх менталитет. Çапах та счетсене пластик карточкăсемпе тӳлекенсене хисеплесерех пăхаççĕ. Ют çĕршыва банк карттипе кайни пур енчен те меллĕрех. Енчен те чĕрĕ укçапа каяс пулсан ăна декларацилемелле, палăртнă суммăран ытларах илсе тухма юрамасть. Банк карттипе урăх шут. Енчен те ют çĕршывра пулнă чух счет çинче укçа пĕтсен, ун çине килте юлнисем е тăвансем укçа хума пултараççĕ. Ют çĕршывра нумай пулăшăва банк карттипе кăна илме пулать, тĕслĕхрен, автомобиль тара тытма, банк сейфĕпе усă курма. Карттăсăррисен укçа пĕтсе çитсен вара вĕсене никам та пулăшаймĕ, каялла таврăнма маларах билет илсе хунă пулсан юрĕ хуть.
РФ Тĕп банкĕн даннăйĕсем тăрăх, Раççейре халĕ банк карттисен шучĕ 100 миллионран та иртнĕ. Вĕсемпе усă курса тунă операцисем 2 триллионпа танлашаççĕ. Анчах та вăтам тата аслă çулсенчисем çĕнĕлĕхсене шанмасăртарах йышăнаççĕ. Виртуаллă укçана вĕсем çухалнă укçа вырăннех хураççĕ. Банк карттисен ытларах пайĕ – дебет карттисем, вĕсемпе халĕ нумайăшĕ ĕç укçи илет. Эпир алăра укçа тытма хăнăхнăскерсем ăна банкоматран илетпĕр те унпа каллех ĕлĕкхи майпа усă куратпăр. Банк карттисемпе 90 процент таран укçа хывнă çĕрте, 10 процент кăна суту-илӳре усă кураççĕ. Ку пирĕн общество çĕнĕлле системăпа пурăнма хăнăхманнине тата йăлтах ăнланса çитерменнине пĕлтерет. Коммуналлă пулăшусене виртуаллă майпа тӳлеме халăх иккĕленет, хăйĕн укçи таçта çухалса каяссăн туйăнать.
Иртнĕ эрнере «Татар-информ» информаци агентствинче çак ыйтусемпе çыхăннă çавра сĕтел пулчĕ, ăна агентствăн коммерци директорĕ Наиль Селиванов йĕркелерĕ. Хутшăнакансем – «Ак Барс» Банкăн Тӳлев системисен аталану управленийĕн халăхсен хушшинчи тӳлев системисемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Аделя Белова, «Ак Барс» Банкăн тӳлев системисен аталану управленийĕн аталану уйрăмĕн пуçлăхĕ Нияз Шарипов, Раççейĕн перекет банкĕн 8610№ «Банк Татарстан» уйрăмĕн банк карттисен уйрăмĕн пуçлăхĕ Михаил Леонтьев, Хусанти «ТрансКредитБанк» филиалĕн банк карттисен уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Коробов.
Банк ĕçченĕсем каланă тăрăх, пластик карттисене çынсем тивĕçлипе хакламаççĕ-ха, вĕсемпе усă курма та пĕтĕмпех вĕренсе çитмен. 2000 çултанпа кăна пирĕн çĕршывра эквайринг системи массăлла сарăлма пуçларĕ (чи паллă тĕслĕх – Хусанта обществăлла транспортпа çӳренĕшĕн транспорт карттипе усă курни. - авт.) Эквайринг системипе пысăк суту-илӳ центрĕсенче нумай усă кураççĕ. Унта кашни банкăн банкомачĕсем ларсан та укçа хывмасăрах центрти лавккасенче пластик карточкăпа тӳлеме пулать. Анчах ку мелпе суту-илӳ тунин ӳсĕмĕ кризис вăхăтĕнче самаях чакнă.
Банкирсенчен час-часах овердрафт системи пирки илтме тӳр килет. Мĕне пĕлтерет-ха çак тĕлĕнмелле сăмах? Овердрафт кĕске вăхăта кредит илме май парать. Калăпăр сирĕн счет çинче укçа пĕтсе çитнĕ, ĕç укçи илесси халех мар-ха. Çакăн пек чухне банксем хăйсен клиенчĕсене кĕске вăхăта кредит парса пулăшаççĕ. Юридически сăпатшăн та (юридическое лицо) ку меслет питĕ меллĕ. Ахаль кредит илнĕ чухнехи пек документсем хатĕрлесе хăшкăлмалла мар. Овердрафт банка хăйĕн клиентне автоматланă режимпа укçа куçарма май парать.
Банк карттисемпе усă курни пур енчен те меллĕ, тĕслĕхрен, транспорт карттисемпе чукун çул тата авиакомпанисен билечĕсене ятарлă терминалсенченех туянма пулать, черетре тăрасси çук. Нумай пулмасть Раççейĕн Перекет банкĕпе «Аэрофлот» компани çыхăну çирĕплетсе «Аэрофлот Бонус» программăпа карточкăсем туса кăларнă. «Аэрофлот» рейсĕсемпе вĕçекенсене çак карточка вĕçевĕн кашни çухрăмĕшĕн хушма çухрăм преми парать. Пуçтарăннă çухрăмсене кайран билетпа улăштарма пулать. Акци вăхăтлăха кăна, анчах çулталăк тăршшĕнче вĕсем пулсах тăраççĕ. Çакăн евĕрлĕ карточкăсем кашни банкăнах пур.
Банк карточкисемпе усă курса пурăнма эпир вĕренсе кăна пыратпăр-ха. Хăш чухне банкоматра укçа илнĕ чух автомат тăруках ĕçлеме чарăнни те пире хăратса пăрахать. Банкомат илнĕ укçана та, карточкăна та çăтса янă. Мĕн тумалла? Банка чупас? Енчен те автомат ĕçлесе кайсан, вăл карточкăна «тапса» кăларсан? Ăна урăх çын илме пултарать-çке? Банк пред- ставителĕсем ку чухне хăрама кирлĕ мар теççĕ. Пулса иртни пирки тӳрех банка шăнкăравлама хушаççĕ. Банкомат ĕçлесе кайсан та арестленĕ карточкăна вăл тапса кăлармасть иккен. Мĕншĕн тесен çĕмĕрĕлнĕ банкомата банкра тӳрех кураççĕ. Хывнă, анчах илсе ĕлкĕреймен укçа пирки те вĕсен сведенисем пур. Çапла вара карточка та, укçа та çухалмасть.
Хăш-пĕрне банк карттисемпе усă курма счет çинчи укçана вăрă-хурахсем хывма пултарни хăратать. Кун пекки те пулать. IT- технологи хакерĕсем темле меслет те тупаççĕ. Ку чухне тĕп правило – пин-кода никама та пĕлтерменни, ăна вăрттăн çĕрте усрани, асра тытни. Банк карттине çухатни те хăрушах мар. Магнит пленкăллă пластик карточкăсене уçма çăмăлрах, çавăнпа та банк представителĕсем çĕнĕ йышши чиплă карточкăсем илме сĕнеççĕ. Вĕсемпе укçа хывнă чух пин-код мар, паспорт даннăйĕсем кирлĕ.
Халĕ кашни хăй кăмăлне тивĕçтерекен банк карттине илме пултарать. Мана килĕшни – Раççей Перекет банкĕн «Пурнăç парнеле» VISA картти. Ăна Чулпан Хаматовăпа Дина Корзун йĕркеленĕ «Пурнăç парнеле» фондпа пĕрле хатĕрленĕ. Çак фонд йывăр чирлĕ ачасене пулăшать. Маларах асăннă карттăпа усă курмассерен кашни тӳлеврен 0,03 процент фонда кайса пырать. Нумай мар, унпа пуяймăн та, чухăна та юлмăн, анчах ачасене пулăшу кӳретĕн. Кашни упранса юлнă пурнăçра санăн тӳпе те пурри темрен те хаклăрах.
 
: 1235, Хаçат: 33 (815)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: