Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Федераллă пурлăха тытса пыракан федераллă агентствăн Тутарстанри управленийĕ журналистсемпе ятарласа тĕл пулни хальччен пулманччĕ-ха. Тĕрĕссипе, унăн та каласа памалли те, татса паман ыйтăвĕсем те çителĕклех. Тĕслĕхрен, бюджет заданине вăл 2008 çулта 172 процент таран ирттерсе пурнăçланă. Тупăш, тĕпрен илсен, федераллă çĕр лаптăкĕсене Тутарстанри организацисемпе управленисене арендăна панинчен кĕнĕ. Тутарстанри управленийĕн ертӳçи Елена Паткина каланă тăрăх, кăçал пилĕк уйăхра кăна аренда тупăшĕ 20 миллион тенке çитнĕ. Хальхи вăхăтра территориальнăй управленипе пĕрле ĕçлекен патшалăх унитарлă предприятисем (ытларах вĕрентӳ учрежденийĕсем) – 18, казеннăй предприяти – 3, акционер обществисем – 11, федераллă патшалăх учрежденийĕсем – 287.
Управленийĕн тепĕр тивĕçĕ вăл – суд приставĕсем парăмсемшĕн çынсен, предприятисен арестленĕ пурлăхне вырнаçтарасси. Пĕлтĕр кăна суд приставĕсем управление 150 миллион тенкĕ ытла пурлăха сутма панă. Вĕсенчен 10 миллион тенкĕлĕх тавара ĕçе вĕçлеменнипе каялла суд приставĕсене тавăрса панă. Управлени 20 миллион тенкĕлĕх тавара çеç вырнаçтарнă. Е. Паткина каланă тăрăх, çакă 100 аукцион хатĕрлесен те 14-шĕ çеç иртнипе çыхăннă. Мĕншĕн тесен арестленĕ пурлăхăн хакĕ ытла пысăккипе пĕр заявка та пулман.
Управленин йывăрлăхĕ ку кăна мар-мĕн. Арестленĕ таварсене сутма ятарлă лавккасем çук. Таварсен списокне (унта ял хуçалăх техникисене те кĕртнĕ) управленин сайчĕ çине кăна вырнаçтарнипе кашни çын ун çинчен пĕлмест. Çитес вăхăтра ку ыйтăва татса пама хатĕрленеççĕ. «Татмедиа» агентствăра иртнĕ брифингра Елена Паткина ĕлĕкхи пек ятарлă комиссионнăй лавккасем уçасси пирки каларĕ.
Вак-тĕвек таварпа йывăрлăх питех çук пулсан, парăмшăн арестленĕ техникăсем пирки апла калаймăн. Вĕсене вырнаçтарма пĕрре те çăмăл мар. Мĕншĕн тесен нумай чухне машинăсем уçăсăр килеççĕ е темиçе банкра салукра тăраççĕ. Паллах, кун пек машинăна туянакан çукпа пĕрех, мĕншĕн тесен хушма пуç ыратăвĕ никама та кирлĕ мар. Çавăнпа управлени кун пек ыйтусене ТР ШĔМĕпе пĕрле татса пама тăрăшать.
 
: 1076, Хаçат: 33 (815)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: