Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

СПАС. ТР Президенчĕ М.Шаймиев ĕçлĕ визитпа Спас районне кайсан кунти историпе архитектура музей-заповедникăн ларăвне хутшăннă. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули пулнă вырăн туристсене яланах илĕртнĕ. Çавăнпа музей-заповедника аталантарасси уйрăмах çивĕч ыйту. ТР Президенчĕ унăн комплекслă аталанăвĕн программин презентацине кăçалхи ноябрь уйăхне, халăхсен хушшинчи форума тепĕр çула хатĕрлеме хушнă. Республика ертӳçи музей-заповедника кризиса пăхмасăр аталантармаллине каланă.
ÇЫРЧАЛЛИ. Августăн 11-мĕшĕнче «Энергетик» Культура çуртĕнче, Тутар драма театрĕнче тата хулари çамрăксемпе ачасен керменĕнче пĕрремĕш класа каякан ачасене шкула каймалли канцеляри таварĕсем тултарнă 510 ранец парнеленĕ. Аса илтеретпĕр, акцие хула администрацийĕ, «КАМАЗ» УАО тата «Единая Россия» парти хатĕрленĕ. «КАМАЗ» хулари пĕрремĕш класа каякан мĕнпур ача валли 5200 ранец, «Единая Россия» партин хастарĕсем, ТР Патшалăх Канашĕн, хула канашĕн депутачĕсем, хулари предприятисемпе организацисем канцеляри таварĕсем туяннă.
ЕЛАБУГĂРА Сăпас ярмăрккин иккĕмĕш кунĕнче, августăн 22-мĕшĕнче, сухан фестивалĕ иртет. Уяв хăнисем çав кун тĕрлĕ халăхăн сухана тăварламалли рецепчĕсемпе паллашма тата тӳлевсĕрех сухан яшкипе кукăлĕсене тутанса пăхма пултараççĕ. Çакăн пек уява хатĕрлекенсем Елабугăри «Алабуга нуры» тата « Новая Кама» хаçатсемпе Танайски ял хутлăхĕ. Мĕншĕн тесен ку ял авалтанах пахча çимĕç ӳстерессипе палăрать. Вăрçă вăхăтĕнче те вăл пахча çимĕç сутса пухнă укçана фронта панă. Çакăншăн вĕсене Правительствăран И.Сталин алă пуснă тав телеграмми килнĕ.
***
Роспотребнадзорăн ертӳçи Г.Онищенко регионсенчи уйрăмĕсене ачасен ушкăнĕсене чикĕ леш енне ярассине чармашкăн мерăсем йышăнма хушнă. Ку уйрăмах сысна грипĕ сарăлнă çĕршывсене – АПШ, Австрали, Мексика, Великобритани, Чили, Канада, Тайланд, Китай, Японипе Аргентина – пырса тивет. Чикĕ леш енчен Свердловск облаçĕнчи, Пермь крайĕнчи, Мускаври, Санкт-Петербургри ачасем чирлесе килнипе çакăн пек мерăсем йышăнма шутланă. Чăн та, чикĕ леш енне ашшĕ-амăшĕпе пĕрле каякан ачасене пырса тивмест вăл, çапах та хăш çĕршывра хăрушлăх кĕтнине пĕлтерме тивĕçлех. Сăмах май, хальхи вăхăтра сысна грипĕпе тĕнчере 200 пин ытла çын чирленĕ, вĕсенчен 1,5 пинĕ вилнĕ.
***
Кăçал шыва кĕмелли сезон пуçланнăранпа Тутар- станра 90 çын ытла, вĕсенчен 12-шĕ ачасем, путса вилнĕ. Тĕпрен илсен, инкек шыва кĕме юраман вырăнсенче, ӳсĕрле тата ишме пĕлменнипе пулнă. Ачасем путса вилнин сăлтавĕ – ашшĕ-амăшĕн çăмăлттайлăхĕпе тимсĕрлĕхĕ.
 
: 1240, Хаçат: 33 (815), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: