Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пăва районĕнче ТР Премьер-министрĕн çумĕ, ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Г.Ахметов пулчĕ. Вăл хутшăннипе «Вамин-Буа» тулли мар яваплăхлă обществăна кĕрекен «Гигант» уйрăмĕнче «Кĕрхи акана йĕркелесси, тăпрана хатĕрлесси тата вăрлăха çĕре кĕртесси» ятлă семинар-канашлу иртрĕ. Унта Апас, Тури Услон, Çĕпрел, Ешĕлвар, Кайпăç, Камско- Устьински, Пăва, Теччĕ муниципаллă районĕсенчи ял хуçалăх тата апат-çимĕç управленийĕсен начальникĕсем тата специалисчĕсем, «Россельхозцентр» ФГУн республикăри филиалĕн ертӳçи Т.Г. Хадеев тата ытти специалистсемпе ертӳçĕсем хутшăнчĕç.
Республикăра вырма хĕрӳ пырать. Çак ĕçе пурнăçлакан çĕр ĕçченĕсен алăкĕнчен тата тепĕр çийĕнчех тумалли ĕç шаккать: кĕрхи культурăсене акса хăварасси. Кăçалхи типĕ çул çурхисемпе танлаштарсан кĕрхи тыр-пул ăнса пулнă. Çавăнпа та ертӳçĕсем кĕрхи акана пысăк тимлĕх уйăрма ыйтаççĕ. Республикăра 1999 çулта кĕрхи тырра 76000 гектар çинче ӳстернĕ пулсан, 2009 çулта ун лаптăкĕ 394000 гектара çитнĕ. Ытти кĕрхи культурăсен лаптăкĕсем те çулсерен ӳссе пыраççĕ. Çакă çурхи ака ĕçĕсене чакарма, тăкаксене сахаллатма, вырмана иртерех пуçласа паха вăрлăх хатĕрлеме май парать. Кĕрхи тырăсенчен пысăк тухăç илесси ун умĕн мĕнле культура акнинчен, вăрлăх пахалăхĕнчен, тăпрана сухаласа ĕлкĕртнинчен, вăрлăха тĕрлĕ фунгицидсемпе, тĕрлĕ микроэлементсем- пе апатлантарнинчен килет. Тутарстанра вуншар хире анализ тунă хыççăн кĕрхи туллăн чăн лайăх тухăçĕ хура пусăпа хăварнă çĕрсенче пулни палăрнă. Çак культура тата пăрçа пĕр çул акса-çулса илнĕ курăксем хыççăн начар мар ĕлкĕрет. Урпа хыççăн акнă çĕрсенчен тухăç 35-40 процент сахалрах илнĕ, тата урпаран тĕрлĕ вирус куçни те лайăх тухăç илме паманнине палăртрĕç специалистсем. Нумай çул ӳсекен курăксем хыççăн тымар хурчĕ нумай сиен кӳрет-мĕн, кая юлса сухаласа акнипе тăпра пусăрăнса вăй илсе пыракан тымарсене татас хăрушлăх пур.
«Кăçалхи типĕ çул эпир начар вăрлăх акма пултараймастпăр», – терĕ «Россельхозцентр» ФГУн республикăри филиалĕн ертӳçи Т.Г.Хадеев. Тухăç калăпăшĕ тата пахалăхĕ мĕнле вăрлăх акнипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра сортлăх ыйтăвĕ вичкĕн тăрать. Пĕр тĕрлĕ вăрлăх пирĕн патра 14-16 çула çитиччен акăнать. Европăра сортсен пурнăçĕ 4-5 çул. Юлашки вăхăтра республикăра 18 кивĕ сорта кăларса 41 тĕрлĕ çĕнĕ сорт кĕртнĕ. Вăрлăха хатĕрлес технологисене те çĕнетмелле, ра- йонланă вăрлăхсене акмалла.
Юлашки 5-6 çулта тăпрана тарăн мар, çиелти сийне кăна кăпкалатса акма тытăнчĕç. Çакă тăпран тачăлăхне чакарнă. Кашни культурăна акмалли тарăнлăхăн норми пулсан та кăçалхи пек çумăр сахал çунă çул тарăн сухаласа акнă çĕрте тухăç вăйлăрах пулнă.
Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнчен кĕрхи ака ĕçĕсене тытăнаççĕ. Вăхăтлă çĕре кĕнĕ вăрлăхсем авăнăн 15-мĕшĕ тĕлне шăтса тухмалла. Акнă хыççăн вĕсене çĕр айĕнче тĕрлĕ чирсем ереççĕ, юлашки çулсенче кăшлакан чĕрчунсем те сиен кӳреççĕ. Çавăнпа та чирсенчен, тĕрлĕ чĕрчунсене хирĕç фунгицидсем, микроэлементсем тĕрĕс суйласа илмелле. Çуркунне вăхăт çитменнине пула гербицидсемпе хирсене кĕркуннех имçамласа хăвармалла, кали удобренийĕсем те калчасене питĕ кирлĕ.
Механизатор йăнăшнин тăкакĕсем пин тенкĕпе шутланаççĕ пулсан, агроном йăнăшнине вуншар пинпе шутламалла. Мĕнле паха вăрлăх туянса аксан та çĕре лайăх хатĕрлемесен, пусу çаврăнăшĕ пулмасан, агротехника нормисене пăхăнса ĕçлемесен сорт пăрахăçа тухать.
М.Г.Ахметов республикăра тухăçа пуçтарас ĕç еплерех пынипе паллаштарчĕ. «Ку çул пире тĕплĕнрех шухăшлама хушать. Паян эпĕ 9 сехете Пăвана çитсе те хирсенче пĕр ĕçлекен комбайн та курмарăм. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнчех эпир ирхи сывлăм типессе кĕтсе ларсан, авăн уйăхĕнче мĕн ĕçлĕпĕр? Лайăх çанталăк кĕтсе лармалла мар, ĕлкĕрнĕ тыр-пула çĕртен пухса илмелле. Вырмана ку уйăхра вĕçлеме тăрăшмалла», – терĕ министр.
Юлашкинчен семинара хутшăнакансем хире кайса ĕç хатĕрĕсемпе паллашрĕç, хак пачĕç. Кунта «Пăвари машина тăвакан завод» УАО, «Казаньсельмаш», «ТСМ – АГРО», «Кремона», «Лайăшри техника центрĕ» тулли мар яваплăхлă обществăсем хăйсен агрегачĕсемпе паллаштарчĕç. Унтан хăнасем «Вамин-Буа» тулли мар яваплăхлă обществăна кĕрекен «Гигант» уйрăмĕнчи йĕтем ĕçĕпе паллашрĕç.
 
: 1265, Хаçат: 33 (815)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: