Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

СИЛОС ХАТĔРЛЕÇÇĔ
Тутарстан ял хуçалăхĕсем выльăх валли силос хатĕрлес ĕçе пуçăннă. Августăн 10-мĕшĕ тĕлне республикăри траншейăсене пурĕ 58,4 пин тонна силос хунă. Республикăра кашни выльăх пуçне вăтамран 15,7 центнер (пĕлтĕрхинчен 2,9 процент нумайрах) апат единици (пĕтĕмпе 573,4 пин тонна утă, 2 миллион та 524,8 пин тонна сенаж) хатĕрленĕ.
ТИПĔ ВЫРĂНТА ТА ТУХĂÇ
Раççей ял хуçалăх министерстви Раççей ял хуçалăх академийĕпе пĕрле типĕ çанталăкра та пысăк тухăç илме вĕрентекен семинар-канашлу ирттерме хатĕрленет. Унта хутшăнакансем тухăçа ӳстересси пирки вырăнти наукăпа тĕпчев институчĕсен сĕнĕвĕсемпе паллашĕç.
ВЫЛЬĂХ ШУТНЕ ӲСТЕРЕÇÇĔ
Ешĕлвар районĕнчи «Овощевод» коллективлă пред- приятийĕнче выльăх шутне ӳстерессин опычĕпе паллашас тĕллевпе семинар-канашлу иртнĕ. Унта хутшăнакансем хуçалăхăн çамрăк пăрусене усрамалли технологийĕпе, выльăх-чĕрлĕхе мĕнле апатлантарнипе, пушмак пăрусене тĕллевлĕн ӳстернипе, çаплах выльăх апачĕ мĕнле хатĕрленипе, сĕт блокĕн тата лабораторийĕн ĕçĕпе паллашнă. Семинарта выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕллене хатĕрлесе пĕтерме, апатăн тутăлăхне анализ туса палăртма тата мĕнпур хуçалăхри выльăхсен сывлăхне тĕрĕслеме ветеринарипе-профил актика мероприятийĕсем ирттерме тĕллев лартнă.
СУХАЛАМАСĂР МАЙ ÇУК
Республикăри зональнăй семинар-канашлусем Нурлат, Пĕкĕлме, Пăва тата Арск районĕсенче иртнĕ. Унта ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин специалисчĕсене, Раççей ял хуçалăх центрĕн Тутарстанри уйрăмĕн представителĕсене, районсенчи ял хуçалăхпа апат-çимĕç управленийĕсен ертӳçисене, çĕр ĕçĕн консультанчĕсене чĕннĕ.
Канашлăвăн тĕп теми – çĕре хатĕрлесси. Нумай вăхăта тăсăлнă типĕ çанталăка пула çĕр хытнă, вырăн-вырăн çурăлнă. Хресченсен вара çывăх вăхăтра кĕрхи тырă акма тытăнмалла. Çавăнпа çĕр лаптăкĕсене тарăн сухаласа хатĕрлеме, вăрлăха куçса пыракан фондран илме йышăннă.
ЮХĂННĂ ФЕРМĂСЕНЕ ЮСАÇÇĔ
Тутарстан фермерĕсем юхăннă фермăсенчен 70 процентне юсама хатĕрленеççĕ. Унта малашне выльăх-чĕрлĕхпе хур-кăвакал ĕрчетĕç вĕсем. Сăмах май, фермерсем пĕтĕмĕшле тăкакăн çуррине кăна тӳлеççĕ, ыттине вырăнти муниципалитетсем саплаштарĕç. Юхăннă фермăсене Тукай, Азнакай, Заинск, Сарман районĕсем юсама тытăнĕç.
 
: 1162, Хаçат: 33 (815), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: