Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Августăн 1-мĕшĕнче республикăра «Шкула пуçтарăнма пулăш» ыр кăмăллăх акцийĕ старта тухрĕ. Виçĕ çул каялла Минтимер Шарипович пуçарăвĕпе пĕрремĕш хут йĕркелерĕç çакăн пек акцие. Ырă йăлана çаврăнса вăл кашни çул иртме пуçларĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – инвалид-ачасене, нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекенсене, çителĕксĕр пурнăçпа пурăнакан çемьесенчи ачасене 1-мĕш класа кайма «шкул портфельне» пухса парасси. Çакна пурнăçлама тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ: лавккасенче урнăсем лартаççĕ, муниципаллă учрежденисем, уйрăм предпринимательсем тӳпе кĕртеççĕ, ыр кăмăллăх концерчĕсем тата ытти те. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче Тутарстанра 36151 ача 1-мĕш класа каять. Вĕсенчен 9938-шне ыр кăмăллăх акцийĕ тӳррĕнех пырса тивет.
Хусанти Çĕнĕ Савиново районĕнче çакăн пек акци юнкун иртрĕ. Çак районтан кăçал 1-мĕш класа каякансем 1400 ача, пĕлтĕрхинчен самай ытларах. Тахçан халăх ят кăларнă «çывăрмалли район» çулран çул йышланать. Акă, çĕнĕ шкулсем те çуллен тума тӳр килет, сентябрĕн 1-мĕшĕнче 57-мĕш кварталта çĕнĕ пĕлӳ керменĕ ĕçлеме пуçлать.
1-мĕш класа каякансене ыр кăмăллăх акцине ирттерекенсем «Киномечта» кинотеатр залне пухнă, савăнăçлă лару-тăрура портфельсем парнеленипех вĕçленмерĕ вăл, район пуçлăхĕ Т.Л.Алибаев ачасенчен «4», «5» паллăсемпе вĕренме сăмах илчĕ тата ачасем те, аслисем те юратакан «Ледниковый период-3» мультфильм кăтартрĕç.
 
: 1114, Хаçат: 33 (815)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: