Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

СЮЮМБИКЕ БАШНИ
Сююмбике башни – Хусан Кремль комплексĕн архитектура мерченĕ. Çӳллĕ, хитре, мĕнпур пайĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе тăрать. Башньăна хăçан лартни паллă мар. 1692 çулта Хусанта пулнă Голланди çыннин Н.Витзенăн гравюринче вăл çук. Франци çул çӳревçи Виконт де Жюльвенур вара ку башня çинчен 1838 çултах асăнса хăварнă. Ячĕ çинчен вăл Карл Фукс про- фессорăн мăшăрĕ А.А.Аптехина ертсе пыракан сăмахлăха юратакансен кружокĕнче пуçласа илтнĕ-мĕн. Çавăнпа Сююмбике башнине 1692 –1838 çулсен хушшинче лартма пултарнă текен шухăш çирĕпленнĕ.
Башньăн ячĕ вара Сююмбике патша майрин ячĕпе çыхăннă. Легенда тăрăх, вăл Хаяр Иван патшана качча тухма килĕшменнипе башньăран çӳлтенех сикнĕ. Сююмбике ногай ханĕн Юсуфăн хĕрĕ пулнă. Ăна Хусана хан ывăлне Джангалие качча пама илсе килнĕ пулнă-мĕн. Вăл вилсен Сююмбике Сафа-Гирей хана качча тухать. Анчах мăшăрĕ нумай пурăнаймасть, хан вилсен Сююмбике унăн Утямыш-Гарей пĕчĕк ывăлĕ çумĕнче регент пулать.
1551 çулта патша майрине Мускава вăйпа илсе каяççĕ. 1552 çул Хаяр Иван патша Сююмбикене касимовски ханне Шах-Галие качча парать. Патша майрине Рязань облаçĕнчи Касимов хулинче пытарнă.
Сююмбике башни 1552 çулта аркатнă 6 яруслă дозор башни «куз-кала» (куç-башня) çумне лартнă. Сăмах май, «куç-кала» вырăнĕ халĕ те упранса юлнă.
Сююмбике башни 7 яруслă, çӳллĕшĕ 59 метр.
Ăна кирпĕчрен известь растворĕпе лартнă. Чул никĕсе юман свайсем çине вырнаçтарнă. Аялти ярусĕнче икĕ пилон. Пилонсен ăшĕнче çӳлелле хăпармалли пусмасенчен тăракан коридор.
Сююмбике «ӳкекен» башня пулнипе те палăрать. Унăн тăрри малтанхи вырăнтан çурçĕр-хĕвел тухăç еннелле 2 метр тайăлнă, халĕ те майĕпен тайăлса пырать.
1990 çулта çеç унăн тăррине мăсăльмансен символне ( уйăх) вырнаçтарнă. Сююмбике 1552 çулта Хусана хӳтĕлесе пуç хунисене асăнмалли символ та шутланать. Кунта кашни çул октябрĕн 15-мĕшĕнче хусансем вĕсене асăнма пуçтарăнаççĕ.
 
: 892, Хаçат: 32 (814)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: