Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Вĕçĕ. Пуçл. 30, 31№№).
– Атте, эп такмаксене ахаль те еплерех шăрантаратăп, – каласа паратчĕ Аня. Унтан юрласа кăтартатчĕ.
Амăшĕ туйсене, ĕçкĕ-çикĕсене çӳреме пăрахмарĕ. Чарсан килтисем çине çилленетчĕ. Сыпса килме пуçласан хунямăшĕн чĕри сисчевленнĕ. Ырă мара сиснĕ вăл. Хĕрарăмпа куçа-куçăн калаçса пăхма шутлать. Анчах та кăлăхах. Кинĕ ăна итлесшĕн те пулмасть. «Эпĕ ĕçме тытăнатăп-и? Ан култар-ха, эпĕ – вĕрентӳçĕ», – текелет. Володя пичче те каçсерен килте пулма ӳкĕтлет. Унпа пĕрле кайсан та сыпкалама пăхать Нина аппа. Вараланман тĕслĕхсем сайра çеç. Унтан вăл ĕç хыççăн та ывăннине ирттерме тесе ăшне яркалама пуçлать. «Малтан 30-50 грамм. Ĕçни сисĕнместчĕ те. Унтан пытарма тытăнсан – хистесех ыйтатчĕ, – каласа пачĕ Аня. – Кутăнлашса килтен тухса кайма, сăлтавсăрах ӳсĕр таврăнма пуçларĕ. Ирсерен хăйне мухмăр асаплантаратчĕ. Хăссан-хăссан уçăлса ĕçе каятчĕ. Кайран çакна шкултисем сиснĕ. Директор темиçе хутчен киле те килчĕ. Аттепе калаçрĕ. Усси çавах пулмарĕ. Пĕррехинче атте аннене пĕрремĕш хут хĕнерĕ. Эпир шăв-шав çине чупса тухрăмăр. Анне пĕчĕк ача пек кукленсе ларнă, пуçне аллипе хупланă.
– Мĕн тăвас-ха ман, шалтан ыйтать пулсан, – тет куççуль витĕр. – Ан çап. Ыранах пăрахатăп. Ан çап.
Аннене питĕ шеллерĕм. Эп ун чухне 7–8-мĕш класра вĕренетĕп. Алăпа пуçĕнчен ачашларăм. Вăл ман çине юратса пăхрĕ, çавах куланçи турĕ. Анчах та тути итлесшĕн мар ăна. Хамăн чи çывăх çыннăм сăнне çапла астуса юлнă эп. Аннеçĕм сыпкалама пăрахмарĕ. Ĕçрен кăларса яратпăр тесе хăратсан хулана ĕçкĕç чи- рĕнчен сыватакан диспансера кайрăмăр. Атте ертсе кайрĕ. Сиплев курсĕшĕн сахал мар укçа панă пек калаçрĕ тăванăм, сывалтăр çеç терĕ. Çирĕм кун хыççăн анне яла килнине паянхи пек астăватăп. Пире валли канихвет-пĕремĕк туяннă, Алешăпа иксĕмĕре ыталаса илчĕ те ача пек йĕрсе ячĕ. «Каçарăр мана, чĕппĕмсем, – такмакларĕ вăл. – Сире асаплантарнăшăн, намăслантарнăшăн. Айăпăм çĕре çити». Унтан пуçне атте кăкăрĕ çине хурса йĕчĕ, асаннерен каçару ыйтрĕ.
Çакăн хыççăнхи савăнăçлă, тертсĕр-нушасăр, лăпкă пурнăç шăп икĕ эрнене тăсăлчĕ. Кашни кун уявччĕ. Шкултан утса мар, чупса килеттĕм. Асаннене ыталаттăм, кушак çурипе выляттăм. Аннен килме вăхăт çитсен хирĕç чупаттăм.
Анчах та пĕррехинче вăл кая юлса килчĕ. Куçĕ мăч-мăч тунине курсанах ĕçнине чухларăм. Ура вăйĕ пĕтрĕ, эп туякан çĕр таçта аннă пек пулчĕ. Тен, суя япала çеç тесе куçа тепĕр хут çĕклерĕм. Анне пăртак тайкаланать те иккен. Эп таçта çеремелле тапса сикрĕм, хăçанччен йĕнине те астумастăп. Каллех пĕтĕмпех арканать, çутă ĕмĕтсем пĕтеççĕ тесе шутларăм. Мана, хĕр шăрши кĕме пуçланăскере, анне ĕçни чунтан тӳсме çук вăтантаратчĕ. Киле пынă çĕре анне пушшех те ӳсĕрĕлнĕччĕ. Тем пакăлтатса, пурнăçне ӳпкелесе ларатчĕ. Ăна никам та итлеменнине кура çилленме пăхни халĕ те куç умĕнче. Пирĕн çинчен шутласчĕ хуть.
Çакăн хыççăн ăна ĕçрен кăларчĕç. Туссем умĕнче намăс пулнăран эпĕ 10–11 классене кӳршĕ ял шкулне çӳрерĕм, Алеша 9-мĕш класс хыççăн хулана техникума вĕренме кĕчĕ. Эп астăвасса анне ялан ӳсĕр. Эпир, тăванĕсем, ăна темиçе хутчен те сиплеме хăтланса пăхрăмăр. Кăлăхах. Чи нумаййи виçĕ-тăватă эрне тытăнса тăратчĕ. Унтан каллех – çав лачкам шурлăха, тĕпсĕр авăра чăматчĕ.
Юркка ниме пăхмасăр мана ăсатма çӳретчĕ. Пĕчĕккĕ чухне амаланнă ачаш туйăм хамăр çи- тĕннĕçем пысăк туйăма çаврăнчĕ. Эп университета вĕренме кĕрсен те çыхăну татăлмарĕ пирĕн. Ăна, кĕçĕннине, хăйсенчен аякка ярас темерĕ ашшĕ-амăшĕ. Унтан – çарти 730 кун. Ăсатма эп каймарăм, тĕрĕсрех каласан, хăяймарăм. Ăсату каçне анне пырса кĕрсен çĕр тĕпне анса каяссăн туйăнчĕ. Вĕсен тăванĕсенчен те вăтантăм, паллах. Ман анне ĕçкĕç иккенне ялта пурте пит аван пĕлетчĕç. Эп вара ун хĕрĕ-çке. Улми йывăççинчен аякка ӳкмест теççĕ те. Ку манпа Алюш çинчен мар. Эпир пĕр черкке те ĕçместпĕр. Сăмах панă.
Юрккаран кашни эрнерех çыру илтĕм. Хам та тӳсĕмсĕррĕн кĕтеттĕм. Васкаса хурав яраттăм. Пирĕн юрату хĕмленсех пычĕ. Савни салтакран килсен пилĕк уйăхранах хăйне качча пыма ыйтрĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Анчах та ун ашшĕпе амăшĕ хирĕç иккен. Вĕсем çак хыпара кил яхăнне те ярасшăн мар.
Пĕррехинче мана кун пирки акă мĕн каларĕ тусăм. Хăй ытла та тунсăхлă. Аттепе анне: «Нина аппа ял култарса çӳрет, эс ун хĕрне качча илес тетĕн-и? – терĕç. – Манса кай ун пирки. Ĕçекенсен ачисем те чирлĕ пулаççĕ. Хĕрĕ Аня те ашшĕне, те амăшне хывнă-ха. Тен, амăшĕ пекех пулĕ. Вăл та вĕреннĕ çын. Анчах та усси?..»
Юра аллинчен епле вĕçерĕнсе тухса кайнине те астумастăп. Киле килсен чи малтан çакăнасшăнччĕ, анчах та хама вăхăтра алла илтĕм. Чăланта анне ӳсĕр çывăрать, тем калаçать хăй тĕлĕкĕнче. Пӳртре атте хуп турттарать. Эп килсен вăл сулахай аяк пĕрчи çине çаврăнса выртрĕ. Клубран килессе кĕтнĕ апла. Яланхиллех ачисемшĕн ăшталанать. Хамăн вырăн çине йăвантăм та Юрккана чĕререн кăларса пăрахма тĕв турăм. Ĕсĕклесе макăрасшăнччĕ – анчах та куççуль тухмарĕ…
Вырсарни кун ирхине ирех Шупашкара тухса вĕçтертĕм. Тантăшсене каласа парса чуна пусарăп терĕм те – шеллеттерес килмерĕ. Ман яланхиллех вăйлă пулас килчĕ. Ниме пăхмасăр, яланах.
Эрнерен Юркка хулана пурăнма куçрĕ, ĕçе вырнаçрĕ. Часах ăна общежитинче пӳлĕм пачĕç. Эпир иксĕмĕр пĕрле пурăнма пуçларăмăр. Ашшĕпе амăшĕ, пиччĕшĕсем ăна яла куçма ӳкĕтлесе пăхрĕç, туй туса ирттерĕпĕр тесен те малтанласа юратнă çыннăн чĕри çемçелмерĕ. Чĕрем айĕнче ун пепки тĕвĕленсен çеç Юркка ялне кайма килĕшрĕ. Мана кинĕ вырăнне йышăнма хатĕр иккен вĕсем. Пире кĕтеççĕ…»
Ак паян Лапракассинче чаплă туй. Çамрăксене пил сăмахĕсем калаççĕ, парнесем параççĕ, пехиллеççĕ. Ташлаççĕ, юрлаççĕ, ĕçеççĕ-çиеççĕ. Ĕнер пĕçернĕ вак кукăльсене сĕтел çине пысăк турилккесемпе лартса тухнă. Вĕсенчен пĕрне те пулин пурин те тутанса пăхмалла. Аньăпа Юра телейĕшĕн пĕр курка кăпăклă хăмла сăрине ĕçмелле. Хĕрĕ енчисен саламлама вăхăт çитсен малтан Аньăн чи çывăх çыннисем сăмах каларĕç.
– Тем пулсан та пĕр-пĕрне хисеплĕр, юратăр, – терĕ ашшĕ хĕрĕпе кĕрӳшне малтанласа расхутлама самаях пысăк укçа тыттарса. – Пирĕн ак аннӳпе пурнăç çулĕ такăрах пулман, анчах та эпир ун тăрăх ниме, никама пăхмасăр пĕр çулпа утма тăрăшатпăр. Сирĕн çемйĕр те вăрăм ĕмĕрлĕ пултăр.
Амăшĕ: «Телейлĕ пулăр, ачамсем», – терĕ.
Аня ун çине миçе çул хушшинче пуçласа пуçне çĕклесе куçĕнчен пăхрĕ. Вăл туя валли хĕрлĕ чечеклĕ симĕс тутăр, хĕр чухнехи тĕрĕллĕ саппунне çыхнă. Куç хупанки мăч-мăч туса хупăнать хăйĕн, тути пĕрăснай: «Каçарăр, каçарăр», – тет. «Тавсье» тесе аллинчи черккине тутине перĕнтерчĕ те – хĕрĕн куçĕнчен тепĕр хут тинкерчĕ. Куркари шĕвеке тĕкĕнмесĕр каялла сĕтел çине лартрĕ…
 
: 1307, Хаçат: 32 (814), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: