Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Унтанпа вăтăр виçĕ çул иртрĕ... Эпĕ телейлĕ, эсĕ мана виçĕ ывăл парнелерĕн. Тулли пурнăçпа пурăнатпăр, нумай пӳлĕмлĕ хваттерте, сад пахчи, машини, гаражĕ те пур... Мĕн пурри йăлтах хамăрăн. Анчах çак куна çитсе те мана пĕр кăткăс ыйту сисĕнмеллех шутлаттарать: «Телейлĕ-ши эсĕ манпа? Çамрăк чухнехи пирвайхи туйăмусем иксĕлмерĕç-и-ха? Сана çав сивĕ каç ирĕксĕр лартса кайса йăнăш тумарăм-ши? Тен, урăххипе эсĕ телейлĕрех пулаттăн? Кăштах пурнăç курнă ăспа, хĕр çулне çитнĕ куçпа, тен, манран лайăхраххине, маттуррине, чăннипех, ху ĕмĕтленнĕ пек, телей кӳрекенне тупаттăн эсĕ? Санăн çамрăклăх-хăналăхна кĕскетнĕшĕн эсĕ мана каçарăн-ши?»
Çапла вĕçленет Аксу районĕнчи Кивĕ Тимушкел ялĕнче çуралса ӳснĕ Владимир Левуковăн «Пĕрре курса, ĕмĕр юратса» кĕнекинчи пĕр калав. «Телейлĕ-ши эсĕ манпа?» хайлавне автор «эссе» тесе палăртнă. Эссере çулланнă арçын хăйĕн иртнĕ кун-çулне, çамрăк чухнехи туйăмĕсене, юратăвне аса илсе çитĕнсе çитнĕ çын куçĕпе тишкернине витĕмлĕ, ĕненмелле сăнарласа панă.Чылай чухне авторсем пĕрре курса тӳрех икĕ çамрăк чĕрере пĕр вăхăтра юрату хĕлхемĕ сӳнми ялкăшма пуçланине сăнарлаççĕ. Владимир Леонтьевичăн çак хайлавĕнче вара ку йĕркене тытса пыман. Пĕр-пĕрин патне вăраххăн, пăшăрханусем, кӳренӳсем, йăнăшсем урлă çывхараççĕ икĕ çамрăк чун. Çамрăк учитель институт хыççăн чăваш ялĕнчи шкула вĕрентме килет. Шăпах кунта вуннăмĕш класра вĕренекен хĕр кăмăллать те ăна. Хĕрĕн амаланса пыракан юратăвне автор хăйне евĕрлĕ, каччăн шухăшĕсем урлă сăнласа парать: «Темле майпа пирĕн пурнăç урапи пĕр йĕр çине кусса тухрĕ. Пĕр кĕтмен, пĕр шутламан çĕртен... Эсĕ ещĕкпе хими мензуркине йăтса пыраттăнччĕ, эпĕ темле майпа санпа пырса тăрăнтăм...Чăл-пар саланчĕ кĕленче, темиçе мензурки ĕçлĕхрен тухрĕ.
– Ай-яй, мĕн туса хутăмăр капла? Халь лекет пире директортан,– персе ятăм шӳт туса пĕр шутламасăр. Санăн айăпу кунта пĕр пĕрчĕ пулмасан та каламасăр шикленсе ӳкрĕн эсĕ, пĕшкĕнтĕн те кĕленче ванчăкĕсене пуçтарма пикентĕн. Эпĕ сана пулăшрăм, хыпаланса пухнă вăхăтра пĕр-икĕ хутчен алăсем пĕр-пĕринне сĕртĕнчĕç. Пĕрремĕшĕнче ăнсăртран пулсан та, тепрехинче ятарласах выляса лектертĕм. Лектертĕм те тытса тăтăм пулас. Именекен хĕр ача умĕнче хам та шух пулнă çав! Эсĕ вăтанса хĕрелсе кайнине эпĕ туйрăм, анчах кун çинчен çийĕнчех манса кайрăм. Кайран та асра тытман. Ун чухне хĕр ачасем çине, çитменнине, шкулта вĕренекеннисем çине, эпĕ пăхма шутламан та, ытларах çамрăк учительсемпе паллашма тăрăшаттăмччĕ...
Питĕ ăста, ĕненмелле сăнарланă çавăн пек самантсем нумай хайлавра. Икĕ çамрăкăн амаланса пыракан юратăвне кĕске самантсем урлă уçса парать Левуков, юлашкинчен автор хăй мĕн калас тенин тĕп шухăшĕ патне илсе çитерет...
Ун ячĕпе кĕнекен пĕтĕмĕшле ятне панă повеçне те хăйне евĕрлĕ ăсталанă автор. Эссери сăнарсенчен уйрăмрах вĕсен шăпи. Федяпа Тамуç мĕн ачаранпах пĕр-пĕринпе кӳршĕллĕ ӳснĕ. Каярах пĕрлешме те ĕмĕтленнĕ. Анчах та çын сăмахĕ вĕсен пурнăçне пачах урăх еннелле çавăрса янă...
«Ĕмĕр пĕрле пуласчĕ» повесть те юрату çинчен. Кунта автор çамрăксен хутшăнăвĕсене урăхларах уçса панă. Кĕнекери калавсем чăвашсен ялти пурнăçне, хутшăнăвĕсене тĕрлĕ енлĕ уçса параççĕ. Кĕнеке-ре çавăн пекех тĕрлĕ вăхăтра çырнă тишкерӳ ĕçĕсем, автор çинчен хайлавсем те пур. Кунти хайлавсем çамрăксемшĕн çеç мар, шкул ачисемшĕн, мĕнпур чăвашсемшĕн те кăсăклă, усăллă пулĕç тесе çирĕп шанатăп.
 
: 1349, Хаçат: 32 (814), Категори: Калем

Комментарисем:

Александр (2009-08-27 10:11:33):
"Телейлĕ-ши эсĕ манпа?" хайлав чăн та питĕ чаплă пулса тухнă авторăн. Чуна пăлхатмалла çырнă! Вулама пуçланă хыççăн мĕн вĕçне çитиех пĕр канмасăр вуласа тухрăм. Ара кăсăклă та!
Çыравçа пултарулăх анинче ăнăçу сунатăп!


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: