Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăннакушкисен яваплăхĕ калама çук пысăк, вĕсем Теччĕн кăна мар, мĕнпур Тутарстан чăвашĕсен пичĕ тесен те йăнăш мар-тăр. Чăваш патриархĕн И.Яковлевăн ентешĕсем пулнăран вĕсен мĕнпур енĕпе тĕслĕх кăтартмалла. Кунти культура вучахне ертсе пыракан Лидия Бачкова клуб директорĕнче 2-мĕш çул кăна ĕçлет-ха, апла пулин те ял халăхĕн хисепне çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ вăл.
Кăнна Кушкинчи Культура çурчĕн алăкĕ пурин валли те уçă. Килте, пахчара ĕçсем вĕçленсен ял çыннин пушă вăхăта усăллă ирттерме мĕнпур майсем пур. «Салам», «Тăван Ен» фольклор ушкăнĕсем йĕркеленĕ (унта тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем çӳреççĕ), «Чăваш тĕрри», вырăнти поэтсен «Лира» кружокĕсем ĕçлеççĕ.
Çуллахи вăхăтра та ахаль ларма пĕрре те вăхăт çук Лидия Кузьминичнăн: хирте вăй хуракансене канмалли вăхăтра агитбригадăпа концертсем лартса хавхалантармалла, шăматкунсенче çамрăксем валли дискотекăсем ирттермелле тата, паллах, обществăлла ĕçсене те хутшăнмалла, тĕслĕхрен, яла тирпей кĕртмелле. Ара, Кăнна Кушкинче çулталăкĕпех хăна татăлмасть-çке. Культура çурчĕ умĕнчи пĕчĕк лаптăка вара чăн-чăн чечек пахчи тейĕн. Мĕнле кăна чечек ӳсмест-ши унта? Ку йăлтах Лидия Кузьминичнăн тăрăшулăхĕ.
Культура çурчĕн çитĕнĕвĕсем те çук мар, фольклор ушкăнĕсене районĕпех пĕлеççĕ-çке, мĕншĕн тесен вĕсем районта иртекен кашни мероприятире хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе тĕлĕнтереççĕ. Тав çырăвне те пĕрре мар тивĕçнĕ.
Лидия Бачкова культура ĕçченĕ çеç мар, лайăх кил хуçи арăмĕ, анне те. Мăшăрĕпе Юрий Михайловичпа вĕсем ывăл ӳстереççĕ. Чăн та, çемье тĕпкĕчĕ Миша хальлĕхе хăйсене питех пулăшаймасть-ха, вăл улттăра кăна. Апла пулин те ашшĕпе амăшне выльăх хăваласа та савăнтарма тăрăшать. Кил-çуртра вара ял хĕрарăмĕн ĕçĕ сахал мар, уйрăмах, çулла. Анчах хĕрарăм пур çĕрте те ĕлкĕрет. Пурнăçра урăхла юрамасть, Лидия Кузьминичнăн уйрăмах, мĕншĕн тесен унăн ĕçĕ халăхпа çыхăннă, урăхла каласан, вăл кунĕн-çĕрĕн куç умĕнче.
 
: 1286, Хаçат: 32 (814), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: