Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Совет Союзĕ арканнă хыççăн халиччен туслă, тăванлă республикăсем пĕр-пĕриншĕн ют пулса тăчĕç. Паянхи кун вĕсенчен хăш-пĕрисем ним пытармасăр Раççее юратманнине кăтартаççĕ.
Паллах, ютсен шутне вырăссем çеç мар, хальхи Раççей çĕрĕнче пурăнакан мĕнпур халăхсем кĕреççĕ. Çав çĕршывсенче пурăнакан чăвашĕ те, тутарĕ те, бурячĕ те, пушкăрчĕ те вырăспа пĕр тан пусмăрлăха тӳсет, унсăр пуçне Тăван çĕршывĕнчен аякрискер «тăшмана» хирĕç пĕр-пĕччен тăрса юлать. «Вырăссене» Раççее хăвалани те час-часах тĕл пулать. Федот Павлович Павлов та çавăн пек лару-тăрăва лекнĕ.
Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Хусан хулин чукун çул вокзалĕнче пĕр ватă çын аптăранине асăрхаççĕ. Васкавлă пулăшу машинине чĕнсе илсе ăна хулари 2-мĕш номерлĕ больницăна леçеççĕ. Кунта ватă çын кам пулнине, вăл ăçтан килнине пĕлеççĕ. Федот Павлович Павлов – Казахстан гражданинĕ. Анчах ăçта кайма тухнине Федот Павлович ниепле те ăнлантарайман. Ун çумĕнче кăшт укçа, Казахстан паспорчĕ тата пĕр хут татăкĕ тупаççĕ. Çав хут çинче телефон номерĕсем тата адрес çырса хунă: Вăрнар районĕ, Рункă ялĕ. Федот Павлова сывлăхĕ япăххине пула больницăрах хăварма шут тытаççĕ – çынна урама кăларса яраймăн-çке.
– Павлова пирĕн пата илсе килнĕ хыççăн эпир канăçа çухатрăмăр тесен те суя пулмĕ. Иммиграци центрне те, килсĕр çынсен центрне те, Халăхсен туслăхĕн çуртне те – таçта та шăнкăравласа Павлова пулăшма ыйтрăмăр, – тесе калать хулари 2-мĕш номерлĕ больницăри терапевт уйрăмĕн заведующийĕ Рамзия Мударисовна Валиуллина. – Шырав службинче пире Федот Павловича тăванĕсем шыраççĕ тесе те каларĕç, анчах паянхи кун та ăна илме никам та килмерĕ. Тĕрĕссипе каласан, Павлов Раççей гражданинĕ пулманнине кура пирĕн ăна хамăр патра тытса тăма юрамасть, анчах ватă, вăйсăр çынна пĕччен ăçта ярас? Эпир çав хут çинчи телефон номерĕсемпе шăнкăравласа та пăхрăмăр – пĕринче телефона хĕрарăм тытрĕ. Вăл Павловăн аппăшĕ çĕре кĕни çинчен, анчах унăн пĕр качча кайнă хĕрĕ пурри çинчен каласа пачĕ. Çав хĕрарăмах кӳршĕре пурăнакан аппăшĕн хĕрĕ больницăра выртнине, Павлова пырса илме никам çуккине пĕлтерчĕ. Унтанпа эпир çав хĕрарăмпа пĕрре çеç мар çыхăнтăмăр, анчах вăл пире çĕннине нимех те каламарĕ. Халĕ Павловăн сывлăхĕ самайланчĕ, вăл калаçасса та лайăх калаçать, утасса та хăех, никам пулăшмасăр утать.
Федот Павловичпа хăйĕнпе калаçнă май вăл пире тăван ялне килме тухни çинчен каларĕ. Хусан вокзалĕнче темшĕн поездран аташса юлнă, çитменнине – те шăрăха пула, те пĕр эрнене яхăн поезд çинче пулнăран – хăйне начар туйнă. Тата вăл пире тĕлĕнмелле истори каласа пачĕ:
– Эпĕ мĕн çамрăкран пулăçăсемпе тинĕсе тухаттăм. Крымра Шура ятлă хĕрпе паллашрăм, авлантăм. Вунă çултан эпир унпа пĕрле Казахстана куçса кайрăмăр, анчах унта нумай та пурăнаймарăмăр – ман юратнă Шура ӳпке ракĕпе чирлесе вилчĕ. Ăна пытарсан, пĕр-пĕччен юлнăскер, ют çĕршывра пилĕк çул пурăнтăм. Татах пурăнаттăмччĕ те, анчах кунсерен хура тум тăхăннă çынсем килсе: «Тавай, япалусене пуçтар та ăçтан килнĕ çавăнта каялла кай!» – тесе калама пуçларĕç. Ăçта каяс? Тăван яла, Чăваш Республикине кĕрекен Вăрнар районĕнчи Рункă ялне каяс терĕм. Унта ман пӳрт, пахча пур, мĕнле те пулин юлашки кунсене кĕтсе илеттĕмех. Тăван кил пулăшасса шансах çула тухрăм – эпĕ, ватăскер, унта никама та кирлĕ мар. Пĕртен-пĕр аппа пурччĕ, вăл та çĕре кĕнĕ. Çапах ватăлас енне чун тăван кĕтесех туртать. Акă халĕ те мĕнле те пулин тăван яла çитес тесе выртатăп.
Çапла Федот Павлович çуралнă килне кайнă чухне те инкеке лекнĕ. Телее, вăл ырă çынсен тĕлне пулнă. Анчах çакă та ăна тăван ялне çитмешкĕн юлашки утăм тума пулăшмĕ. Павлов – урăх çĕршыв гражданинĕ, больницăра ăна нумай вăхăт хушши тытса тăраймĕç, пур-çук тăванĕсем те хăйсем патне усрава илес тесе тăрăшмаççĕ пулмалла. Тăван килĕ те халиччен çĕрпе пĕр шай пулман-ши?
Ăçта каймалла ĕнтĕ халĕ çак ним айăпсăр ватă çыннăн? Мĕн тумалла? Мĕнле пурăнмалла? Тутарстан Республикинчи ЧНКА Канашĕ çак ватта пулăшас тесе тăрăшать.
Çак ĕç-пуçпа çыхăннă хыпарсене вулакансене пĕлтерсех тăрăпăр.
 
: 1305, Хаçат: 32 (814), Категори: Сетнер

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: