Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак ĕç Совет Союзĕн чиккинчи пĕр облаçри пысăках мар район центрĕнче пулса иртнĕ. Эпĕ ун чухне, Ленинградри институт студенчĕ, килте çуллахи каникулта.
Хулари çынсем валли пĕр Культура çурчĕ, çавăн пекех Офицерсен çурчĕ пурччĕ. Эрнере пĕр кун хĕрсем ташă каçне çӳретчĕç, канмалли кун вара Офицерсен çуртне каятчĕç. Унта вĕсен çар çыннисемпе паллашма май пулнă.
Аслă классенче вĕренекенсене ку ташă каçĕсене кĕртместчĕç. Вĕсем унта ăнсăртран кĕни çинчен пĕлсен тӳрех шкула пĕлтеретчĕç, ашшĕ-амăшĕсене асăрхаттаратчĕç. Ун чухне шкулсенче пурне те пĕлӳ парассишĕн тăрăшнă.
Хулара çар çыннисем нумайччĕ. Хула çывăхĕнчи ялсенчи, рабочи çемйисенчи хĕрсем канмалли кунсенче Офицерсен çуртне час-часах çӳретчĕç. Нумайăшĕ офицерсемпе салтаксене качча тухма та хирĕç марччĕ. Вăл вăхăтра офицера качча тухасси сумлă шутланнă. Пĕр-пĕр салтака качча тухса хулана куçса килесси те илĕртнĕ хĕрсене.
Культура çуртне çӳренĕ май эпĕ пĕр çамрăк çынпа паллашрăм. Ятне астумастăп, Вадим тесе чĕнĕпĕр. Çав паллашăва халĕ те манаймастăп. Вадим пирĕн хулана килсен çурт-йĕр управленийĕн тĕп инженерне вырнаçрĕ. Унччен вăл техникум вĕренсе пĕтернĕ, çар ретĕнче пулнă, ĕçленĕ. Ĕç опытне шута илсе ăна çынсене ертсе пыма шаннă та. Авланман пирки Вадима уйрăм хваттер панă. Хваттерĕ çар чаçĕпе юнашар.
Ташă каçĕсенче Вадим хăйне урăхларах тытатчĕ: ташламастчĕ, ыттисене сăнаса ларатчĕ. Эпĕ те чылай ташша сиктереттĕм. Çавна май эпир пĕр-пĕринпе калаçса та кайрăмăр.
Вăл çӳллĕ те яштакаччĕ, кĕлетки аван çитĕнни те палăратчĕ. Вадим манран аслăрахчĕ, çавăнпа эпĕ вăл мĕн каланине итлеме юрататтăм. Пĕррехинче мана акă мĕн каласа пачĕ.
Çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Вадим техникума кайнă. Общежитире вырăн çуккипе унăн хваттере кĕме тивнĕ. Унпа юнашарах хуçисем те, ачасăр офицер çемйи, пурăннă.
Хваттер хуçи çар çынни пулнă май час-часах килте пулман. Арăмĕ ниçта та ĕçлемен, килте ларнă. Вадим ун чух вун тăваттăра пулнă, çапах ăна, çӳллĕ те яштака каччăна, çав офицер арăмĕ куç хывса хăйĕн çамрăк еркĕнĕ туса хурать. Çакна вĕсемсĕр пуçне никам та пĕлмен, çитменнине çамрăк качча хăйне те çав хĕрарăмпа вăрттăн пурăнни килĕшнĕ. Техникум вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Вадим хăйне ĕçлеме янă вырăна кайнă. Çав вăхăта вăл хваттер хуçин арăмĕпе «ясарлăх шкулĕ» витĕр тухса ăста еркĕне çаврăннă. Илемлĕскере, çӳллĕскере, спортпа туслăскере, ăна чылай хĕрсемпе хĕрарăмсем килĕштернĕ. Çавна пула Вадим нумайăшĕпе пурăннă та.
Вун тăххăрта ăна çара илнĕ, лайăх баскетболист пулнипе спортротăна лекнĕ. Унта ытти чаçсемпе танлаштарсан самай çăмăлрах: çар чаçĕ хулара, час-часах ирĕке тухса хĕрсемпе тĕл пулма май пур.
Пирĕн хулана килнĕ чухне Вадим 30-32 çулсенче пулнă. Хулара пĕр йĕркеллĕ кафе пурччĕ, унта качча кайман чипер хĕр ĕçлетчĕ. Унпа паллашса Вадим час-часах кафене çӳретчĕ, çав хĕре ыттисенчен уйăратчĕ. Баскетболист пулнă май вăл каçпа техникумăн хĕрарăм командине вĕрентетчĕ. Анчах уншăн чи хăрушши хваттерĕ çар чаçĕпе юнашар вырнаçни пулнă. Офицер арăмĕсем нумайăшĕ упăшкисемпе юратмасăр, хăтлăхшăн пурăннă. Çитменнине ниçта ĕçлемесĕр кунĕн-çĕрĕн килте ларнă.
Кăшт вăхăт иртсен юратусăр хĕрарăмсем вĕсен урамĕнче кăсăклă чипер каччă пурăннине асăрханă. Вадим каланă тăрăх, ун патне çырусем килме пуçланă, хăш-пĕр хĕрарăмсем телефонпа шăнкăравласа тĕл пулма та ыйтнă. Вадима çакă питĕ интереслĕ пек туйăннă, вăл офицер арăмĕсене хăйĕн хваттерне чĕнме пуçланă. Урăхла каласан – каччă асар-писер ар пурнăçĕпе пурăнма тытăннă.
Культура çуртĕнче вăл сӳрĕк ташăçă пулнă. Вадим хăй хакне пĕлнĕ, çавăнпа пĕр-пĕр хитре хĕре курсан çеç ăна ташша чĕннĕ, унтан пĕрлех килелле утнă.
Ман унран тĕлĕнмелли кăна юлчĕ. Вадим пек пулма эпĕ шутламан та, ĕмĕтленмен те. Эпĕ унпа çуллахи каникулсенче, анне патне канма килсен, тĕл пулаттăм. Пĕррехинче Вадим мана хăй патне офицер арăмĕ пырсан унпала ăнăçсăрлăх сиксе тухни çинчен каласа пачĕ. Вăл çав хĕрарăмпа ар çыхăнăвне кĕреймен, çавна пула унăн хĕрарăмран каçару ыйтма тивнĕ. Çавăн чухне вăл мана хăйĕн авланма вăхăт çитни çинчен пĕлтерчĕ.
Вадим авланмасан унăн нихăçан та ача пулас çуккине ăнланнă. Эпĕ вара Вадим халсăрланнине туйрăм. Вăл авлансан та арăмне телей пама пултарасси пирки иккĕлентĕм. Хам валли ĕмĕрлĕхе çакăн пек пĕтĕмлетӳ турăм: çамрăк çыннăн сывлăха çемье валли, пулас арăм валли упрамалла. Çакна та асра тытăр – Вадим пирус та туртман, ĕçессе те сахал ĕçнĕ, çапах та çамрăк арăмĕпе те нумайлăха телейлĕ пулаймĕ.
ЮЛАШКИНЧЕН КАЛАНИ
Сывă мар пурнăçа пула арçынсем халĕ те вăхăтсăр хавшакланаççĕ, ар вăйсăрлăхĕпе аптраççĕ. Çавăнпах нумайăшĕ ĕçме пуçлаççĕ, врач патне кайма вăтанаççĕ. Çавна пулах арăмĕнчен уйрăлаççĕ, ачисене ашшĕсĕр хăвараççĕ. 2009 çула ахальтен мар сывлăха çирĕплетмелли, физкультурăпа спорта аталантармалли çул теме йышăннă. Анчах та сывлăха Сывлăх çулĕнче кăна мар, çамрăкран çирĕплетмелле, упрамалла. Çитменнине эпир, арçынсем, хĕрарăмсенчен сахаллăнрах тата пирĕн организм ар хутшăнăвĕ енчен илсен хăвăртрах суранланать.
 
: 1206, Хаçат: 32 (814), Категори: Сетнер

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: