Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пурнăçа юратса,
Ял-йыша юратса,
Çĕршывшăн юн тăкса
Вĕсем тухнă вутран.
Вăрçăра пулнă паттăрсенчен пирĕн ялта тăваттăн çеç юлнă: Н.П.Лапшова, П.А.Никитин, А.М.Матвеев тата манăн асатте –Н.Н.Ильин.
Чăн малтан Наталья Прокофьевна патĕнче пултăмăр. Ялта вăл пĕчченех пурăнать. Кашни канмалли кунта ачисем килсе пулăшса хăвараççĕ. Пире, 9-мĕш класра вĕренекенсене, вăл питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ. Кил хушшинчи ĕçсене туса пулăшрăмăр, пӳртри тусансене сăтăртăмăр, унтан вăл пире чей ĕçме лартрĕ. Çапла калаçса ларнă вăхăтра Наталья Прокофьевна пире вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ.
Вун сакăр çулта Наталья Прокофьевна фронта тухса кайнă. Унччен тухтăра вĕренсе тухнăскере госпитале ĕçлеме янă. Чирленĕ, суранланнă салтаксем питĕ нумай пулнă, çавсене Наталья Прокофьевна ирлĕ-каçлă куç хупмасăр сыватас тесе тăрăшнă.
Сасартăк госпитале питĕ вăйлă суранланнă Тимофей ятлă салтака илсе пынă. Пичĕ-куçĕ те курăнман унăн, йăлтах юнпа вараланса пĕтнĕ пулнă. Çамрăк Наташа питĕ шелленĕ ку салтака. Наталья Прокофьевнăпа ытти медицина ĕçченĕсем Тимофейăн пичĕ-куçĕсене тасатса, урине бинтпа чĕркесе операци сĕтелĕ çине вырттарнă. Тимофейăн урине пуля кĕрсе ларнă, ури гангренăна каяс хăрушлăх пулнă, çавăнпа та ăна часрах операци тунă. Операци ăнăçлă вĕçленнĕ, анчах та çамрăк салтак урасăр тăрса юлнă. Çак салтака Наташа питĕ юратнă, пушă вăхăтра ун патне палатăна кĕре-кĕре ларнă.
Вăрçă кунĕсем вăрах пынă пулин те пурнăç малаллах шунă. Халĕ вара Наталья Прокофьевна сакăр вун виçĕ çулта. Вăл Тимофейпа питĕ туслă пурăннă. Тăватă ача çуратса ӳстернĕ. Ачисем те ашшĕ-амăшĕпе савăнса пурăнаççĕ. Тимофей урасăр пулсан та хуйхăрса тăман, Наталья Прокофьевна ăна яланах савăнтарас тесе тăрăшнă.
Наталья Прокофьевнăна итлесе пĕтерсен эпир ăна тав турăмăр, шкул ачисем ӳкерсе хатĕрленĕ ӳкерчĕк парнелесе хăвартăмăр. Пире вăл кăмăллăн ăсатса ячĕ. Тухса кайнă чух куçĕсем шывланнине асăрхарăмăр.
Унтан эпир Петр Артемьевич Никитин патне çул тытрăмăр. Вăл пӳрт умĕнчи сак çинче ларатчĕ. Эпир çитсенех тăрса хыпаланчăклăн пӳртнелле йыхăрчĕ. Арăмĕ вилни пайтах çул иртнĕ. Ачисем те ӳссе çитĕнсе çывăхри хуласене саланнă. Çавăнпа та Петр Артемьевич ялта пĕчченех пурăнать. Выльăх-чĕрлĕх усрамасть, апатланса пурăнма пенси укçи те çителĕклĕ тесе пĕлтерчĕ вăрçă ветеранĕ. Кил хуçалăхри ĕçсене тума пулăшрăмăр, унтан Петр Артемьевич каласа панине итлесе лартăмăр.
Петр Артемьевич вун çиччĕре чухне хăйĕн ирĕкĕпе фронта каяс тенĕ, анчах та ăна илмен, çавăнпа та вăл партизан пулма шут тытнă. Петĕр партизан ушкăнне пуçтарса тăшмансен вырăнне, миçен пулнине тата вĕсен пăшалĕсемпе машинисене шутласа пĕлтерсе тăнă.
Пĕррехинче çумăрлă çанталăк пулнă. Партизансен ушкăнĕ вăрман хĕрринчи пĕр кивĕ çуртра ларнă. Паллах, унта апат-çимĕçĕ те пулман, чăтма çук сивĕ. Сасартăк урамра сасăсем илтĕннĕ. Петĕр çумăрлă çанталăка пăхмасăрах урама вирхĕнсе тухнă. Пĕр кĕтесрен нимĕçсем сиксе тухса ăна хулĕнчен ярса тытнă та çĕре ӳкернĕ. Петĕр хăраман, ӳксе ĕлкĕриччен пӳрт чӳречинчен муклашкапа çапса ĕлкĕрнĕ. Юлташĕсем çакна илтсе тĕпсакай шăтăкĕнчен вăрттăн тухса нимĕçсене вĕлернĕ. Каярахпа Петĕр юлташĕсемпе пĕрле вăрманалла тарнă. Унта нимĕçсене курсан пурте тĕрлĕ енне вăркăннă. Петĕрпе вара пĕр юлташĕ юлнă. Вĕсем вăрманта ларакан пĕр ванчăк машина ăшне кĕрсе пытаннă. Сасартăк вĕсем пытаннă машина патне виçĕ нимĕç салтакĕ çывхарнă та хунарпа çутатма пуçланă. Телее, партизансене тупайман. Петĕрпе юлташĕ машинăри хыçалти ларкăч айне кĕрсе выртнă. Каярахпа партизансем çывăхри яла таврăннă.
– Эпĕ киле сывă таврăнасса питĕ шанаттăм, шанни ахаль пулмарĕ. Халĕ эпĕ питĕ телейлĕ. Хамăн пурнăçа çителĕклĕ пурăннă. Сире те, ачасем, çак мирлĕ пурнăçра савăнăçлă, ыррăн, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнма сунатăп, – тесе вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне Петр Артемьевич.
Эпир ветерана калаçушăн тав турăмăр та килелле çул тытрăмăр. Унăн пире ăсатнă чухне куçĕсенчен куççуль юхса анчĕ.
Килелле кайнă май эпир Алексей Матвеевич Матвеев патне кĕрес терĕмĕр. Шкул ачисене курсан вăл питĕ савăнчĕ, мĕншĕн тесен тивĕçлĕ канăва тухиччен шкулта ачасене вырăс литературипе чĕлхине вĕрентнĕ. Шкул ачисем мĕнле ĕçпе çӳренине вăл тӳрех тавçăрса илчĕ. Алексей Матвеевич пире хурлантарас темерĕ, вăл Çĕнтерӳ умĕнхи кунсем çинчен каласа пачĕ. Вăрçăн малтанхи кунĕсенче Алексей Матвеевич çĕнтерĕве шанман. Вăхăт иртнĕçемĕн нимĕçсем хыçала чакма тытăнсан, пирĕн çĕршыв çĕнтерессине чĕререн ĕненнĕ. Çак хыпаршăн вăл питĕ савăннă. Халĕ вара хăйĕн савăнăçне пире пĕлтересшĕн. Çапла калаçкаласа ларнă хыççăн пире вăл ăсатса ячĕ.
Çав вăрçă ветеранĕсем патне пирĕн шкулти ачасем эрнере иккĕ çӳреççĕ. Наталья Прокофьевна патне 8-мĕш класри ачасене класс ертӳçи Наталья Николаевна ертсе каять. Петр Артемьевич патне 7-мĕш класра вĕренекенсене Сергей Владимирович ертсе çӳрет. Алексей Матвеевич патне 6-мĕш класра вĕренекен ачасемпе Николай Силагорович çӳреççĕ.
Манăн асатте патне вара эпир класĕпех çӳретпĕр. Эпир килнĕшĕн вăл яланах савăнать. Унăн ачисем çитĕнсе ялтан тухса кайнă. Ялти мăнукĕ те эпĕ кăна. Эпир ăна ахаль чухне те пулăшатпăр. Выльăхне усрамасан та пахчинчи ĕçĕсене йăлт эпир ĕçлесе тăратпăр. Хăйне ăна нумай та кирлĕ мар, вăл пирех парса пĕтерет, анчах та «хам сывă чух манăн пахча чавăнса, акăнса, ешерсе таврана илем кӳрсе лартăр» тесе тăрăшать. Хальхинче те эпĕ шкул ачисемпе пĕрле килсе кĕнĕшĕн калама çук хытă хĕпĕртерĕ. Чăн малтан шыв йăтса патăмăр, урайне çуса кайрăмăр, пӳртри тусансене сăтăртăмăр. Уншăн пире тав турĕ. Чей ĕçме лартнă май хăйĕн калаçăвне пуçларĕ.
Фронта асатте çирĕм çулта кайнă. Ăна Мускав айккине торф кăларма янă. Асатте ĕçлекен ушкăнра вун пилĕк çын çеç пулнă, çавăнпа та ĕçлеме çăмăл пулман. Вăрçă вăхăтĕнче пуйăссене торфпа хутнă.
Пĕррехинче торф турттарнă çĕрте ăна нимĕçсем асăрханă. Асатте çавна туйман та ерипен машинине ертсе пынă. Пуйăс патнелле çывхарсан унта виçĕ ачана асăрханă. Çав вăхăтра нимĕçсем те пуйăс патнелле çывхарнă. Кĕтмен çĕртен пуйăсăн çурри вакунĕсем сывлăшра сирпĕннĕ. Ыттисене вут хыпса илнĕ. Асатте хăраса тăман, часрах ачасем патне чупнă, пĕрне çăлса хăварнă. Асатте пуйăс патне часах çитейменшĕн хăйне хăй питĕ вăйлă айăпланă. Ачана йăтса вăрăм курăк ăшне тарса пытаннă. Çăлса хăварнă ачана асатте хăйĕн патне илсе килнĕ.
– Питĕ юратса пăрахрăм эпĕ çак ачана. Шеллерĕм. Вăхăт иртсе пынă май ачан амăшне тупрăмăр. Ачине хăйпе илсе кайнă чух чĕркуçленсе ларса тав турĕ мана. Калаçăва вĕçленĕ май эпир асатте чĕри мĕнлерех хуйхăрнине, шелленине туйрăмăр. Эпир, итлесе ларакансем, пĕр сăмах чĕнмесĕр ăшра шухăшласа лартăмăр, мĕн тери хаклă иккен çын пурнăçĕ тĕнчере. Пире питĕ килĕшрĕ асатте паттăрлăхĕ. Кайран та тем вăхăт аса илтĕмĕр çак пулăма. Çапла сывпуллашса килсене салантăмăр. Çавăн хыççăн та эпир хамăрăн класс ертӳçипе Марина Владимировнăпа асатте патне час-часах килкелесе çӳрерĕмĕр.
Мана çак паттăрсен калавĕсем питĕ килĕшрĕç. Çавсене итленĕ хыççăн эпĕ хама çĕнĕрен çуралнă пек туйрăм, мĕншĕн тесен çак паттăрсем пулмасан тĕнчере мирлĕ пурăнакан çынсем пулмастчĕç. Вĕсем пирĕн пуласлăхшăн питĕ хытă тăрăшнă, хăйсен пурнăçĕсене те шеллемен. Пирĕн – хальхи çамрăксен – çак вăрçă ветеранĕсене хисеплемелле, юратмалла, пурнăçра пулăшса пурăнмалла. Паянхи куна пăхсан вĕсем питĕ сахаллăн тăрса юлнă.
 
: 913, Хаçат: 32 (814)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: