Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

 
 
Геннадий Садовникова пирĕн республикăра пĕлмен çын сайра пуль. Хăех сăвăсем те, кĕвĕсем те çыракан юрăç республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче иртекен чăвашсен пур мероприятине те хутшăнма тăрăшать вăл. Пĕр уйăх каялла Аксу районĕнчи чăвашсен Уявĕнче савăнтарчĕ ентешĕсене хăйĕн пултарулăхĕпе Геннадий Николаевич. Ун юррисене итленĕ хыççăн чылайччен тăвăллăн алă çупрĕç пухăннисем.
Иртнĕ канмалли кунсенче вара юрăç-композитор хăйĕн тăван ялĕнче Çĕньялта (Çĕнĕ Этемшӳре) творчество каçĕ ирттерчĕ. Тутарстанри ялсенче пурăнакан чăвашсем тăван чĕлхепе, культурăпа, йăла-йĕркепе çыхăннă кашни мероприятишĕн хавас. Пире Чăваш Енри паллă çынсем час-час килсе савăнтараймаççĕ вĕт. Хамăр хушăрах пултаруллă, талантлă çынсем пурри çав тери аван. Аксу районĕнчи Çĕньял çинчен сăмах пуçарсан нумайăшĕ: «Садовниковăн тăван ялĕ-и?»– тесе ыйтниех Геннадий Николаевич çакăнтан тухнă чи паллă çынсенчен пĕри пулнине пĕлтерет.
Клуба халăх йышлă пухăннăччĕ. Чи малтан Г.Садовников В.Туктарпа пĕрле çырнă, хăй кĕвĕленĕ «Тăван ялăм, Çĕнĕ Этемшӳ» юррине юрларĕ. Ун хыççăн Н.Дворов, П.Гаврилов-Меречен, Г.Тяманов-Акташ, В.Туктар, Ф.Савгачев сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсемпе те паллаштарчĕ. Вулакансем Геннадий Садовникова композитор пек кăна мар, кĕске калавсем çыракан автор пек те пĕлеççĕ. Тăван ял-йышне вăл хăйĕн шӳчĕсемпе те савăнтарчĕ.
Хăй те «Сувара» тухма пуçланăранпах çырăнаканскер, Геннадий Николаевич ăçта кайсан та чăвашсене ăна çырăнса илме хистет. Хальхинче те ял-йыша республикăри чăваш хаçатне кашни çырăнтару кампанийĕнчех çырăнса илме сĕнчĕ, «Сувар» ятлă юрă та юрласа пачĕ.
Çĕньялсем Лениногорскра пурăнакан талантлă ентешĕпе мухтанаççĕ, ăна малашне те творчествăра пысăк çитĕнӳсем тума сунаççĕ. Геннадий Николаевич хăйне творчество каçĕ ирттерме пулăшнăшăн Сергей Шашина, Андрей Фомина тата ыттисене те пуç тайса тав тăвать.
 
: 1138, Хаçат: 32 (814)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: