Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Атăлçи çĕрĕсем Раççей историйĕпе культуринче» грант фондне тĕпе хурса Раççей гуманитари наука фончĕпе Чăваш Республикин Правительстви ырланă «Тутарстан Республикинчи Нурлат районĕнчи чăвашсен фольклорĕ» проектпа килĕшӳллĕн 2008 çулта çулла тата кĕркунне Тутарстан Республикин Нурлат районĕнчи чăваш ялĕсенче фольклор экспедицийĕ иртрĕ. Проект ертӳçи тата ăна пурнăçлаканĕ – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçченĕ Елена Владимировна Федотова (Ермилова). Экспедицие ăнăçлă ирттерме вырăнти вĕрентекенсем, таврапĕлӳçĕсем – Ю.Н.Ендирякова, Г.М.Ендиряков, Л.Н.Ермилова, В.В.Ермилов, В.Б.Кульметьева, В.Н.Сандрюхина, Т.Г.Таймуллина – пулăшрĕç.
Экспедици вăхăтĕнче Нурлат районĕнчи Ерепьел, Куракьел, Уксăмлă, Лачака, Якаел, Салтакьел, Якуркел, Чăваш Менчи, Пĕчĕк Хăмăшлă, Пысăк Хăмăшлă, Чиешне, Тарăн Вар, Ĕнекасси, Чурапаттăр, Тĕкĕрмел, Ялавăр ялĕсен тата Нурлат хулин çыннисемпе курса калаçма, ыйтса пĕлме, паянхи кунччен упранса юлнă чăваш халăх сăмахлăхĕн паха тĕслĕхĕсене çырса илме май килчĕ. Экспедици тăватă тапхăрпа иртрĕ. Çакă вăл вырăнти чăвашсен йăли-йĕркипе, паллă кунĕсемпе, халăх сăмахлăхне хăйĕн йăли-йĕрки вăхăтĕнче çырса илес тенипе çыхăннă. Сăмахран, Васнеççи кунĕ (2008 çулта вăл çĕртме уйăхĕн пиллĕкмĕшĕнче пулчĕ) Уксăмлă, Якаел, Лачака, Салтакьел чăвашĕсем Салтакьелĕнчи Карталлă Ырă патне пуçтарăнаççĕ, юсман, пăт юсман, пашалу, куймак, çулçă тата кĕмĕл укçа илсе пыраççĕ, кĕл тăваççĕ. Çимĕк – çĕнĕ милĕк хатĕрлеççĕ, ирех мунча хутса кĕреççĕ, апат-çимĕç пĕçереççĕ, çимĕçсемпе масар çине каяççĕ. Çимĕкре масар çинче ваттисене асăнса ĕçсе-çини, вил тăприсем çине çимĕçсем хуни ваттисене (вилнисене) кăнтăрлахи апат çитерни пулать (çулталăкра пурĕ виççĕ асăнаççĕ). Е тата Кама шывĕ леш енчи чăвашсен культуринчи тепĕр пысăк уйрăмлăх вăл – Уяв туни. Уява Çимĕк каç пуçлаççĕ. Питрав хыçне хăвармаççĕ. Питрав кунне ăсатаççĕ. Уява ăсатмалла. Ăна ăсатмасан çамрăксене, хĕрарăмсене йывăр килет теççĕ. Пĕрре çапла Уява темле сăлтавпа ăсатмасăр хăварнă. Кĕркунне, хĕлле хĕрсем, хĕрарăмсем питĕ чирлеме тытăннă. Вара хĕл варринче чир-чĕр хăптăр тесе Уява тухса ăсатма тивнĕ. Паян та çак праçнике нумай чăваш ялĕнче тăваççĕ. Ялĕ-ялĕпе – ял хавалĕпе. Çамрăксем те хутшăнаççĕ, юррисене те юрлаççĕ. Ăна ăсатсассăн уяв пăтти çимелле. Юлашки çулсенче пĕтĕм районти чăвашсем пĕр-пĕр ялта (Чиешнере тата ытти ялсенче) е район центрĕнче – Нурлат хулинче пуçтарăнса Уяв тăватчĕç. Халĕ, юлашки икĕ çулта, пĕтĕм Раççейри чăвашсем пухăнаççĕ, кашни коллектив хăйĕн пултарулăхне кăтартать кунта. Сăмахран, 2008 çулта Уява 65 делегаци ытла килнĕччĕ Нурлат хулине: Тутарстан районĕсенчен, Пушкăртстанран, Мускавран, Чулхуларан, Петропавловск-Камча тскинчен, Пенза, Самара облаçĕсенчен тата ытти çĕртен те. Унта Эстонирен, Итали çĕршывĕнчен чăваш культурипе интересленекенсем те килнĕччĕ.
Тĕпчев проекчĕ вăхăтĕнче чăваш халăх сăмахлăхĕн тĕрлĕ жанрĕсене çырса илме май килчĕ: улах, кивĕ Çĕнĕ çул,çĕрĕ янă чухнехи юрăсем, Çăварни, Уяв, вăйă, хăна, туй, юпа юррисем; ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, сăнавсемпе ĕненӳсем, тĕлĕк пĕлтерĕшĕсем. 2008 çулта пуçтарнă сăнавсемпе ĕненӳсем, тĕлĕк пĕлтерĕшĕсем пурте «Чăваш халăх пултарулăхĕ. Сăнавсемпе ĕненӳсем. Тĕлĕксем» Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ хатĕрлекен нумай томлă сводăн улттăмĕш кĕнекинче пичетленсе тухрĕç. Халапсем: «Пĕр улпутпа хресчен çинчен», «Кунĕпе пĕр пăрçана çиекен карчăк çинчен», «Карчăкĕпе кинĕ çинчен» тата ыттисем те. Кашни ялăн хăйĕн вырăн халапĕсем сыхланса юлнă, историпе çыхăннисем те çӳреççĕ халăхра: Учӳк лапĕ, Хурăнлăх, Тăрна çырми, Ирчемес, Машай ялĕ, Машай касси пулса кайни, Улăп тăпри, Сăвăр тĕми, Салтак çырми, Тарăн Вар çырми тата ыттисем те. Вĕрӳ-суру чĕлхисем, кĕлĕ сăмахĕсем пĕлекенсем те пур, авалтан килекен текстсене вĕсем ваттисенчен вĕренсе юлнă. Тĕслĕхрен, «Çемье сывлăхĕшĕн, çĕршĕн, шывшăн, выльăхшăн кĕл туни», «Турра хуранлă пăтă пани (кĕл туни)», «Турра чӳк пани», «Турра чун панă чух асăнса калани», «Ĕне Туррине чӳклени» тата ыттисем те. Чĕлхесенчен: «Вут чĕлхи», «Пӳсĕр чĕлхи», «Тĕтĕрни е куçăхни», «Юнпа аптăрасан патăн пани», «Улма анине тĕтĕрни», «Çĕлен пуçĕ», «Тимре тухсан» тата ыттисем те. Тĕнче çинчен калакан мифсемпе легендăсем, халапсем: тĕнчене пултарни, çӳлти пулăмсемпе хăватсем, çĕр çинчи управ, ырăсем, ăрăмçăсем; кил-йыш управĕ, киремет, ахăр усал йышĕ, вупăр, вутăш, тухатмăш, леш тĕнче, масар пуçĕ. Вĕсен варианчĕсем «Чăваш халăх пултарулăхĕ. Мифсем, легендăсем, халапсем» кĕнекене кĕнĕ. Вăл текстсене хăй вăхăтĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологипе культурин факультетĕнче вĕреннĕ студентсем – Нурлат районĕнчи чăваш ялĕсенчен тухнăскерсем – пухнă пулнă.
Экспедици вăхăтĕнче Пенза облаçĕнчи Неверкино районне кĕрекен Илим Кура ялĕнчен Нурлата Уява килнĕ чăвашсен фольклор ушкăнĕнчен те халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене çырса илме телей пулчĕ. Вĕсен репертуарĕнче чи хаклă юрă вăл – урăх çĕре ĕмĕрлĕхех куçса каякан чăвашсен юрри. Ăна Хаяр Иван патша вăхăтĕнче хальхи Пенза çĕрĕ çинчен лайăхрах пурнăç шырама Хура тинĕс урлă Турцие куçса каякан чăвашсем хайланă. Чăвашсем Хура тинĕсре, типĕ çĕр çине сывă çитсе ӳкесчĕ тесе Турăран ыйтса юрланă вăл юрра. Илим Кура ялĕнчи фольклор ушкăнĕнче пурте тенĕ пекех çулланнă çынсем, пит çамрăках мар, тен, çавăнпа та вĕсем çак юрра хайлаканĕсем пекех чун кĕртсе, ĕмĕрлĕхех куçса каякан чăвашсене ăнланса юрлаççĕ. Итлекене çавăн пекех туйăнать.
Фольклор пуçтарнă чухне ытларах ватăсемпе хутшăнма тивет. Нумай чухне вĕсем хăйсен пурнăçĕ çинчен те каласа параççĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Менчинче пурăнакан Ульяна Константиновна Саватникова ача чухне вĕсен çемйине кулак тесе Çĕпĕре ăсатнине; Çĕпĕртен çуран килнине; Якаелĕнчи Сейрепи Симуховна (Семеновна) Савельева вăрçă вăхăтĕнче Финляндирен ăçта çуран, ăçта поездпа икĕ уйăх килнине; Куракьелĕнчи Мария Харитоновна Григорьева вăрçă вăхăтĕнче ытти хĕрарăмсемпе пĕрле Мускав облаçĕнчи Шатура-торфра ĕçленине, вăй çуккипе çилпе сулланса тăрсан та ĕçленипе тыткăнри нимĕçсем те тĕлĕн- нине; Чиешнери Мария Александровна Ермуллина вăрçă вăхăтĕнче ялта нушаланса ĕçленине каласа панисем тата ыттисем те. Иртнине аса илсе пурнăç контекстĕнче каласа параççĕ ĕмĕр ирттернĕ çирĕп чăваш хĕрарăмĕсем. Иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çуралнăскерсем, вĕсем ытларах вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленĕскерсем, нуша хăйсене витнĕскерсем. Вĕсен умĕнче эпĕ пуçа çĕре çити таятăп.
Диаспора чăвашĕсен сăмахлăхне те пуçтарни, упрани питĕ кирлĕ ĕç. Мĕншĕн тесен вĕсенче аваллăх ытларах сыхланса юлнă. Ытти кӳршĕллĕ халăх хушшинче пурăнса вĕсем хăйсенне, чăвашăнне ытларах уйăрса илсе астуса тăраççĕ, кӳршĕ халăхăннипе танлаштараççĕ. Унсăр пуçне, диаспора чăвашĕсен сăмахлăхĕсĕр институт хатĕрлекен нумай томлă свод туллин пулмасть. Çавăнпа та авалтан килекен чăваш халăхĕ сывă чухне май килнĕ таран пур материала пуçтарса, упраса хăварас пулать.
Автор М.Ермуллинăпа.
Автор М.Ермуллинăпа.
 
: 1085, Хаçат: 32 (814)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: