Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Интернет-конкурс
Тĕп тĕллев
«Халап хапха тăрринче…» интернет-конкурса ачасемпе çамрăксене тата чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсене тăван ене, унăн культурипе историне, юмах-халапне тĕпчес, литература пултарулăхне аталантарас, тăван халăхăн, тăван ял-хулан, тăван тавралăхăн чи кăсăк енĕсене илемлĕ литература мелĕсемпе уçса пама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Интернет-конкурса йĕркелекенсем
А. Чăваш Республикин Вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви.
Ă. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чăваш чĕлхин историйĕн уйрăмĕ.
Б. «Чăваш халăх сайчĕ» (http://chuvash.org).
В. Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ (http://inzetchuv.narod.ru).
Материалсен тытăмĕ
А. Жанрĕсем: повесть, калав, очерк, пьеса, поэма, сăвă.
Ă. Тема: тăван ял е хула тăрăхĕнчи пĕр-пĕр топоним (ял, çырма-çатра, ту-хысак, шыв-шур тата ытти те) ячĕпе çыхăннă халап-юмах тăрăх йĕркеленĕ илемлĕ хайлав. Халапне ял çыннисенчен çырса илнине е кĕнеке-журналта пичетленнине (сирĕн тăван тăрăхпа çыхăннă пулсан) илме юрать.
Б. Калăпăшĕ: 1 страницăран кая мар (12-мĕш кегель, йĕркесен хушши – яланхи интервал).
Хутшăнакансем
Конкурса 30 çула çитмен çамрăксемпе шкул ачисем тата вĕрентекенсемпе ăслăлăх ĕçченĕсем хутшăнаççĕ. Хутшăнакансене çак ӳсĕмсене пайланă:
А. 7-10 çулхи ачасем (1-5 кл.);
Ă. 11-14 çулхи ачасем (6-8 кл.);
Б. 14-17 çулхи ачасем (9-11 кл.);
В. 18-30 çулхи çамрăксем;
Г. Шкул вĕрентекенĕсем, ăслăлăх ĕçченĕсем.
Çĕнтерӳçĕсене палăртасси
Интернет-конкурсăн çĕнтерӳçисене комисси членĕсем палăртаççĕ. Ĕçсен пахалăхне палăртма çак критерисемпе усă кураççĕ: паянхи илемлĕ хайлав мелĕсемпе тата меслечĕсемпе тĕрĕс усă курма пĕлни (чĕлхе илемлĕхĕ), халап-юмаха уçса пама пултарни (шухăшĕ), сюжета йĕркелени тата хайлав аталанăвĕн тĕп паллисене пăхăнни, сăнарсене тума тата уçса пама (содержанийĕ) пултарни.
Кашни ӳсĕмри çĕнтерӳçĕсене раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне палăртаççĕ. Кашни ушкăнри прозăпа тата поэзипе малти вырăна тухнă авторсене Хисеп хучĕсемпе тата хаклă парнесемпе чыслаççĕ.
Ăмăрту тапхăрĕ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем
Ĕçсене 2009 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Вĕсене inzetchuv@narod.ru электронлă адреспа ярса памалла. Конкурса халиччен пичетленмен, ытти конкурссене хутшăнман хайлавсене çеç йышăнаççĕ. Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн çитнĕ хайлавсем конкурса хутшăнмаççĕ. Конкурса йышăннă сăвă-калав Чăваш литературин электронлă вулавăшĕнче кун çути курать, автор конкурса хутшăнни вăл хăй хайлавне электронлă вулавăшра пичетлеме ирĕк панине пĕлтерет. Конкурса ярса паракан материалсене хушăмра (приложение) кăтартнă калăппа йĕркелемелле. Хайлавпа пĕрле авторăн тулли ятне (хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ), адресне, телефонпа (карас телефонпа) электронлă почтине ярса памалла. Вĕренекенсем хăш шкулта (çамрăксем – аслă шкулта) вĕреннине тата вĕренӳ учрежденийĕн ертӳçине палăртмалла. Ĕçлекенсен ĕç вырăнне кăтартмалла. Çавăн пекех хайлав çумне халапне хăйне, халап çăлкуçне (кĕнеке-журналтан илнĕ пулсан – кĕнеке ячĕпе хăш страницăра вырнаçнине; ялти çынран çырса илнĕ пулсан – хайлав паспортне кăтартмалла /тĕсл.: 2009 çулта Иван Иванович Иванов 100 çулти Сидор Сидорович Сидоровран çырса илнĕ/). Хайлав даннăйĕсене тĕрĕс кăтартман ĕçсем конкурса хутшăнмаççĕ!
 
: 1049, Хаçат: 32 (814)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: