Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Темиçе çул каялла кăна-ха Хусан тесен çӳç-пуç вирелле тăратчĕ: группировкăсем, преступниксен ушкăнĕсем... Преступлени шайĕ халĕ те пĕчĕк мар-ха, çапах та çитес вăхăтра лару-тăру лайăхланас шанăç пур. ТР ШĔМĕ çывхарса килекен Универсиада тĕлне хăйĕн системине хальхи технологисемпе çĕнетет. Граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, преступноçпа кĕрешес тĕллевпе вăл çак кунсенче «Таттелеком» УАОпа пĕрле «Хăрушлăхсăр Тутарстан» проекта алă пуснă.
Проектпа килĕшӳллĕн, ТР ШĔМĕпе «Таттелеком» УАО республикăра анлă видеосăнав системине йĕркелеççĕ. Хуласенчи пысăк автомагистральсенче , халăх нумай пуçтарăнакан вырăнсенче, шкул, ача сачĕн, пурăнмалли çуртсен картишĕсенче пурĕ 1000 (500-шĕ Хусанта) видеокамера вырнаçтараççĕ. Çапла майпа хула урамĕсенче ăçта пробка, ăçта авари, ăçта преступлени туни тата халăх нумай пуçтарăнакан вырăнсенчи лару-тăру алă тупанĕ çинчи пек курăнĕ. Анчах чи пĕлтерĕшли – хулара мĕн пулса иртнине милици сотрудникĕсем кăна мар, Тутарстанра пурăнакан кашни çын курма пултарать. Малтанласа информацие интернет-портала кăлараççĕ, сентябрь уйăхĕнчен кабельлĕ телевиденийĕн ятарласа хатĕрленĕ каналĕпе курма пулать. Палăртса хăварар, ку трансляцишĕн çынсенчен, кабельлĕ телевиденипе усă курнисĕр пуçне, паллах, пĕр пус та укçа илмеççĕ.
Хальхи вăхăтра ТР ШĔМĕ Хусанăн тĕрлĕ районĕнче вырнаçтарнă камерăсенчен 45-шĕн сигналĕ талăкĕпех «Таттелеком» УАО сетьне килсе тăрать. Видеовещани он-лайн майĕпе «Хăрушлăхсăр Тутарстан» пĕрлехи проектăн www.tatmvdcamera.ru сайтĕнче пырать. Çулталăк вĕçĕнче республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи 1000 камерăн сăнавне те курма пултарăпăр. Паянхи кун «Хăрушлăхсăр хула» программăпа Тутарстанра пурĕ 297 видеокамера вырнаçтарнă, вĕсенчен: Хусанта – 169, Анат Камăра – 23, Елабугăра – 26, Элметре – 11, Çырчаллинче – 9, Заинскра – 9, Ешĕлварта – 15, Чистайра – 12, Пĕкĕлмере – 8, Лениногорскра – 5, Сармановăра – 4, Азнакайра – 6.
Июль уйăхĕн 30-мĕшĕнче ТР ШĔМĕнче «Хăрушлăхсăр Тутар- стан» пĕрлехи проект ыйтăвĕпе иртнĕ пресс-конференцире ТР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Е.Давлетшин анлă видеосăнав системи преступноçа самай чакарма пултарнине каларĕ, ара, хăйсен картишĕнче, шкулсемпе ача сачĕсен картишĕсенче преступлени тунине асăрхасанах çынсем милицие пĕлтерме пултараççĕ-çке. Тата çакăн пек сăнав йĕркеленĕ картише преступник хăй те ура ярса пусма шикленĕ. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине хула çыннине явăçтарасси шăпах проектăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать те. Чăн та, криминаллă лару-тăруллă районсемсĕр пуçне, çакăн пек камерăсене картишсене ларттарма çурт-йĕр харпăрлăхĕсен юлташлăхĕсем, учрежденисен ирĕкĕ пулмалла. Ман шутпа, хăрушсăрлăх çинчен сăмах пырать пулсан никам та ку çĕнĕлĕхе хирĕç пулас çук. Мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшĕсем ачисене картише уçăлма тухсан вĕсем мĕн ĕçленине, ăçта кайнине килте телевизорпа сăнама пултараççĕ тата автомобильсен хуçисем те лăпкăн çывăрĕç. Кун пек картишрен машина вăрласси преступникшăн пĕрре те меллĕ мар. Сăмах май, кун пек анлă видеосăнав Раççейре хальлĕхе пĕр регионта та çук. Тутарстан унпа пуçласа Елабугăн 1000 çулхи юбилейĕнче усă курнă, ун хыççăн Универсиадăна кĕтекен тĕп хулара та видеосăнав йĕркелеме йышăннă.
Кунсăр пуçне ТР ШĔМĕн системине те çĕнĕ технологипе çĕнетеççĕ. Тĕслĕхрен, Хусанта хула варринче кăна видеосăнавăн икĕ системи талăкĕпех ĕçлет: 60 камерăна пĕрлештерекен «Кольцо» СПМ-2444 (Петербургская урамĕнче вырнаçнă. Пĕр вăхăтрах 30 камерăна пăхма пулать) тата 36 камерăна сăнакан «Мираж» (Мускав урамĕ) СПМ-2470. Тепĕр çĕнĕлĕх вăл – милици службин куçса çӳрекен объекчĕсенче, урăхла каласан патруль, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн, дежурнăй чаçăн, медицина урăлтаркăчĕн пурĕ 350 машини çине мониторинг системине (позиционирование), 69 машина çине «Омега» бортовой компьютерсем вырнаçтарнă. Çак система милици ĕçченĕсене инкеклĕ ĕçе çийĕнчех асăрхама, машинăран тухмасăрах ШĔМ даннăйĕсен базине кĕрсе шыраври çынна, телефона тата ытти номерлĕ япаласене тĕрĕслеме май парать. Видеосăнав тата позиционировани системипе ĕçлеме тытăннăранпа кăна 500 ытла преступление уçса панă.
Е.Давлетшин пĕлтернĕ тăрăх, ТР ШĔМĕ çак кунсенче МТС сотовый компанипе тата тепĕр килĕшĕве алă пуснă. Çапла майпа, МТС операторĕ преступлени пулнă факта кашни милицин телефонĕ çине хыпарлать. Çавăн пек вара темиçе çеккунтрах личный составăн 10 000 сотрудникĕ çак преступлени çинчен информаци илет.
Кунсăр пуçне Тутарстанра пурĕ 678 харпăр сыхлав пред-приятийĕн 9000 сотрудник. Вĕсен хăйсен видеосăнав системи. Малашне ТР ШĔМĕ вĕсемпе те пĕрле тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕрленет. Капла Тутарстанăн Универсиадăна тивĕçлĕн кĕтсе илме кăна мар, преступноçа çăвахлас шанăçĕ те ӳсет.
 
: 996, Хаçат: 32 (814)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: