Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн 2009 çулта çурт-йĕр тăвас программи пĕтĕмĕшпех пурнăçланмасан та пултарать. Çакăн пирки июлĕн 31-мĕшĕнче Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ канашлура ТР Премьер-министрĕ Р.Н.Минниханов каларĕ. Ун сăмахĕсемпе, кăçал пурăнмалли çурт-йĕр тăвассин çулталăкри планне тултарас тесен тата 800 пин тăваткал метр çурт-йĕр тумалла, çав шутран 600 пинĕшне – Патшалăх çурт-йĕр фончĕн.
Ĕç-пуç еплерех пулни пирки ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕ Марат Хуснуллин тухса калаçрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ те 206 пин тăваткал метр (2969 хваттер) кăна çурт-йĕр хута янă, çакă çулталăкри планăн 26 проценчĕ çеç. ТР Госстройнадзор инспекцийĕн кăтартăвĕсемпе килĕшӳллĕн асăннă фонд кăçал хута яма палăртнă 17 нумай хутлă çурта (пĕтĕмĕшле лаптăк 124 пин тăваткал метр) тума та пуçламан. Вĕсенчен 16 çурчĕ Хусанта.
Министр каланă тăрăх, муниципалитетсем хăйсен компетенцине кĕрекен ыйтусене – çурт тума ирĕк илесси, çĕр ыйтăвĕсене татасси, инженери сечĕсене вырнаçтарасси – татса панă. Строительство ĕçĕсене малалла аталантарма чăрмантаракан тĕп сăлтавсем – укçа-тенкĕ çителĕксĕр уйăрни тата стройматериалсем кӳмелли заявкăсене пурнăçламанни. «Патшалăх çурт-йĕр фончĕн укçа-тенкĕпе пурлăх тивĕçтерĕвĕн схеми çав тери кăткăс пулни, куллен улшăнса тăни заказчиксене те, подрядчиксене те ура хурать. Çавăнпа çирĕп регламент йышăнмалла – çулталăк хушшинче нимĕн те ан улшăнтăр», – терĕ министр.
Объектсене стройматериалсемпе тивĕçтерессине фонд хăй çине илнĕ. Хусанта, Алексеевски тата Чистай районĕсенче çак ĕçе вăхăтлă тумаççĕ. М.Хуснуллин ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн ĕçне хытă критиклерĕ. Социаллă ипотека программипе çуртсем тăвассине финанслас системăна никам та тĕрĕслемест, укçа-тенкĕ кирлĕ çĕрех каять-ши? Çавăнпа та Марат Хуснуллин ТР Премьер-министрĕнче н Рустам Миннихановран Казначейство департаментне тĕрĕслев ирттерме хушма ыйтрĕ.
Патшалăх çурт-йĕр фончĕн ĕç тăвакан директорĕ Талгат Абдуллин социаллă ипотека программине пурнăçласси йывăр лару-тăрура пулнине çирĕплетрĕ. «Анчах та палăртнине – 800 пин тăваткал метр çурт-йĕре – хута яратпăрах. Пĕлсе ĕçлесен ĕлкĕрме пулатех», – терĕ вăл.
Канашлăва Рустам Минниханов пĕтĕмлетрĕ. Ун сăмахĕсемпе кăçал хута ямалли çуртсен программине Президент алă пусса çирĕплетнĕ. «Объектсене пурне те хута яраймастпăр пулсан пирĕн халь Президентран программăна çĕнĕрен пăхса тухма ыйтмалла вĕт. Сиксе тухнă ыйтусене еплерех татса парасси пирки Патшалăх çурт-йĕр фончĕ те, Строительство, архитектура тата ÇКХ министерстви те тĕплĕн шухăшлăр. Пĕр эрнерен шухăшăрсене пĕлтерĕр», – терĕ Рустам Нургалиевич.
Апла-тăк, тахçантанпа кĕтнĕ хваттерсене кăçал та кĕтсе илеймĕç-ши социаллă ипотека программипе çурт-йĕр туянма черетре тăракансем? Çулталăк пуçламăшĕнче чăннипех шанчăк çуралнăччĕ: кризиса пăхмасăр республикăра 800 пин тăваткал метр, вĕсенчен 312 пинĕ Хусанта, çурт-йĕр хута ямалла, 11 пин ытла çемье хваттерлĕ пулмалла. Президент М.Ш.Шаймиев та нумай пулмасть РФ Президентне Д.А.Медведева программа ăнăçлă пурнăçланса пырать тесе каларĕ. Президент каланă-тăк, халăх шанать, çывăх вăхăтра хăтлă хваттер уççисене алла тытма ĕмĕтленет. Палăртнă программа пурнăçланаймасан çакăншăн кам явап тытать? Кĕркунне çитсе çумăра кайиччен аван çанталăкпа усă курса строительство ĕçĕсене хăвăртлатсан тем пекехчĕ. Мĕн чухлĕ халăх куçран пăхнине шута илесчĕ чиновниксен. Çурт, хваттер – чи кирлисенчен пĕри-çке пурнăçра.
 
: 1090, Хаçат: 32 (814)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: