Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

 
Кăçалхи çулла типĕ пулнипе республикăри 400 гектар çинчи тыр-пул пĕтĕмпех çунса кайнă. Тутарстанăн кăнтăр хĕвел тухăç районĕсенчи тыр-пул уй-хирĕсем шар курни республикăшăн уйрăмах япăх. Мĕншĕн тесен яланах тухăçăн ытларах пайĕ çак районсенчен пухăннă. Типĕ çанталăка пула кăçал 2,5 миллион тонна тĕш тырă сахалрах пухса кĕртни 2 миллиард тенкĕлĕх çухату кӳрет. Хăйсен уй-хирĕсене страхланисем çухатусемшĕн компенсацисем илеççĕ-ха, анчах та республикăра 300 гектара яхăн çĕр страхланмасăр юлнă. Вĕсен шăпине мĕнлерех татса парасси хальлĕхе паллă мар.
Республикăри ял хуçалăх лару-тăрăвĕ йывăрлăха кĕрсе ӳкни инвесторсене те пистернĕ. Енчен те маларах вĕсем ĕçлĕ сĕнӳсемпе министр кабинетĕнчен тухма пĕлмен пулсан, халĕ чăрмантармаççĕ.
Тухăç пухса кĕртесси кăçал иртерех пуçланчĕ. Вăл мĕнлерех пынипе ТР Премьер-министрĕн çумĕ, ял хуçалăхпа апат-çимĕç министрĕ Марат Ахметов Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра паллаштарчĕ.
Августăн 4-мĕшĕ тĕлне 1 миллион та 172 тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан вăтамран 24,7 центнер тырă тухать. Тухăçăн чи лайăх кăтартăвĕсем Актаныш, Кукмор, Теччĕ, Пăва, Пĕтреç, Спас, Арск районĕсенче. Ютаза, Чистай, Çӳлту, Çарăмсан районĕсенче тухăç пит савăнтармаллиех мар, пĕр гектартан кунта 11-13 центнер кăна пуçтараççĕ.
Тыр-пул тухăçĕ кăçал Тутарстанра кăна мар, Атăлçи тăрăхĕнчи облаçсенче те пит савăнтармасть. Шăрăх çанталăк никама та шеллесе тăман. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку çулла çумăр виçĕ хут сахалрах çунă. Вырма ыйтăвĕ паянхи кун пурне те хумхантарать. Июлĕн 4-мĕшĕнче Оренбургра РФ Премьер-министрĕ Федерацин Атăлçи округĕнчи вырма лару-тăрăвĕпе çыхăннă канашлу ирттерчĕ. Владимир Путин йышăнăвĕпе типĕ çанталăкра пулнă çухатусене субсидисем парса хуплама йышăннă. «Типĕ çанталăкра хур курнисене инкекре хăвармăпăр, çав вăхăтрах ĕçлемесĕр патшалăх шучĕпе кăна пурăнма та памăпăр», – терĕ Премьер. Тутарстана çак тĕллевпе 6 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.
– Пирĕн тĕп тĕллев – халĕ тухăçа çухатусемсĕр пуçтарса кĕртесси. Вырмана иртерех тухни çухатусене сахаллатма пулăшать. Мĕншĕн тесен август уйăхĕнче сентябрьтипе танлаштарсан çумăрсем самай сахалрах пулаççĕ. Ытти çулсенче шăлт çумăра пула çухатусем тӳсеттĕмĕр, анчах та тухăç лайăх пулнипе вăл ытлашши сисĕнместчĕ. Кăçал вара пур тырра пĕр пĕрчĕ çухатмасăр пуçтармалла. Çĕр ĕçне лайăх йĕркеленĕ хуçалăхсенче çăкăр çухалмĕ. Сентябрьччен вырмана вĕçлекен районсене хавхалантарма шутлатпăр, анчах мĕнле майпа – ун çинчен шутламан-ха. Пĕтĕмĕшле илсен, республикăра тухăçпа çыхăннă паника çук. Кашни районтах вырма хĕрӳ пырать, – терĕ Марат Ахметов.
Министр каланă тăрăх, лару-тăрăва кĕрхи тырă çăлса хăварать. Унăн тухăçĕ ăнса пулнă.
Типĕ вăхăтĕнче тыр-пул хирĕсем пĕтнине пĕлсенех халăх çăкăр хакĕ каллех ӳсме пултарать тесе хумханма пуçларĕ. Ял хуçалăхпа апат-çимĕç министрĕ кăна хирĕçлесе çăкăр хакĕ ӳсмест тесе пĕлтерчĕ.
– Республикăн запасĕсем пысăк. Рынокра та, улшăнусене пăхмасăрах, тырă хакĕ ӳсмен, апла пулсан çăкăр хакĕ те çавах юлать, – терĕ вăл.
Ял хуçалăхĕшĕн кăçалхи çул ытти отрасльсемпе танлаштарсан икĕ хут йывăртарах. Пĕр енчен кризис хĕсет, тепĕр енчен çут çанталăк шăрăх çанталăкпа ăшалать. Анчах çак йывăр вăхăтра та Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви малалла аталанма вăй тупать. Кăçал туянма палăртнă 250 комбайнран 170-шне ял хуçалăхĕсене çитернĕ. Пурĕ республикăра 4269 комбайн. Юлашки пилĕк çулта хир карапĕсен шучĕ самаях чакнăччĕ, ку 18-20 çула яхăн ĕçлесе кивелнĕ техникăна пăрахăçланипе çыхăннă. Тырă турттарасси пĕр саманта та тытăнса ан тăтăр тесе ТР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе агрохолдингсемпе ял хуçалăх предприятийĕсене пурĕ 1300 тиев автомашинине янă, вĕсенчен çурри уйрăм çынсен харпăрлăхĕ, паллах, вĕсен хакĕсем транспорт предприятийĕсеннинч ен самай йӳнерех. Çитес вăхăтра нефтьпе промышленность предприятийĕсен тиев автомашинисем те транспорт çитмен 14 района ăсанаççĕ. Вырма вăхăтĕнчи тепĕр пысăк проблема топливăпа çыхăннă. РФ Премьер-министрĕн йышăнăвĕпе çак тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕсене йӳн хакпа çунтармалли-сĕрмелл ипе тивĕçтермелле. Тутарстан Республикине июльпе сентябрь уйăхĕсенче 70 пин тонна дизель топливине илсе килмеллине татса панă, ял хуçалăх тавар производителĕсем ăна пĕр тоннишĕн 13 пин тенкĕ тӳлесе илеççĕ. Топливăн рынокри вăтам хакĕ вара 14,5 пин тенкĕпе танлашать.
ТР ял хуçалăхпа апат-çимĕç министрĕ Марат Ахметов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал сахăр кăшманĕн тухăçĕ те япăх. Сахăр биржа таварĕ пулнă май, сахăр завочĕсен çухатăвĕсем пысăк. Пысăк тухăç илесси пирки ĕмĕтленмелли çук. Анчах пурпĕрех, министр шантарнă тăрăх, сахăр хакĕ ӳсмест. Мĕншĕн тесен рынок тростник сахăрĕпе лăк тулнă. Сахăр завочĕсене шел, кризисран тухма йывăр пулать вĕсене. Тăкаксене кăшт та пулин хуплас шутпа вĕсен хаксене ӳстерес те килĕ, анчах капла тавар конкурентлăхĕ чакать. Халăх ялан йӳннине шырать-çке.
Пĕтĕмлетсе калас пулсан, кăçал ял хуçалăхĕсем типĕ вăхăт чăтса ирттернĕ пулсан та хăйсен продукцийĕн хакне ӳстермеççĕ. Халăх çăкăра та, сахăра та хальхи хакпах туянĕ. Республикăн ĕлĕкхи запасĕсем те пур-ха. Министр калашле, Тутарстан ампарĕсем пуян.
 
: 1067, Хаçат: 32 (814)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: