Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июлĕн 27-28-мĕшĕсенче Пăва районĕнче шăваракан системăсене эксплуатацилес енĕпе ĕçлекен организацисен Раççей шайĕнчи семинар-канашлăвĕ тата конкурсĕ иртрĕ.
Хăнасемпе тĕлпулу Пăвари мелиораци управленийĕнче пуçланчĕ. Муниципаллă район пуçлăхĕ Рафаэль Абузяров мелиораторсене район пурнăçĕпе, шăварас енĕпе ĕçсем пуçаракан организацисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, çак пысăк калаçăва ытахальтен кунта ирттерменни пирки пусăм туса каларĕ – «Гидросервис» тулли мар яваплăхлă обществăн тата Пăвари мелиораци управленийĕн коллективĕсен кăтартмалăх ĕçĕсем пур. Çакăн çинчен управлени ертӳçи Рафаэль Замалетдинов территори тăрăх, цехсене курса çӳренĕ чухне тĕплĕн каласа пачĕ.
Администраци хăйĕн ĕçне мелиораторсен ĕç условийĕсене лайăхлатассинчен пуçланă. Уйрăм салтăнмалли-тумланм алли пӳлĕмсем йĕркеленĕ, ĕçченсене ятарлă ĕç тумĕпе тивĕçтернĕ. Картишĕнче куçсене ачашласа тĕрлĕ чечексем ӳсеççĕ. Администраци çуртне юсанă. Гаражсемпе цехсене те юсаса çĕнетнĕ хыççăн пăхма кăмăллă. Пушă тăракан çуртсемпе усă курмалли майсем тупнă – заказ тăрăх тимĕртен тĕрлĕ калăпăшлă алăксем, решеткесем тăвакан цех уçнă. «Çĕнĕлĕх малтанлăха хăратрĕ. Анчах, куç хăрать те, алă тăвать теççĕ вĕт. Теветкеллĕх хăйне-хăй тӳрре кăларчĕ», – терĕ Рафаэль Саетгараевич. Икĕ çын кăна вăй хуракан керамзитран блоксем туса кăларакан цех уйăха 10 пин штук продукци туса кăларать. Юсав ĕçĕсенче пĕрлешӳре туса кăларнă строительство материалĕсемпе усă курни чылай укçа-тенкĕ перекетлеме май пачĕ. Çак цехсенче туса кăларнă продукци республикăри пĕр йышши предприятисемшĕн те кирлĕ пулни питĕ паха. 2008 çулта предприяти «аяккинчи» предприниматель ĕçне илсе пынă май 32 миллион та 310 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Кунта япăх ĕçлеме пĕлмеççĕ. Çавăнпа та управлени республикăра пĕр йышши коллективсем хушшинче ĕç кăтартăвĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăн йышăнать. Р.Замалетдинов кашни пуçарăва район пуçлăхĕ хӳтĕлени тата пулăшу кăтартни çинчен каларĕ.
Хăнасем «Гидросервис» тулли мар яваплăхлă обществăн Мещеряково ялĕнче вырнаçнă машинăпа трактор паркне, Кивĕ Суксу ялне çитсе курчĕç.
Унтан мелиораторсен конкурсĕ иртекен вырăна – «Тинчали» тулли мар яваплăхлă обществăна çул тытрĕç.
Малтан мелиораторсем 3 минут хушшинче ĕç хăрушсăрлăхĕпе, хăйсем ĕçлекен механизмсен юсавлăхĕпе, техникăлла пулăшу кăтартассипе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç. Унтан бульдозеристсен, насус станцийĕсен машинисчĕсен тата экскаваторщиксен ăсталăхĕсене сăнарĕç. Конкурсра республикăри мелиораци ĕçне илсе пыракан организацисенчен килнĕ 16 бульдозерист, 10 экскаваторщик, насус станцийĕсен 4 машинисчĕ хутшăнчĕ. Судьясем мелиораторсен ĕçĕсене тĕрĕс хак пама тăрăшрĕç.
Тинех республикăра мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртусенче çĕнтернисене палăртмалли вăхăт çитрĕ. А.Залаковпа Р.Абузяров призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ мелиораторсене тĕрлĕ шайри дипломсемпе тата микрохумлă кăмака, пылесос евĕр хаклă йышши парнесемпе чысларĕç. Бульдозеристсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Алексеевски районĕнчен Александр Романов тивĕçлĕ пулчĕ. Сабаран Ильдус Каримов, Пăвари «Гидросервис» тулли мар яваплăхлă обществăран Юрий Евдокимов иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсенче. Экскаваторщиксен хушшинче ăсталăх тата правурлăх енĕпе Тукай районĕн представителĕпе Фаяз Кабировпа танлашакансем пулмарĕç. Пăвари мелиораци управленийĕнчен Андрей Шлыков – иккĕмĕш, Элкел районĕнчен Фархат Гиззатов виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Насус оборудованийĕсене юсас енĕпе чи ăста ята çак отрасльте 30 çул ĕçленĕ Владимир Агапов (Тукай районĕ) çĕнсе илчĕ. Лайăш районĕнчен Виктор Беленин – иккĕмĕш, Рыбная Слободаран Фанис Тухватов виççĕмĕш вырăнсенче. Тепĕр кун ăмăртусен эстафетине Атăлçи округĕн представителĕсем – Саратов, Оренбург, Киров, Ульяновск облаçĕсен, Тутарстан, Пушкăртстан, Мордови республикисен мелиораци системинче вăрах ĕçленĕ чи ăста механизаторĕсем йышăнчĕç.
Бульдозеристсен хушшинче Тутарстан представителĕ Александр Матросов пĕрремĕш вырăна кунта та алăран вĕçертмерĕ. Пушкăртстан Республикинчен тата Саратов облаçĕнчен килнĕ Рашат Мулеков тата Евгений Дроздь – иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсенче.
Экскаваторщиксен хушшинче Ульяновск облаçĕн представителĕ Евгений Михайлин çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçлĕ пулса пъедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕ. Тутарстан представителĕ Фаяз Сабиров – иккĕмĕш, Геннадий Спиридонов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Насус хатĕрĕсен машинисчĕсен хушшинче Пушкăртстанран килнĕ Александр Шалыгин çĕнтерчĕ. Оренбург облаçĕн представителĕ Анатолий Ганин иккĕмĕш, Тутарстан представителĕ Владимир Агапов виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Конкурссене хутшăнакансем «Татмелиоводхоз» федераллă патшалăх управленине, «Татмелиорация» УАО траст компанине, Пăва район Канашне, тĕлпулăва йĕркелекенсене чĕререн тав турĕç.
 
: 1029, Хаçат: 32 (814)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: