Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанра гепатитăн А,В,С вирусĕсемпе пуçласа чирленисем – 284, чир вăраха кайнисем – 1925, организмра вирус пуррисем пурĕ 11421 çын. Кăçал ултă уйăхра кăна пуçласа чирленĕ – 149, вăраха кайнă 1284 тĕслĕхе шута илнĕ. Çак цифрăсене пăхсан, ман шутпа, гепатитран прививка тăвасси пирки никамăн та иккĕленӳ пулмалла мар. Мĕншĕн тесен унран урăхла майпа сыхланма çук.
«Татмедиа» агентствăра республикăри эпидеми лару-тăрăвĕ, ВИЧ инфекципе, гепатитăн В тата С вирусĕсемпе чирленисене тупасси тата вĕсене сиплесси темăпа иртнĕ пресс-конференцире 2000 çултанпа гепатитпа чирлесси республикăра 24 хут чакнă терĕç пулин те, çав-çавах чир сарăлас хăрушлăх çук мар. Уйрăмах ВИЧ инфекципе, гепатитăн В тата С вирусĕсемпе Хусан, Çырчалли, Пĕкĕлме, Елабуга, Лениногорск, Элмет, Нурлат, Лайăш, Камско-Устьински тăрăхĕсенче ытларах чирленине палăртнă, унти кăтарту республикăн вăтам кăтартăвĕнчен те пысăкрах. Çӳлерех асăннă вируссем – куçакан чирсем, вĕсем нумай чухне ар çыхăнăвĕ тата шприц урлă ереççĕ.
Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийĕн ертӳçин çумĕ В.Трифонов каланă тăрăх, вакцина профилактики пуçланнăранпа (2006 çул) республикăра пурăнакансен чылай пайне çак вируссенчен сыхлама пултарнă. 2008 çултан пуçласа 2009 çулăн çур çулĕччен, тĕслĕхрен, 669137 çынна гепатитран прививка тунă, план тăрăх, кăçал пурĕ 195720 çынна прививка тумалла. Хальхи вăхăтра Тутарстана гепатитăн В вирусĕнчен 59 пин доза вакцина кӳнĕ.
Шел те, гепатитăн вирусĕсенчен пурте сывалаймаççĕ. Нумайăшĕн организмĕ эмелсене чăтса ирттереймест. Çавăнпа вăраха кайнă гепатит вирусĕсенчен сиплев курсне республикăра 1336 çын иртнĕ, хальхи вăхăтра тата 259 çын сипленет. Сăмах май, сиплев курсĕ йӳнĕ мар, С вируса сиплеме çулталăкне 240-650 пин , В вируса – 120-380 пин тенкĕ кирлĕ.
Гепатитăн В тата С вирусĕсем пирки сăмах хускатрăмăр пулсан ВИЧ инфекци çинчен асăнмасăр май çук. Мĕншĕн тесен вĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлми чирсем. Сарăлнин майне шута илсен ВИЧ инфекцийĕ ытларах çамрăксен чирĕ тесен те йăнăш мар-тăр, чăн та, унпа мĕнпур ӳсĕм çулĕнчи çын чирлеме пултарать-ха. Çапах та статистика 15-39 çултисем ытларах чирленине кăтартать. 1987 çултанпа ВИЧ инфекципе чирленисем республикăра 11240 çын. 2008 çулта кăна çĕнĕ 996 тĕслĕхе шута илнĕ. 1990 çултанпа Тутарстанра ВИЧ инфекципе чирлĕ аннесенчен пурĕ 975 ача çуралнă (вĕсенчен 609-шне сывă тесе учетран кăларнă). Хальхи вăхăтра çакăн пек диагнозлă тепĕр 81 хĕрарăм ача кĕтет.
Республикăри шкулсемпе вĕрентӳ заведенийĕсенче профилактика мероприятийĕсем сахал мар ирттереççĕ, кашнин тĕллевĕ пĕр – çитĕнекен ăрăва çак проблема çине тимлĕх уйăрма, вĕсене чирĕн сиенне ăнланса яваплăрах пулма вĕрентесси. Нумаях пулмасан та, профилактикăн усси палăрать: 2005 çултанпа 14-15-19 çултисен хушшинче ВИЧ инфекципе чирлекенсен шучĕ чакнă. Анчах, сывлăхшăн, пурнăçшăн хамăр яваплăха туймасан пире никам та пулăшаймасть. Ваттисем калашле, сыхланакана кăна Турă упрать-çке.
 
: 1335, Хаçат: 31 (813), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: