Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăва районĕнчи «Дружба» тулли мар яваплăхлă обществăн çĕр ĕçченĕсем вырмана малтан тухакан хуçалăхсенчен пĕрисем пулчĕç. Çак хуçалăха кĕрекен «Мир», Т.Фаттахов ячĕллĕ уйрăмсенче хир карапĕсем темиçе кунранпах хуçаланаççĕ пулсан, «Рассвет» уйрăмĕн анлă хирĕсенче утă уйăхĕн 27-мĕшĕ вырман пĕрремĕш кунĕ пулчĕ. Мăкăр ялĕн кăнтăр енче вырнаçнă Чуххи ятлă хир пуссинче «Полесье» комбайнпа Н.Павлов комбайнер кĕрхи тулă шĕкĕлчерĕ. Çĕр ĕçченĕсен йăхне малалла тăсакан Николайпа пĕрле кабинăра А.Ратников агроном мĕн сăнаса çӳренипе кăсăклантăм.
Çак таврара Чуххи хирĕ мĕн авалтанах нумай тухăç паракан хир пек шутланса тăрать. Çут çанталăк йĕркесĕрлĕхĕ те ăна кансĕрлеймест. Кăçал çак хире виçĕ тĕрлĕ сортлă кĕрхи тулă акнă: «Галина», «Бирюза» тата «Московская-56». Вăтăр çул агроном пулса тăрăшакан Анатолий Иванович сортсен чиккисене палăртма тухнă иккен. Кунта сортсене пăтраштарма юрамасть, мĕншĕн тесен «Рассвет» ял хуçалăх предприятийĕнче вăрлăх валли тĕш тырă акса ӳстереççĕ. Çавăнпа та кунти хирсен тасалăхне сыхламалла. Ылтăн тĕслĕ вĕçсĕр хирсенче пĕр симĕс çум пĕрчи те кураймăн. Çакă – çĕр ĕçне юратса, пĕлсе ĕçленин палли.
– Çĕр ĕçĕ йывăр теççĕ, эсир мĕнле шутлатăр? – ыйтрăм эпĕ «Рассвет» уйрăмĕн ертӳçинчен В.М.Липатовран.
– Хăнăхнă çынна çĕр ĕçĕ йывăр мар. Çĕрĕпе те кунĕпе ĕçлерĕ халăх. Кăнтăрла çил пулнипе ирхине 4-ран тытăнса çĕрле 11-чен тырăсене çум курăкĕнчен, хурт-кăпшанкăсенчен, чир-чĕртен им-çам сапрăмăр. Ĕç тухăçĕ çынран килет, ун ĕçĕнчен. Çĕр вĕсене парăнать. Кăçалхи типĕ çул та (кунта çăва тухнăранпа витерсе пĕрре те çумăр çуман) çак хиртен пĕр гектартан 42 центнер тырă тухать, – терĕ Виктор Михайлович.
Çулпа çул пĕр килмест. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен сахалрах иккен.
– Пĕлтĕр «Галина» сорт пĕр гектар лаптăкĕнчен вăтамран –59,9, «Бирюза» – 57 центнер тухрĕ. «Московская -56» сорт пахалăхне калаймастпăр-ха. Ку сорт пирĕн çĕр çинче пĕрремĕш хут ĕлкĕрчĕ, – калаçăва хутшăнать агроном. – Кашни агромероприятине технологипе килĕшӳллĕн пуçарнă мăкăрсем. Ĕç лаптăкĕ те пĕчĕк мар. 3400 гектар çинче вырнаçнă суха çĕрĕ çинче 778 гектар кĕрхи тулă, 1029 гектар – çурхи тулă, 266 гектар – пăрçа, 166 гектар – урпа, 33 гектар – сĕлĕ, ытти лаптăкра выльăх апачĕ валли акнă культурăсем вырнаçнă. Хуçалăхра тырă акассисĕр пуçне ăратлă сыснасем самăртаççĕ, кашни ĕнерен кунне 20 литр сĕт сăваççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе те пысăк тимлĕх уйăрнă. 2600 тонна сенаж хывнă. Пĕлтĕрхинчен юлнă икĕ пуçламан траншея та пысăк тĕртĕм кӳрет. 250 тонна утă типĕтсе хатĕрленĕ. Утă пухассипе силос хывас ĕç вĕçленмен-ха, тата 400 гектар çинчи нумай çул ӳсекен курăксене иккĕмĕш хут çулмалла. Апат турттарас, çулас ĕçре В.Павловпа МТЗ-80 çинче ĕçлекен Н.Албутова мухтаççĕ ертӳçĕсем.
«Дружба» тулли мар яваплăхлă обществăна кĕрекен ял хуçалăх предприятийĕсем çĕре сухалас, акас ĕçсене уйрăммăн пурнăçлаççĕ пулсан, апат хатĕрлес, тыр-пул пухас ĕçе вара пурте пĕрле хутшăнаççĕ. Ку ĕçе техникăна лайăх хатĕрлесе, ĕç чăрмавсăр, çухатусемсĕр ирттĕр тесе айккинчен те явăçтараççĕ.
Ĕç кал-кал пырасси унăн пуçламăшĕнчен килет. Çынсен хастарлăхне, хуçасен тăрăшулăхне пăхсан вырма ăнăçлă иртессе шанас килет. Çапла пултăр.
 
: 1149, Хаçат: 31 (813)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: