Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусан аслă шкулĕсен авторитечĕ пирки калама кирлех мар-тăр, вăл Раççейре ĕлĕкренпех пысăк. Анчах иртнипе мăнаçланса пуласлăх çинчен манмалла тенине пĕлтермест çакă. Тĕслĕхрен, республикăри аслă шкулсенче паракан хальхи пĕлӳ шайне хурламалла мар пулин те, çавах Тутарстанăн экономика аталанăвне тивĕçтереймест-мĕн. Сăлтавĕ – вĕрентӳ системи кивелни. Пултаруллă кадрсем çук-тăк, регион экономикин аталанăвĕ те çук. Акă мĕншĕн ТР Правительстви интеллект çине тĕп тимлĕх уйăрса республикăна Раççейри кăна мар, тĕнчери чи пултаруллă çамрăксене явăçтарма тĕллев лартнă.
Хусан мэрийĕн пуçарăвĕпе «Хусанăн аслă пĕлӳ аталанăвĕ» проект 2007 çултанпа ĕçлеме тытăннă. Проекта пурнăçлама вара Пĕтĕм тĕнче банкне шаннă. Сăмах май, ку банк Хусанăн тахçанхи партнерĕ. 1000 çулхи юбилее вăл ирттерме пулăшнă-çке. Хусан мэрĕ И.Метшин каланă тăрăх, юбилей хыççăн хула чи малтан мĕн çине тимлĕх уйăрмаллине, урăхла каласан, Хусана вĕрентӳ центрне çавăрма шăпах Пĕтĕм тĕнче банкĕ сĕннĕ те. 2013 çулта Тутарстанăн тĕп хули кăна мар, студентсен хули шутланакан Хусанта Универсиада иртмелли факт хăех пирĕн аслă шкулсем тепĕр картлашка çӳллĕрех пулмаллине çирĕплетет. Çавна кура Хусан мэрийĕ пуçарăвĕпе 2007 çулта «Хусанăн аслă пĕлӳ аталанăвĕ» проект хута кайнă.
Банкăн эксперчĕсем 2008 çулăн май уйăхĕнче çӳлерех асăннă проектăн диагностикăпа тĕпчевĕн пĕрремĕш тапхăрĕпе паллаштарнă. Эксперт ушкăнĕ ун чух «Хусан аслă шкулĕсем Раççейре мала мĕнле тухмалла тата вузсен регион аталанăвĕнчи пĕлтерĕшне мĕнле ӳстермелле?» ыйтусен тупсăмне тупас шутпа Хусанти 17 аслă шкулăн ертӳçисемпе, профессорĕсемпе преподавательсен коллективĕсемпе тата студентсемпе тĕл пулса калаçнă хыççăн тивĕçлĕ пĕтĕмлетӳсем тунă.
Банкăн эксперт ушкăнĕ Хусанти аслă пĕлӳ системин аталанăвĕн тĕп проблемисене палăртсан тĕп хулан университечĕсем кашни хăйĕн аталанăвĕн стратегине хатĕрлеме тытăннă.
Паллах, çĕнĕлĕхе малтан пурте хапăл туса йышăнман, çапах та пăр вырăнтан хускалнах. Июлĕн 21-мĕшĕнче Хусан ратушинче тĕп хулари сакăр вуз Пĕтĕм тĕнчери банка хăйсен аталану стратегийĕпе паллаштарчĕç. Презентацие банкăн Раççейри представителĕ Клаус Роланд, ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов, Хусан мэрĕ И.Метшин, хулари аслă шкулсен ректорĕсем тата ыттисем хутшăнса «ТР аслă пĕлӳ аталанăвĕн актуаллă проблемисем тата вĕсене татса памалли çул-йĕрсем» темăпа семинар-канашлу ирттерчĕç.
Аслă пĕлĕвĕн системине аталантарса аслă шкулсене конкурентлă тăвасси лайăх шухăш, анчах аслă пĕлĕвĕн тĕп никĕсĕ, урăхла каласан, пуçламăш тата вăтам пĕлӳ, пахалăхсăр пулсан çирĕп аслă пĕлӳ çинчен шутламалли çук. Акă мĕншĕн ТР Президенчĕ «Хусан аслă пĕлӳ аталанăвĕ» проекта ырланă кăна мар, пĕлĕве приоритетлă программа тесе йышăннă. ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов семинар-канашлура К.Роналда хальхи вăхăтра республика пĕтĕмĕшле вĕрентӳ системине 2015 çулччен аталантармалли «Килэчэк» («Пуласлăх») программин стратегине хатĕрленине, çак тĕлĕшпе ТР Президенчĕ çумĕнче программăна хатĕрлекен тата пурнăçа кĕртекен комисси (унта ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ К.Яковлев та кĕнĕ), ĕç ушкăнĕсем йĕркеленине, хăш енĕпе ĕçлемелли çул-йĕре палăртнине каларĕ. Ун шучĕпе, Тутарстанăн вĕрентĕве аталантармалли стратегийĕпе Пĕтĕм тĕнче банкĕн çак сферăна аталантармалли сĕнĕвне пĕрле пурнăçа кĕртмелле. Пирĕн аслă шкулсем тĕнчери вĕрентӳ системине хастар хутшăнсан тин вĕсем конкурентлă пулма, тĕнче шайне çĕкленме пултараççĕ.
Ильсур Метшин каланă тăрăх, Хусана конкурентлă вĕрентӳ центрне çаврăнма халĕ тăвакан Универсиада ялĕ те пулăшĕ. Пытармăпăр, студентсен общежитийĕсен хальхи шайĕ мухтанмалăхах мар. 2010 çулта Пĕтĕм тĕнчери студентсен спорт ăмăртăвĕ иртсен Универсиада ялне кампус (студентсем валли пурăнмалли вырăн) пек усă курĕç. Ун чух Хусанăн Раççейри, ют çĕршывсенчи чи пултаруллă çамрăксене тата ытларах илĕртме шанăçĕ пур.
 
: 1158, Хаçат: 30 (812)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: