Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Начар çулпа инçе каяймăн», – теççĕ халăхра. Çавăнпах «Татавтодор» УАОн Апас филиалне кĕрекен Пăва уйрăмĕнче ĕçлекенсем район территорийĕнчи çул-йĕрсемсĕр пуçне «Хусан-Ульяновск» автотрассăна Чĕмпĕр облаçĕн чикки таран юсав ĕçĕсем ирттерсе сăнаса тăраççĕ. Хĕл кунĕсенче вĕсен ĕçĕ çула юртан хырса, пăрлаксене ятарлă ирĕлтерекен тăварлă шыв сапассинче пулсан, çăва кĕрсен вăл икĕ хут нумайланать: çула, ун айккисене тирпейленисĕр пуçне унти шăтăк-путăксене асфальт сарса тикĕслеççĕ.
Утă уйăхĕн шăрăх кунĕсенче манăн вĕсен ĕçне сăнама тӳрĕ килчĕ. Хĕвел айĕнчи 40 градус шăрăхра вут тĕслĕ ĕç тумтирĕ тăхăннă арçынсем 60 градуслă вĕри асфальт сараççĕ. З.Ф.Замалеев мастер каласа панă тăрăх, бригада ĕç нормине ирттерсе тултарса пырать. Сăмахран, Пăва – Рункă ял хутлăхĕнчи çула вĕсем пĕр эрнере юсаса пĕтернĕ. Халĕ Вольнистан – Киять – Яшевка автоçулăн çур пайĕнче юсав ĕçĕсене вĕçленĕ ĕнтĕ. Кĕске вăхăтра Пӳркелпе Шемек ялĕсем хушшинчи Тилçе çырми урлă хывнă кĕпер çинчи тата «Вамин-Буа» агрофирмăн «Гигант» уйрăмĕнчи выльăх-чĕрлĕх комплексĕнчи çул-йĕрсене тирпее кĕртесшĕн. Ĕç-хĕл çут çанталăк условийĕсенчен (çумăрлă кун вĕсем асфальт сараймаççĕ), çул-йĕр çинчи юрăхсăрлăхсенчен килет пулсан та пĕр ĕç кунĕнче 28-30 тонна асфальтпа шăтăксене саплама тăрăшаççĕ. Кирлĕ пулсан канмалли кунсенче те ĕçлеме тухаççĕ. В.Мусин, А.Андреев, Р.Калимуллин, С.Яруллин, Ильнарпа Марат Хусаиновсен ĕçне вĕри цехра ĕçлекенсен ĕçĕпе танлаштарма пулать. Вĕри масса ӳт çине кăшт лексенех пĕçерсе суранлатма пултарать вĕт.
«Çул-йĕр тухтăрĕсем» тесе калас килчĕ манăн çак çынсем тăрмашнине пăхса. Вĕсен ĕçĕ çыпăçуллă та тĕрĕс пулмалла. Çул çине малтан Н.Кабанов грейдерист хырса тикĕслет. Ун хыççăн ятарлă çаврăнса тăракан щетка çаклатнă «КамАЗ» автомашинăпа В.Дубов хăй ĕçне пурнăçлать. Валерий асфальт сармалли шăтăксене шăлса тасатнă чух тусан тӳпене çити çĕкленет тейĕн. Вара тин Апас районĕнчи Каратун станцийĕнчи асфальт заводĕнчен илсе килнĕ пысăк пахалăхлă хура сăмалапа шака хутăштарнă вĕри массăна çирĕп арçынсен аллисем вырнаçтарма тытăнаççĕ.
Кирек ăçта кайсассăн та чăн малтан çул çийĕ, ун айккисем куç тĕлне пулаççĕ. Вĕсен пахалăхĕ – чап. «Çул çийĕ тикĕс те тирпейлĕ, ку тăрăхра пурăнакансемшĕн çул çӳрев яланах кăмăллă пултăр», – теççĕ «Татавтодор» УАОн Апас филиалне кĕрекен Пăва уйрăмĕнче тăрăшакансем.
 
: 1199, Хаçат: 30 (812)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: