Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çулла выльăха хĕл каçарма утă-улăм хатĕрленисĕр пуçне хамăр валли сиплĕ курăксем пуçтарма та ĕлкĕрмелле. Анчах вĕсене пĕлсе, тĕрĕс пуçтармалла, типĕтме.
Курăксене, чечексене çеçкене ларсанах пуçтарса ĕлкĕрме тăрăшмалла.
Тымарсене, сухансене (çĕр айĕнчи пайĕсене) курăкăн çĕр çинчи пайĕ типсе ларсан хатĕрлемелле (çĕр улмине те аврисем типсен кăларатпăр та).
Вăррисене çимĕçне пиçсе çитсен пуçтармалла.
Йывăç хуппине çуркунне, йывăç сĕткенĕ вулăсем патне куçнă вăхăтра сӳсе хатĕрлеççĕ.
Асра тытăр, çут çанталăк биологи ритмĕсене питĕ сисет. Çавăнпа курăксене Уйăх Така е Йĕкĕрешсен паллисенче чухне пухсан аван. Тымарсене вара çĕнĕ Уйăхăн пĕрремĕш эрнинче е Уйăх тулсан пĕр эрне пухмалла. Курăк çулçисемпе чечекĕсене – Уйăхăн иккĕмĕш, тăваттăмĕш фазисенче.
Йывăç-курăка ырă, савăк кăмăлпа пуçтармалла, çут çанталăка сипленме курăк панăшăн тав тумалла. Японецсем пĕлмесĕр каламаççĕ ĕнтĕ: «Чечеке татса иличчен калаç малтан».
Çакна та манмалла мар: хулара, машинăсем тăтăш çӳрекен пысăк çул хĕрринче курăк пухма юрамасть. Вĕлле хурчĕсене сăнăр: вĕсем мĕнле чечек çинчен нектар пухаççĕ, сирĕн те ăна пухма вăхăт çитнĕ.
Хăш-пĕр сиплĕ йывăç-курăка пухнă чух шута илмеллисем тата та тупăнаççĕ:
– çирĕк йĕкелне ноябрь варринче тин, юрсăр-çумăрсăр, çилсĕр кун пухмалла;
– салтак тӳмине шурă çеçкисем çĕрпе горизонтальлĕ чухне пуçтараççĕ;
– пустырнике чечеке ларсан, хытса чикекен пуличчен, çӳлти пайне хуçса илеççĕ;
– августăн 12-мĕшĕнче хупах пуçтармалла, анчах ытла пысăк çулçисене мар – вăтам пысăкăш çулçисем сиплĕрех;
– девясил тымарĕсене лартнă хыççăн иккĕмĕш çулĕнче чакаласа кăлармалла;
– утмăлтурата уйăх тулнă вăхăтра пухаççĕ, хĕрринчи чечекĕсене кăна илеççĕ.
Чечек-курăк пухакансен çакна та асра тытмалла: курăксенчен нумайăшне уяр кун, сывлăм типсе çитсен, хĕвел хĕртме пуçличчен пухмалла. Курăк пуçтаратăр пулсан тымарĕпе тăпăлтарса ан кăларăр.
Пухса килнĕ курăка çӳп-çапран тасатаççĕ те типме хураççĕ (хĕвел тӳррĕн ӳкмен çĕре е мачча тăррине, е сарайне хут çине çӳхен сараççĕ). Пĕр пек типме талăкра пĕрре пăтратаççĕ. Типсе çитнĕ курăксен алăпа йăваласан çăмăллăнах тĕпренмелле, тымарсен – хуçăлмалла. Типĕтнĕ курăксене пĕр-пĕринчен уйрăм хутаçсенче тытмалла: е пусмаран çĕленинче, е хут хутаçра.
Чи кирли: мĕнле те пулин чечек-курăка пухма кайнă чух ăна лайăх пĕлмелле, тепĕр майлă каласан, «сăнран палламалла».
Июль уйăхĕнче шăнăр курăкĕ, чăрăш тăрри курăкĕ, хĕрен, вĕлтĕрен, фиалка пухма юрать. Хăмла çырли, хурлăхан, çĕр çырли çулçисенче çак вăхăтра сиплĕ веществосем нумай.
 
: 1194, Хаçат: 29 (811), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: