Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЮРАТАКАНСЕН УЯВĔ РАÇÇЕЙРЕ
Тинех Раççейри юратакансен те хăйсен уявĕ – Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ – çуралчĕ. Кăçал июлĕн 8-мĕшĕнче ăна Раççейре иккĕмĕш хут паллă турĕç. Çак куна пĕр ахаль суйласа илмен, паллах. Православи календарĕ тăрăх, июлĕн 8-мĕшĕ юратăвĕпе шанчăклăхĕ легендăна çаврăннă Петрпа Феврония çветтуйсен уявĕ.
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне уявлама тытăнни икĕ çул кăна пулин те унăн историйĕ çав тери тарăн – 780 (!) çул. Çĕнĕ уяв хальлĕхе патшалăх уявĕ те, канмалли кун та мар. Анчах вăл хăйĕн анлăшĕпе, пĕлтерĕшĕпе кирек мĕнле «хĕрлĕ» кунран та ирттерет. Икĕ çул каялла Раççейри конфессисен канашĕнче çĕршыва кун пек уяв кирлĕ-и текен ыйту тăрсан, ăна Раççейри мĕнпур тĕн представителĕсем хаваспах йышăннă. Мĕншĕн тесен çемье, юрату тата шанчăклăх конфесси çине пайланмасть.
Сăмах май, хитре уява чĕртес шухăша Муром çыннисем темиçе çул каяллах пĕлтернĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем çирĕплетнĕ. Халĕ уява Раççей Президенчĕн мăшăрĕ Светлана Медведева йĕркелесе ертсе пырать.
Çĕнĕрен чĕрĕлнĕ уява паллă тума тытăничченех унăн символĕпе (салтак тӳми чечекĕ) «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль хатĕрлени вăл халăхра пĕлтерĕшлĕ праçник пуласса çирĕплетет.
АЛЛЕЯ, ХРАМ ТАТА САКĂ...
Уяв çулран çул анлă сарăлса пырать, пĕлтĕр вăл хăш-пĕр çĕрте кăна иртнĕ пулсан, кăçал ăна нумай хула паллă тунă çеç мар, ырă ĕçсемпе историе кĕртсе хăварнă. Тĕслĕхрен, Санкт-Петербургра Юратупа шанчăклăх аллейине уçнă, Калининградри Çĕнтерӳ тӳремĕнче Петрпа Февронийăна халалласа пулас храмăн чулне хурса хăварнă, Благовещенскра палăк лартнă. Самарта ЗАГСăн çĕнĕ çуртне уçнă. Чи интереслĕ çĕнĕлĕхпе вара Ачинск хули палăрнă, унти Тăнăçлăхпа Ырăлăх аллейинче мирлешӳ саккине вырнаçтарнă. Унăн хĕррисем варринчен çӳллĕрех пулнипе сак çине ларакансем хăйсем сисмесĕрех пĕр-пĕрин çумне шуса анаççĕ.
Сочи хулипе Чăваш Ен çак кун пуринчен ытла ачасем çине тимлĕх уйăрнă. Ара, ачасем юрату çимĕçĕ-çке. Сочире çав кун «Анне, эсĕ ăçта?» акци пуçланнă. Унăн тĕллевĕ – ачасене усрава илме пулăшасси. Шупашкарта Республикăри ача-пăча клиника больницин иккĕмĕш пайне уçнă.
АРĂШКИ – МАРĂШКИ АРĂМĔПЕ УПĂШКИ
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне Тутарстан та паллă тумасăр иртмерĕ. Кашни район ăна халалласа тĕрлĕ мероприяти хатĕрлерĕ. Çырчаллисем çак куна паллă тума тата интереслĕрех мел шутласа тупнă. Вĕсем юратакан хĕрпе каччăсене июлĕн 8-мĕшĕнче ĕлĕкхи йăлапа çураçнă. Çав кун мероприятие хутшăнса пĕрлешме кăмăл тунă ултă мăшăра чăн-чăн праçникпе савăнтарнă: йăла-йĕркен историне каласа панă, лайăххипе начаррине малашне пĕрле пайлама пехиллесе пĕр савăтран «юрату эликсирĕ» ĕçтернĕ, аллисене телейлĕ çемье символĕпе – рушникпа – çыхнă хыççăн кашни мăшăра асăнмалăх парнепе салтак тӳми чечекĕн çыххине парнеленĕ. Юлашкинчен вĕсене арăмĕпе упăшки тесе пĕлтернĕ.
 
: 1376, Хаçат: 29 (811), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: