Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ял хуçалăхĕнче кризиса хирĕç мерăсене пурнăçлас ыйтупа июлĕн 13-мĕшне палăртнă республика семинар-канашлăвĕ Лайăшра çӳллĕ шайра иртрĕ. Унăн ĕçне ТР Президенчĕ М.Шаймиев, ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин, республикăн Премьер-министрĕ Р.Минниханов тата ыттисем хутшăнчĕç.
Республика ертӳçисемпе агропромышленность ĕçченĕсен çав кун сӳтсе явмалли нумай пулчĕ. Çапах та хальхи тĕп тĕллевсенчен пĕри тухăçа çухатусăр пуçтарса илесси, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесси тесе палăртрĕ ТР Президенчĕ. Сăмах та çук, кăçалхи тухăç пĕлтĕрхине çитеймĕ, çапах мĕн ӳснине хăвăртрах пухма тăрăшмалла. Çавăнпа хуçалăхсен ертӳçисене республика уй-хирне тухакан 4200 комбайн çумне икшер комбайнер çирĕплетме сĕнчĕç.
ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов пĕлтернĕ тăрăх, кризиса пăхмасăр Тутарстанăн ял хуçалăхĕ кăтартусене ӳстерме пултарнă. Юлашки 6 уйăхăн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхас пулсан, республикăра выльăх-чĕрлĕх шучĕ те, аш-какай туса илесси те пĕлтĕрхинчен самай ӳснĕ.
Агрофирмăсенче лару-тăру аптрамасть пулсан, уйрăм хуçалăхсенче пач урăх курăну. Сĕт хакĕ тăрук чакнипе Раççейре çынсем ĕнисене сутма тытăнчĕç. Чăн та, Тутарстанра уйрăм хуçалăхсене сĕтшĕн республика бюджетĕнчен дотаци парса пулăшни ку процеса кăшт чарчĕ. Çавах та... Тури Услон, Елабуга, Ешĕлвар, Менделеевски районĕсенче халĕ те 100 киле тивекен ĕне шучĕ 20-рен те иртмест. Çавăнпа лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе ТР Президенчĕ выльăхсен шутне ӳстерекенсене хавхалантарма ятарласа грант çирĕплетсе вĕсене темиçе номинаципе парасси пирки каларĕ.
 
: 961, Хаçат: 29 (811)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: