Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теччĕ районĕнчи Чакăлтăмра пурăнакан Анастасия Ивановна Андреевăна, ялти пек каласан Наçтук аппана, никам та 90-ра тесе калаймасть. Хăй ĕçченлĕхĕпе вăл паян та пĕр-пĕр çамрăкран ирттерет. Ĕмĕрĕнче чĕптĕм канма пĕлменскер, халĕ те ахаль лармасть. Кил хушшинчи вак-тĕвек ĕçе пурнăçласанах, çывăхри вăрмана кайса наччасрах пĕр çĕклем хăрăк турат çĕклесе килет те ăна хăех татса, купаласа та хурать.
– Ку карчăка мĕн çитмест-ши? – ялан мăкăртатса юлать Чакăлтăм халăхĕ ун хыçĕнчен.
Паллах, çитмен пурнăçран мар, ахаль тăрасран тата чĕри ыратнипе куллен тенĕ пекех вăрманалла утать Наçтук аппа. Унта-кунта хăрăк турат йăваланса вăрмана илемсĕрлетни чĕрине ыраттарать иккен ăна.
– Эх, вăрçă вăхăтĕнче пулсанччĕ вĕсем. Пĕр çĕклем туратшăн миçе çухрăм утаттăмăр-ши? – аса илет Анастасия Ивановна. – Вутта çӳрекен юлташăм Улька вилсе кайрĕ, атту пулсан-и – юман турачĕ пуçтарма вăрман хыçнех çитеттĕмĕр те-ха, – хушса хурать хăй çавăнтах. Мĕнле вутăпа хутсан кăмака хĕрӳ пулассине аван чухлать çав чăваш хĕрарăмĕ. Ун шучĕпе, кăмакара шартлатса çунман пуленкке вутă мар. Наçтук аппа пирки те çавнах каламалла. Иртнĕ ĕмĕршĕн унăн пичĕ хĕрелмест, пурнăçа вăл шăпах хайхи шартлатса çунакан пуленкке пек ирттернĕ. Кирек мĕнле ĕçе те çын тĕлĕнсе тăмалла пурнăçлама тăрăшнă.
Хăй ĕмĕрĕнче хурапа шурра сахал мар курнă пулин те вăл ӳпкелешме, пуçа усма хăнăхман. Тĕрĕссипе, ăна анне ăшшине туйса ӳсме те шăпа пӳрмен. Ашшĕ пĕрремĕш тĕнче вăрçинче вилнĕ, амăшĕ тепре качча кайсан, хĕр пĕрчине асламăшĕпе аслашшĕ парса яман. Пĕчĕк Наçтука ют çемье йышăнмасран хăранă.
– Аттерен ултă уйăхра, аннерен çулталăк çурăра, асаннерен çиччĕре юлтăм. Иккĕмĕш асанне Униççепе асатте ӳстерчĕç. Те хам лайăх пулнă, те асанне аванни çакланнă – хама тăлăх туймарăм, – терĕ кĕскен хăйĕн ачалăхĕ çинчен.
Пурнăçĕн чылай пайĕ унăн Чакăлтăмра иртнĕ, çавах та тĕнче тăрăх та сахал çӳремен. Хăй ирĕкĕпе мар, паллах, колхозран янипе. Урал тăрăхĕнче электростанци тунă çĕре те хутшăннă, Магнитогорск, Ульяновск, Пенза хулисенче те пилĕк авнă. Вăрçăран вара телейлĕ ăнсăртлăха пула çеç хăтăлса юлнă. Апла пулин те салтак нушине тутанса пăхнах. «Тутар Питенкинче пире, хĕрсене, салтак йĕркине хăнăхтарчĕç. Куллен йывăç пăшал çакса каяттăмăр, кунне 5-6 çухрăм хырăмпа шутаратчĕç. Вăрçа илсе кайма тесе больницăна тĕрĕсленме ячĕç. Куçпа аптăранипе кăна вăрçăран хăтăлса юлтăм. Окоп нушине те курма тӳр килчĕ. Вырăс Киштекĕнче виçĕ уйăх чаврăмăр. Тăхăнмалли çукчĕ. Асатте çăпата тĕпне шăвăçпа сапласа паратчĕ...»,– аса илет иртнине Наçтук аппа.
Арçынсене фронта ăсатсан колхозри йывăрлăхсем шăпах Наçтук аппа пек çамрăксем çине тиеннĕ те. Колхозра сурăх та, лаша та пăхнă çамрăк хĕр.
Чакăлтăм каччипе Уртемейпе пĕрлешсен çеç ялта ĕмĕрлĕхех тĕпленнĕ вăл. Пĕр хĕр çуратса ӳстернĕ. Мăшăрĕ çĕре кĕнĕренпе Наçтук аппа ялта пĕчченех пурăнать. Пĕччен пулин те картиш тулли выльăх тытма вăй çитернĕ. Вăхăтĕнче ĕне те, пушмак пăру та хĕл каçарнă вăл. Сăмах май, ĕнине пĕр-икĕ çул каялла кăна сутнă-ха. Халĕ те выльăхсăр пурăнаймасть, чăх-чĕп усрать. Хĕрĕпе мăнукĕсем Çĕнĕ Ульяновск хулинче кăна пурăннипе тăван киле кашни эрнерех килсе çӳреççĕ. Наçтук аппа халĕ кукамай кăна мар, мăн кукамай та пулнă ĕнтĕ. Мăнукĕсен икĕ ачи час-часах килсе чунне йăпатаççĕ.
Наçтук аппашăн Питрав асра юлмалли кун, мĕншĕн тесен шăп çак уявра çут тĕнчене килнĕ вăл, кăçал вара уйрăмах пĕлтерĕшлĕ – 90 çул тултарать. Юбилейпе саламлама тăванĕсем, çывăх çыннисем пуçтарăнаççĕ. Пултаруллă та патвар чăваш хĕрарăмне эпир те менелник ячĕпе саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тата пĕрре мар юбилей ирттерме сунатпăр.
А.Андреева.
А.Андреева.
 
: 1189, Хаçат: 28 (810)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: