Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ вырсарникун Аксу районĕнчи емелькинсем юрăпа вăранса юрăпа çывăрма выртрĕç темелле. Июлĕн 5-мĕшĕнче кунта Аксу районĕнчи чăвашсен Уявĕ иртрĕ. Емелькино ял хутлăхне кĕрекен ялсенче – Çĕньялта, Çĕмĕртлĕре, Унтакшăра тата Хырăшнере – пурăнакансем çак праçнике пĕлтĕртенпех, Уява ăçта ирттерессине палăртнăранпах чăтăмсăррăн кĕтни тӳрех курăнчĕ: вырăнти халăх – алăри ачасенчен пуçласа туяпа çӳрекен ватти таранах йышлă пуçтарăннă. Аксу тăрăхĕнчи ялсенчен кăна мар, кӳршĕллĕ районсенчен те нумаййăн килнĕ. Çакнашкал пысăк мероприяти кунта час-часах иртмест-çке. Емелькино çĕрĕ çинче районти чăвашсен Уявĕ 13 çул каялла, 1996 çулта, пулнăччĕ. Кăçал ырă йăла Этемшӳ тăрăхне тепĕр хутчен çаврăнса çитрĕ.
– Апрель уйăхĕнчех хатĕрленме пуçларăмăр Уява. Ял-йышсем, уйрăмах Емелькино шкулĕнче, ял хутлăхĕнчи клубсенче ĕçлекенсем ырми-канми тăрăшрĕç. Пысăк мероприятие йĕркелесе ирттересси çăмăл ĕç мар: е пĕр япала кирлĕ, е тепри. Çавăнпа та виçĕ уйăх йĕркеллĕ çывăрса та курман темелле. Пĕтĕм яваплăх хăнасене кĕтсе илекен ялсем çинче вĕт-ха. Район пуçлăхĕ Камиль Камалович Гилманов та Уява лайăх ирттерес тесе çĕр çывăрмарĕ-тĕр, еплерех хатĕрленнине тĕрĕслеме хăй темиçе хутчен килсе кайрĕ. Илемлĕ пултарулăх коллективĕсене Уява хатĕрлес енĕпе районти культура уйрăмĕн заведующийĕ Н.В.Крайнова нумай ĕçлерĕ, – каласа парать Емелькино ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Виталий Яковлевич Марков.
Йăхташăмăрсемпе пĕрле савăнма хисеплĕ хăнасем те йышлăн пуçтарăннă: Аксу муниципаллă район пуçлăхĕ К.К.Гилманов, унăн çумĕ С.В.Александров, район Ĕçтăвкомĕн ертӳçи Н.Н.Становов, ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ К.Г.Яковлев, «КамАЗ» УАОн генеральнăй директорĕн çумĕ А.К.Самаренкин, «Вамин-Аксу» тулли мар яваплăхлă обществăн директорĕ И.И.Зайдуллин, Аксури ЧНКЦ председателĕ М.В.Пикмуллин, «Агрохимсервис» тулли мар яваплăхлă обществăн директорĕ А.А.Савинов, районти шкулсен директорĕсем, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем те.
«Çăкăрпа юнашар юрă пултăр!» – тесе çырнă Уяв хапхи тăррине. Чăн та, чăваш çынни ĕлĕк-авалтан савăнсан та, хурлансан та юрă юрланă. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ питĕ анлă. Уяв юррисем вара уйрăмах хитре. Илемлĕ пултарулăх коллективĕсемпе пĕрле çĕр-çĕр çын уяв картине тăрса юрларĕ çак кун. Чаплă хăнасем те шупăр тăхăнсах халăхпа пĕрле утрĕç.
– Аксу районĕнчи халăх йышĕнчен 47 проценчĕ чăваш. Пирĕн районта ĕлĕкрен тĕрлĕ халăх çыннисем туслă пурăннă. Пысăк должноçсенче ĕçлекенсем хушшинче те чăвашсем сахал мар. Çакă мĕн çинчен калать? Эпир туслă пурăнни çинчен, ĕçе те, уявсене те пĕрле ирттерни çинчен. Çакăн пек пысăк мероприятисем ирттерни ялсене тепĕр енчен савăнăçпа пĕрлех усă та кӳрет: кăçал ак Уяв тĕлне Емелькино шкулĕнче юсав ĕçĕсем тума укçа уйăртăмăр. Ырă йăла-йĕркене халăх манманни пире те чĕререн савăнтарать, малашне çакнашкал мероприятисем ирттерме май пур таран пулăшсах тăрăпăр, – терĕ Аксу районĕн пуçлăхĕ К.К.Гилманов.
ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ К.Г.Яковлев паянхи кун çакăн пек пысăк уявсем ирттерейни чăваш халăхĕ çӳллĕрен çӳле çĕкленсе пынине пĕлтерни çинчен каларĕ. Мăн асатте-асаннесен йăли-йĕркине манманшăн, ачасене тăван чĕлхене вĕрентме тăрăшнăшăн тав турĕ халăха. А.К.Самаренкин, хăй те çак районти Кивĕ Мăкшелĕнче çуралса ӳснĕскер, тăван районти Уява вăхăчĕ хĕсĕккине пăхмасăрах килнĕ. «Аксу районне тинех хамăр район çынни ертсе пыма пуçларĕ. Вырăнти халăхăн пурнăçне, ăна мĕн хумхантарнине ăнлантарма кирлĕ мар Камиль Камаловича. Вăл паян та кунта ячĕшĕн кăна мар, чун-чĕререн савăнма килнĕ. Тавах ăна!» – терĕ Анатолий Константинович.
Аксу районĕнчи ЧНКЦ çĕнĕ председателĕ Михаил Васильевич Пикмуллин Уява черетпе кашни чăваш ялĕнчех ирттермелли пирки каларĕ. «Пуçламăшĕнчисемпе танлаштарсан паянхи Уяв çав тери чаплă, вăйлă иртет. Çулран çул çамрăксем йышлăрах та йышлăрах хутшăнма пуçларĕç, çакă – чи пахи», – терĕ вăл. Емелькинсене иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче хăйсен «Восток-3» колхозне ертсе пынă Н.И.Скворцовпа тĕл пулма та кăмăллă пулчĕ. Николай Ильич халĕ Кивĕ Ӳселĕнчи вăтам шкул директорĕн лавне туртать.
Хисеплĕ хăнасем сăмах каланă хыççăн Уява ертсе пыракан Андрейпе Алина Михайловсем сцена çине пĕрин хыççăн теприне илемлĕ пултарулăх коллективĕсене, уйрăм юрăçсене чĕнчĕç. Шупашкартан килнĕ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра юрă» ушкăн та, Алексей Шадриков юрăç та куракансене хăйсен илемлĕ юррисене парнелерĕç. Çамрăкраххисем чăтса тăраймарĕç, Шупашкар артисчĕсен юррисене илтсен ташлама тухрĕç.
Ирех пуçланнă Уяв каçхине тин вĕçленчĕ. ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ К.Г.Яковлев Аксу чăвашĕсен кăçалхи Уявĕ ытти çулхисенчен те вăйлăрах иртнине палăртрĕ. Çитес çул çак пысăк мероприяти Чăваш Енрусьелĕнче районти чăвашсене пуçтарĕ.
 
: 1249, Хаçат: 28 (810)

Комментарисем:

Migulaj (2009-07-11 21:16:27):
Питĕ вăйлă. Чăваш чĕлхине тĕнчере упраса хăварас тесе Чăваш республикин тулашĕнче çеç тăрăшаççĕ.

Хăна (2009-07-13 15:34:04):
Вера, маттур!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: