Ĕçлекене тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма пĕлниех нурлатсене республикăра тăтăшах малти вырăнсене йышăнма хистет те. Вĕсен ял хуçалăхĕнчи çитĕнĕвне, тĕслĕхрен, юлашки темиçе çул ĕнтĕ республикăра çитекенни çук. Çур акине пĕтĕмлетекен Акатуя уявне районта кăна мар, вырăнти ял хутлăхĕсенче те ирттересси кунта йăлара. Нумаях пулмасть çакăн пек уява Якаел ял хутлăхĕ анлăн паллă турĕ.
Июнĕн 13-мĕшĕнче Лачака ялĕ халăха пуçтарса чи пултаруллă ĕçченсене, паллах, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене çеç мар, сумлăн чысларĕ. Ял хутлăхне кĕрекен ялсенче пурăнакан ватти те, вĕтти те тимлĕхсĕр юлмарĕ çав кун. Паллах, Акатуйра сумлă хăнасем те нумайăнччĕ: Нурлат район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Терентьев, «Агро-Развитие» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ Д.Ишкинеев тата ыттисем те.
«Агро-Развитие» хуçалăхăн представителĕ И.Петров çур акине пĕтĕмлетсе чи пултаруллисене асăнмалăх парнесемпе чысларĕ пулсан, Якаел ял хутлăхĕн пуçлăхĕн Х.Хамидуллинăн та хăйĕн «хуçалăхĕн» ĕçченĕсемпе мăнаçланмалăх пурччĕ. Вăл ял хутлăхĕн пурнăçне хастар хутшăнакан нумай-нумай ентеше Тав çырăвĕпе наградăларĕ.
Çемье – обществăн пĕчĕк ячейки, ял хутлăхĕн – тыткăчи, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартса нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем вара – ялăн сумĕ. Акă мĕншĕн уявра 2009 çулăн юбиляр-мăшăрĕсене уйрăмах тимлĕх уйăрчĕç, кăçал пĕрле пурăнма тытăннăранпа 20 çул çитнĕ ятпа Юсуповсене, Михайловсемпе Алякимовсене, 25 – Шайдуллинсене, Юсуповсемпе Сергеевсене, Хамидуллинсемпе Мурзахановсене, 35 – Ухваньковсене, 40 – Мифтаховсене, Матвеевсене, Шкаликовсене тата 50 çулпа Яковлевсене сцена çине чĕнсех чысларĕç. Çаплах кăçал 45, 50, 55, 60, 65, 70, 75, 80, 85 çул тултаракан пурĕ 40 юбиляр пирки те манмарĕç, вĕсене пурне те ăшшăн саламларĕç.
Ял хутлăхĕн пуласлăхĕ, мăнаçлăхĕ шутланакан çамрăк ăру, 2009-2010 вĕренӳ çулĕнче пĕлӳ тĕнчине пĕрремĕш утăм тăвакан ачасен тата кăçал шкултан вĕренсе тухнă выпускниксен ячĕпе те ырă сăмах сахал мар янăрарĕ.
Мĕнле Акатуй ăмăртусăр, юрă-ташăсăр пултăр-ха?! Чи интересли – спорт вăййисĕр пуçне, ташăçăсем, такмакçăсем пĕр-пĕринпе ăмăртнине те курма пулатчĕ. Якаел ял хутлăхĕн халăхĕ юрра-ташша мĕнле маçтăррине тепĕр хут кăтартрĕ вăл, çапах та уявра хăнасемпе пĕрле савăнни килĕшӳллĕ, çакна шута илсе-ши вĕсем ятарласа Мордовирен «УМАРИНА» юрăпа ташă ансамбльне чĕннĕччĕ.