Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (26.10.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПУРНĂÇ ÇĂЛКУÇ ПЕК ТАПАТЬ
Тутарстанри ял хутлăхĕсем пурте Нурлат районĕнчи Якуркел ял хутлăхĕ пек пурăнайсан паян пуçа ыраттармалли пĕр ыйту та пулман пулĕччĕ. Тупăш налогне планран çуррине яхăн ирттерсе пурнăçланипе, хăйĕн çурчĕпе тата машинипе кашни ял хутлăхĕ мухтанаять-и? Паллах, çук. Якуркел ял хутлăхне çакăн пек çитлĕхпе пурăнма чи малтан унăн вырăнĕ май парать.
Мĕншĕн тесен вăл Нурлат хулинчен пурĕ те 10 километрта кăна вырнаçнă. Унăн территорийĕнче кирпĕч завочĕ, НГДУн тата «Кара алтын» предприятисен нефть уçлакан икĕ станцийĕ ĕçлет. Налог тупăшĕ тĕпрен илсен вĕсенчен кĕрет те (тупăш налогĕн çулталăк планне 141 пин тенкĕ ирттерсе пурнăçланă). Район центрĕ çывăхра пулнипе ял хутлăхĕнче ĕçсĕр ларакан пĕр çын та çук-мĕн. Вăйпиттисем вара сахалтан та 1022 çын. Вĕсенчен, паллах, нумайăшĕ Нурлатри тĕрлĕ предприятире, строительствăра ĕçлеççĕ. Вырăнти «АгроРазвитие» тулли мар яваплăхлă обществăра тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах ялта миниферма, лавкка тытакан предпринимательсем те пур.
– «Кто ищет работу» акцие хутшăнса эпир хамăрăн ял хутлăхĕнче кăçал ултă çынна ĕçпе тивĕçтертĕмĕр,– каласа парать ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Валентина Яковлева. – Шел, ку енĕпе те мĕнпур ял хутлăхĕ паян мăнаçланма пултараймасть.
– Якуркел ялĕнче пĕр пушă çурт мар, вырăн та çук. Çĕнĕ çуртсене хире лартма тытăнчĕç,– каласа парать район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ю.Терентьев.
– Юлашки çулсенче яла Нурлатран, ютран килсе çурт лартма тытăнчĕç. Хăшĕ дача вырăнне усă курать, хăшĕ пурăнмах килет. Вĕсенчен ытларахăшĕ хамăр ял çыннисен ачисем, мăнукĕсем. Вĕсем Нурлатра ĕçлеççĕ, кунта пурăнаççĕ. Çулĕ инçе мар вĕт. Çапах та ютсем те пур. Нумаях пулмасть Камские Полянинчен, Краснодартан, Самар облаçĕнчен çемйисемпех куçса килчĕç, – калаçăва малалла тăсать ял хутлăхĕн пуçлăхĕ.
Ял уявĕнче В.Ендиряков купăс калать.
Ютран куçса килнĕрен Якуркел ял хутлăхĕнче халĕ чăвашсемпе тутарсем, вырăссемсĕр пуçне удмуртсем, эрменсем, казахсем, осетинсем пурăнаççĕ.
– Туслă пурăнатпăр, пирĕн пата куçса килекенсем пурте ĕçчен. Тĕслĕхрен, Самар облаçĕнчен Анатолипе Ангелина Семеновсем хăйсемпе пĕрле виçĕ ĕне илсе килнĕччĕ, халĕ те выльăх шутне чакармасть çемье, – пĕлтерет В.Яковлева.
Выльăх тенĕрен, ытти ял хутлăхĕсенчи пек кунта та мăйракаллă шултра выльăх шучĕ сисĕнмеллех чакать. Унччен Якуркелте пурăнакансен кăна 100 пуç ĕне пулнă пулсан, халĕ 40 çеç. Паллах, халăх наяна кайнине пĕлтермест ку, тупăшĕ çук. Тĕслĕхрен, сĕте пĕр литрне кунта 8 тенкĕпе (икĕ тенки республика бюджетĕнчен парăнакан дотаци) кăна илеççĕ. Ĕне-выльăх вырăнне халăх ытларах чăх-чĕп, хур-кăвакал тата кролик усрама тăрăшать иккен.
Сысна ĕрчетессипе вырăнти предприниматель В.Пичушкин ĕçлет-мĕн. Çаплах харпăр хуçалăха аталантармалли «Самозанятость», «Программа – 1000» программăсемпе çăмăллăх кредит илме тата 6 çемье кăмăл тунă.
Якуркел ял хутлăхĕн инфраструктурине, хăтлăхне ыттисен ăмсанмалăх пур çав. Тĕслĕхрен, кунта çӳп-çап ыйтăвне тахçанах татса панă, ялсем çывăхĕнче темиçе полигон тунă. Халĕ ял халăхĕ килте пуçтарăннă çӳп-çапа çывăхри çырмана мар, унта тăкать. Ял хутлăхĕн территорийĕнче (Якуркел, Хуралту, Вырăс Менчи, Единени ялĕсем кĕреççĕ) хальхи вăхăтра 2 шкул, 2 ача сачĕ, 2 почта уйрăмĕ, 2 Перекет касси, медпункт, фельдшерпа акушер пункчĕ, 7 лавкка. Ялсене асфальтлă çулсем кĕртнĕ.
– Хамăр вăйпа Якуркел масарĕн картине тытрăмăр, ял канашĕн депутачĕ И.Карпов пулăшнипе Вырăс Менчипе Хуралту хушшинчи Çарăмсан çырми урлă кĕпер хыврăмăр, халĕ Хуралтури масар патне çул тăватпăр, – каласа парать пилĕк çул ял хутлăхне ертсе пыракан Валентина Семеновна. Çитес вăхăтра Якуркел, Вырăс Менчипе Хуралту ялĕсен урамĕсенче çĕрле те кăнтăрлахи пекех çутă пулĕ. Урамсене çутă кĕртес ыйтăва татса панăпа пĕрех.
Çулран çул ӳссе пыракан ял хутлăхĕн (ипотекăпа çурт лартакансем кăна кунта 10 çемье, хăйсен вăйĕпе çурт тăвакансем те сахал мар) планĕнче тата Единени масарĕн картине тытасси, ялта пусă чавасси тата Якуркелте чиркӳ тăвасси. Чиркӳ тенĕрен, вăл Якуркелĕнче кăна çук, Вырăс Менчинчи часавая Б.Захаров спонсор лартнă. Çак çитменлĕхе якуркелсем кăçал татса парасшăн. Хальхи вăхăтра чиркӳ проектне хатĕрлеççĕ.
Ял хутлăхĕнче пурнăç вĕресе тăрать тесен йăнăш мар-тăр, туйсем кĕрлеççĕ (çитес вăхăтра тата тăватă çемье тĕвĕленмелле), ачасем çуралаççĕ, салтак юрри те çине-çинех янăрать, çуркуннехи призывра сакăр каччă салтак атти тăхăнмалла, тăххăрăшĕ вара кĕркунне таврăнмалла.
Чăвашсенчен тăракан çак ял хутлăхĕн Уяв праçникĕнче те пĕлтерĕшĕ пысăк. Чăваш «çурт-йĕрне» шăпах вĕсем капăрлатаççĕ иккен. Тата уявăн чăн юррине якуркелсем кăна астăваççĕ-мĕн. Çавăнпа кунти «Шӳлкеме» фольклор ансамблĕ уявра тĕп ансамбльсен йышĕнче. Ял хутлăхĕ çавăн пекех хăйĕн уявĕсене те йĕркелеме ӳркенмест. Пĕр сăмахпа, ку ял хутлăхĕнчи пурнăç çăлкуç пекех тапса тăрать.
В.Ендиряков купăс калать
В.Ендиряков купăс калать
В.Яковлева (варринче) уяв хăнисемпе.
В.Яковлева (варринче) уяв хăнисемпе.
 
: 1208, Хаçат: 27 (809)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: