Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аттеистсен çемйинче ӳснĕскер эпĕ, Турра нихăçан та шанман. Турăш та пирĕн килте ячĕшĕн кăна çакăнса тăнăн туйăнатчĕ. Çуллахи кунсенче аслатиллĕ çумăр килсен атте яланах: «Шур сухаллă асатте пĕлĕт çинче тимĕр кустăрмаллă урапапа чупса иртет»,– тетчĕ. Асамат кĕперĕ айĕнчен тухсан хĕр ачаран арçын ачана çаврăнма пулать тенине те чи малтан унранах илтнĕ. Пĕчĕкскер ĕненнĕ ĕнтĕ çакна. Трубина Мархвин «Ача чухнехи» кĕнекине вуласа тухсан кăна ку йăлтах шӳт пулнине ăнлантăм.
Анчах хама темĕнле вăй хӳтĕленине, йывăр вăхăтра пулăшнине яланах туйнă эпĕ. Пĕрремĕш тĕлĕнтермĕш вун пиллĕкре чухне пулса иртрĕ. Çуркунне атте сарăмсăр вилсе кайрĕ пирĕн. Ăна пытарнă кун тупăка пӳртрен илсе тухнă-тухман мана пӳлĕме каялла кĕме мĕн хистерĕ – пĕлместĕп. Алăк урати урлă ура ярса пусрăм кăна – хăранипе куç чарăлсах кайрĕ. Турăш кĕтесси çывăхĕнчи уçă чӳрече умне лартнă çуртана пула чӳрече карри хыпса кайнă та çурри таран çунса кĕлленнĕ, чӳрече янахĕ хĕрринчи мăка та вут тивнĕ пулнă ахăр, вăл хуралнă. Анчах... вут турăш кĕтесси еннелле каяйман, темле майпа сӳннĕ. Çапла çав хурлăхлă кун темĕнле вăй пирĕн çемьене хăрушă инкекрен çăлса хăварчĕ.
Тепри кăшт каярах, студент чухне, Шупашкар çулĕ çинче пулса иртрĕ. Хĕллехи каникул хыççăн хулана каяттăм, пĕчĕк автобус çине ларсан кĕтмен çĕртен пĕр каччă çĕçĕпе тапăнчĕ. Укçа пама килĕшменрен вăл мана йăлтăртатса тăракан çĕççипе яшлаттарчĕ. Пурăнас кунăм пĕтменрен-и е каллех хайхи вăй пулăшнăран-и аяк пĕрчин шăммине кăна лекрĕ. Ĕç-пуç мĕнпе вĕçленетчĕ пуль – пĕлместĕп, çав вăхăтра автобус чарăнчĕ те эпĕ алăкран тухса вирхĕнтĕм. Ăна-кăна ăнкарса ĕлкĕрмен хурах мĕн пулнине сиссе те юлаймарĕ пулас, çав самантра автобус та вырăнтан тапранчĕ.
Ку ăнсăрт та мана асăрхануллăрах пулма вĕрентмерĕ курăнать. Вилĕм çывăхран тата тепĕр хут та иртрĕ. Пĕррехинче, темиçе çул каялла, хĕлле юлташ хĕрĕн туйĕнчен таврăннă чухне каçа юлма тиврĕ. Унăн ашшĕ-амăшĕ патĕнче тепĕр ирччен çĕр каçма мĕн чарчĕ-ши? Кутсăр-пуçсăр çил-тăмана пăхмасăр вăрăм çула тухрăм. Çитес çĕре çитиччен тĕттĕмленчĕ. Çулĕ çывăх мар, автобуссем тахçанах çӳреме чарăннă, аслă çул çинче пĕр машина та çук. Манăн аслă çултан пăрăнса тата вăрман витĕр тухмалла, кунтан вара транспорт пачах çӳремест. Ниме пăхмасăр çиле хирĕç утатăп. Пирĕн тăрăхра йĕри-тавра хура вăрман пулнăран кашкăрсем йышлă. Хĕллехи каçсенче вĕсем улани яла çитиех илтĕнет, çуллахи кунсенче сурăхсене тытни те пĕрре мар пулнă. Выçăхса çитсен çынсем çине тапăнни те пулкаланă теççĕ. Çапла чупнă çĕрте чупатăп, утнă çĕрте утатăп. Çывăхра кашкăр тавраш çук-ши тесе таврана сăнатăп. Ара, вĕсен тĕттĕмре куçĕ çутатнине пĕлетĕп вĕт. Вăрман çывхарнăçем çывхарать. Чĕрем сиксе тухасла тапать. « Кашкăрсем тапăнсан мана капла тăвансем те тупаймĕç»,– мĕлтлетет пуçра шухăш. Тепĕр çĕр метр юлсан хыçра çутă курăнчĕ. Пысăк «КамАЗ» шоферĕ, ку тăрăхра нихăçан та пулманскер, йăнăшпа пирĕн ял çулĕпе кайнă иккен. Çапла вĕсем мана тăван яла çитиех лартса килчĕç. Вăрманта пире хирĕç кашкăрсем килнине курсан хăранипе калаçайми пулса лартăм, мĕн пулатчĕ манпа?
Кун пек тĕслĕхсем пурнăçра тата та пулнă, анчах яланах темĕн мана пулăшать, тен, пирĕшти. «Ну, халь Турра ĕненетĕн-и?» – ыйтĕ вулакан. Пĕлместĕп, анчах... Н.Хрущев калашле, эпир пурте Турăпа пурăнатпăр, хамăр пĕлнĕ пек шанатпăр-тăр çав...
 
: 1442, Хаçат: 28 (706), Категори: Тĕлентермĕшсем

Комментарисем:

Marina (2007-07-21 17:40:42):
Мана та, çапла, темиçе хутчен те пирĕшти çалса хăварчĕ теме пулать.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: