Милици сводкисем тăрăх хаклас пулсан, Тутарстанра закона пăсман пĕр сфера та çук. Çынна вĕлерни, çаратни пек факт палăрсан сăмах мĕн çинчен пыни пирки ăнланса илме йывăр мар. Анчах криминалсăр пуçне тата урăх преступленисем те пур, калăпăр, налог енĕпе. Шутласа пăхсан, бюджетран укçа вăрлани çӳлерех асăннă преступленирен кая-им? ТР ШĔМĕнче çак кунсенче налог енĕпе преступленисен управленийĕн ертӳçи З.Королева журналистсемпе тĕл пулсан шăпах çакăн çинче чарăнса тăчĕ.
Вăл каланă тăрăх, налог енĕпе преступленисене тупса палăртасси çулран-çул кăткăсланса пырать. Мĕншĕн тесен мошенниксем пурнăç таппинчен юлмаççĕ. Тĕслĕхе, преступниксен ушкăнĕсене бюджетран вăрланă укçапа тивĕçтерекен фирмăсем йĕркеленинех илер. Ытти çулсенче тупнă паспортăн хуçи ячĕпе уçнă пулсан, халĕ апла мар, вĕсен конкретлă çынни те пур, докуменчĕсем те йĕркеллĕ. Чи кăмăла хуçаканни – вĕсем çак хура ĕçе юристсен аллипе пурнăçлани. Фирма уçма е хупма пулăшатпăр текен рекламăсем кашни утăмрах-çке.
Финанс кризисĕ налог енĕпе преступленисен йышне ӳстернине е чакарнине хальлĕхе калама иртерех, мĕншĕн тесен пĕтĕмлетӳсем 2010 çулта кăна, урăхла каласан налог декларацине парсан паллă пулаççĕ. Çавах та налог органĕсенчен пытарнă фактсем палăрасси иккĕленӳллĕ мар. ТР ШĔМ ĕçченĕсем 2009 çулăн 5 уйăхĕнче кăна налог законодательствине пăснă 159 преступление шута илнĕ, 145 миллион та 515 пин тенкĕ сиен кӳнине палăртнă. Вĕсенчен 21-шĕ топливăпа энергетика сферинче, 38-шĕ приоритетлă наци проекчĕсенче («АПК аталанăвĕ» – 19, «Раççей гражданĕсене хăтлă тата илме май пур çуртсем» – 9, «Вĕрентӳ» – 9), 15-шĕ коррупципе çыхăнни, 9-шĕ преступниксен ушкăнĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерни.