Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР Патшалăх Канашĕн социаллă ыйтусем енĕпе комитечĕн ларăвĕ çак кунсенче пĕрремĕш хут Теччĕ муниципаллă районĕнче иртет. Тĕп тимлĕхре – çамрăксен ыйтăвĕ, вĕсене аталантарма, спорта явăçтарма тата сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма мĕнле условисем йĕркелени.
Теччĕ районĕнче хальхи вăхăтра 14-30 çултисем пурĕ 5566 çын. Çамрăксен шучĕпе республикăри ытти районсене çитеймест пулин те Теччĕ хăйĕн çамрăк ăрăвĕн аталанăвĕ çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрать. Çак тĕлĕшпе кунта ятарлă пилĕк программа (2009-2010 çулсен правăна пăсасран профилактика, муниципаллă районăн çамрăксен политики, «Сывă çемье», «Ачасемпе çамрăксене патриотла воспитани», «Районăн пултаруллă ачисем» тĕллевлĕ программăсем) ĕçлет. Пĕр сăмахпа, ачасемпе çамрăксем район ертӳçисен тимлĕхĕсĕр пурăнмаççĕ. Çав шутра, çулла та. Кăçал районти 2 пин ытла ача çуллахи кану лагерĕсенче канать. «Район бюджетне 40 миллион тенке яхăн кĕскетме тиврĕ пулин те вăл ачасене пырса тивмерĕ. Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм уйрăмĕн штатне кĕскетмен»,– пĕлтерчĕ район администраци пуçлăхĕн çумĕ А.Дубровский районти лару-тăрупа паллаштарнă май.
Патшалăх Канашĕ ларăва мĕншĕн ку районта ирттерме шутлани ахальтен мар. Теччĕ ĕлĕкрен студентсен хули шутланнă-çке. Хальхи вăхăтра та кунта ял хуçалăх техникумĕ, педагогика училищи, кадетсен шкул-интерначĕ, каçхи шкул таврари çамрăксене хăй йĕри-тавра пуçтарать.
Телее, шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсен шутне те чакарман. 874 вырăнлă 22 учреждение хальхи вăхăтра 694 ача çӳрет, пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 53 шкулта 2982 ача пĕлӳ пухать. Сăмах май, районти 41 ача кăçал ылтăн тата кĕмĕл медальпе шкул пĕтернĕ.
Ачасене хушма пĕлӳ паракан центр, спорт шкулĕ, обществăлла йĕркене сыхлакан «Форпост» центр, «Подвиг» спортпа патриот клубĕ ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çавăн пекех район территорийĕнче çамрăксен «Наследники Татарстана», «Молодая гвардия» обществăлла организацисемпе Ачасен Думи те йĕркеленнĕ. Районти çамрăксен Канашĕ те пур, унта мĕнпур вĕрентӳ заведенийĕнчен, обществăлла организацисенчен, тĕп больницăпа вĕрентӳ уйрăмĕнчен пурĕ 18 çынна суйланă.
Çӳлерех асăннă организацисемпе центрсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каламалли те, çырмалли те сахал мар. Вĕсенчен кашни çулталăкĕпех тĕллевлĕн ĕçлет. Çавăнпа вĕсем мĕн пурнăçланине мар, çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăрсан тĕрĕсрех пулĕ тесе шутлатăп. 2008-2009 вĕренӳ çулĕнче тĕрлĕ предметпа иртнĕ республика олимпиадине Теччĕ тăрăхĕнчи 14 шкултан 50 ача хутшăннă. Форпостовецсем «Здорово живем» проектпа республика конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă пулсан, кадетсен шкул-интерначĕ вара Раççей шайĕнче Тутарстан чысне хӳтĕленĕ. Спортпа патриот клубĕ «Подвиг» йĕркеленнĕренпе вăхăчĕ нумаях иртмен-ха, пурĕ те икĕ çул кăна. Апла пулин те унăн çитĕнĕвĕсем питĕ нумай. Кăçал тĕслĕхрен, клуб республика конкурсĕнче «Всем место под солнцем» проектпа тендер çĕнсе илнĕ. Çак çитĕнĕве пула Теччĕри 30 ача Пролей-Каша ялĕнчи çуллахи лагерьте тепĕр смена канма пултарать. Палăртса хăварар, кусем çитĕнусен пĕр пайĕ кăна-ха.
Паллах, теччĕсен спорт аталанăвĕ уйрăм калаçу. «Пирĕн районĕпех спортпа туслă»,– терĕ кун пирки районти çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм уйрăмĕн ертӳçи Валерий Рыжов (сăнӳкерчĕкре). Унăн сăмахĕсене районта 61 спорт сооруженийĕ пурри, пурĕ 8136 çын спортпа тусли те çирĕплетет. Юлашки çулсенче çамрăксене спорта явăçтарас тĕллевпе вырăнсенче ĕçлесси тĕп тимлĕхре. 2008 çулта тренерсем валли тăватă штат единици уйăрнă. Хулара кăна çынсем спортăн 22 тĕсĕпе туслă: волейбол, футбол, кĕрешӳ, шашка, шахмат... Районта çулталăкне пурĕ 40 ытла ăмăрту иртет. Кăçал тĕрлĕ спорт ăмăртăвне Теччĕ спортсменĕсем Тутарстанăн районĕсене пурĕ 36, Раççей ăмăртăвĕсене 5 хут хутшăннă.
Çут çанталăк пушă вырăна юратмасть. Çавăнпа ăна ырри мар-тăк усалли йышăнатех. Çак закон ачасемпе çамрăксене те пырса тивет. Енчен те ача пушă вăхăта усăллă ирттермест-тĕк, вăл усал йăлана хăнăхасси, усал ушкăна лекесси иккĕленӳллĕ мар. Апла-тăк унăн пуласлăхĕ чи малтан аслисенчен, ертӳçĕсенчен килет. Куратпăр ĕнтĕ, ку енĕпе теччĕсен ӳпкелешмелли çук, вĕсен çамрăксем валли мĕнпур условисем пур, нумай ача пушă вăхăта усăллă ирттерни куçкĕрет. Эппин, теччĕсен малашлăхĕ пурри сисĕнет.
 
: 1239, Хаçат: 26 (808), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: