Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«УЛМА-ÇЫРЛА КАЛЕЙДОСКОПĔ» САЛАТ
Улма-çырласене çуса тасатмалла, хăшне хуппинчен, вăррисенчен тасатмалла. Кăштахшар илемлетме хăварса ваккăн турамалла, пĕтĕмпех пĕрлештермелле (панулмисĕр пуçне), пылпа тата йогуртпа хутăштарнă хăймапа пăтраштармалла. Сарлака фужерсен тĕпне çӳхе сийпе панулми хумалла, ун çине пăтраштарнă салат, çиелтен вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ сапмалла, улма-çырла касăкĕсемпе, печенипе е вафлипе илемлетмелле.
2 панулми, 2 груша, 1 апельсин, 2 персик, 5 слива, 1 манго, 2 киви, çур стакан хăйма, çур стакан йогурт, 2 кашăк пыл, 2 кашăк вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ, 50 г печени е вафли кирлĕ.
ЙĔПЛĔ ХУРЛĂХАН ВАРЕНИЙĔ
Вĕретмесĕр хатĕрлени. Йĕплĕ хурлăхан çырлисене çумалла та дуршлаг çине хурса шывне сăрăхтармалла, унтан мясорубка витĕр кăлармалла. Сахăр песокĕпе лайăх хутăштарса стерилизациленĕ банкăсене ярса тухмалла. Холодильникре упрамалла.
1 кг йĕплĕ хурлăхан çырли, 1,5 кг сахăр песокĕ кирлĕ.
Мăйăрпа. Çырлана çумалла, кашнинех çивĕч шăрпăк пĕрчипе тирсе тухмалла. Шывпа сахăр песокĕнчен сироп хатĕрлемелле те вĕриллех çырла çине ямалла. Аçтăрхан мăйăрĕн тĕшшине вĕтетсе çырла çине хушмалла. Варение икĕ хутчен вĕретмелле. Иккĕмĕш хутĕнче пиçсе çитнĕскере вĕриллех банкăсене тултармалла, лайăх хупламалла.
1 кг йĕплĕ хурлăхан çырли, 1,5 кг сахăр песокĕ, 1,5 стакан шыв, 100 г (хупписĕр) аçтăрхан мăйăрĕ кирлĕ.
 
: 1072, Хаçат: 28 (706)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: