Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕтĕм чăваш тĕнчи пĕлекен Кăнна Кушки ялĕшĕн юлашки çулсем пурте историе кĕрсе юлаканнисем пулчĕç. Пĕлтĕр чăваш просветителĕн И.Яковлевăн 160 çулхи юбилейне çӳллĕ шайра ирттерчĕç пулсан, кăçал Кăнна Кушки хăй пысăк çитĕнӳ турĕ. Тутарстанăн ял-хулисем хушшинче иртнĕ республика конкурсне хутшăнса малтан районта, унтан республикăра «Чи лайăх ял хутлăхĕ – чи лайăх пурăнмалли вырăн» номинацире çĕнтерчĕ. Конкурс çĕнтерӳçисене республика ертӳçисем официаллă майпа саламлама ĕлкĕричченех эпир çак яла çитсе курма шутларăмăр.
Чăваш халăхне И.Яковлев, И.Максимов-Кошкинский, Тихăн Петĕркки, А.Казакова пек пултаруллă çынсем парнеленĕ Кăнна Кушки хăй паллă ял пулнипе кăна конкурсра çĕнтернĕ тесе шутлать пулсан вулакан йăнăшать. Сăмах та çук, унăн авторитечĕ пысăк, тирпейленĕ çăлпа, паллă çынсене асăнса лартнă палăкпа, часавайсемпе, мемориал хăмисемпе кашни ял мухтанаймасть. Çапах та конкурсант-ялшăн ку кăна çителĕксĕр. Тĕп вырăнта – хăтлăхпа тирпей.
Телее, телефонпа шыв, газ тахçанах кĕнĕ, ял варрипе асфальтлă çул та иртет, ытти вара кăннакушкисен тăрăшулăхĕн тӳпи. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С.Гаврилов каланă тăрăх, конкурсра ялсене 20 (!) енчен хакланă. Апла пулин те ялшăн ку çĕнтерӳ кĕтменлĕх пулман. Ял кун пек конкурса пĕрремĕш хут кăна хутшăнмасть иккен. Пĕлтĕр иккĕмĕш вырăна тухнă кăннакушкисем кăçал пĕрремĕш вырăншăн çанă тавăрсах ĕçленĕ.
Çӳп-çапа ятарлă вырăнсене кайса тăкасси хальхи мĕнпур ялăн чи пысăк проблеми. Хуçалăхран техника ыйтма çук. Кăнна Кушки вара ку лару-тăруран тухма çул-йĕр тупнă. Чи пĕлтерĕшли – ял халăхĕ хăй тирпейшĕн тăрăшни. Харпăрлăхра техника пуррисем çӳп-çап кайса тăкма нихăçан та хирĕçлемеççĕ. Сăмах май, эпир пынă вăхăтра яла шăпах экологи милицийĕ тĕрĕслевпе килнĕччĕ. Паллах, республикăн чи хăтлă ялне вĕсем мĕнле хаклани пире те интереслентерчĕ.
– Лару-тăру çулран-çул лайăхланать. Хăвăрах куратăр, урамра çӳп-çап курăнмасть. Çурт умĕнче строительство материалĕсем те купаланса выртмаççĕ. Конкурсра вĕсем тивĕçлипе çĕнтернĕ, – терĕ А.Павлов аслă лейтенант.
Яла тивĕçлĕ шайра тытмасăр май çук кăннакушкисен, мĕншĕн тесен паллă çынсен çуралнă кĕтесĕ. Вырăнти музей директорĕ А.Пыркин каланă тăрăх, музея кăна тĕрлĕ регионтан çулталăкне сахалтан та пин çурă хăна килет. Чăвашăн паллă çыннисен тăван кĕтесне çакăн пек шая çĕклеме районти ЧНКЦ ертӳçи В. Вериялов та сахал мар тăрăшнине палăртса хăвармаллах пуль. Вăл пуçарнипе ял хутлăхĕ çывăхри юхăннă пуп çăлне тасатса чи илемлĕ вырăна çавăрнă.
Хăтлăхĕпе, илемĕпе, тирпейĕпе куçа илĕртекен ял çине пăхсан кунта нимĕнле йывăрлăх та çук пек туйăнать. Тĕрĕссипе вара унăн та ытти ялсем пекех пуçа ыраттармалли çителĕклĕ. Ĕç çукки, ял майĕпен ватăлса пыни, вырăнти шкул хупăнас хăрушлăх кунта та чи çивĕч проблема. Апла пулин те халăх хăй çине шанса малалла пурăнма тăрăшать-ха. Ял хуçалăхĕн «Самозанятость» программипе темиçе çын çăмăллăх кредит илсе выльăх-чĕрлĕх туяннă, тепĕр «Программа 1000» программăпа икĕ çемье пысăк кредит илме документсем хатĕрлет. Çурт-йĕр лартма çеç ипотека илме шикленет иккен кунти халăх. Патшалăха çавăн чухлĕ парăма кĕме вĕренмен вĕсем.
Ялта пурăнакан 246 çынран 80-шĕ вăйпитти. Паллах, пурин валли те ялта ĕç çук. Сезон ĕçĕсене хутшăнса илнĕ тупăшпа нумай пурăнаймăн, çавăнпа вырăнти халăх ытларах килте выльăх-чĕрлĕх усрама тăрăшать. Сĕт, аш-какай сутать. Çулсерен Хусанта кĕркунне иртекен ял хуçалăх ярмăрккине хутшăнмасăр юлмасть ял. Пĕлтĕр те акă хăйĕн продукцине Хусанти Киров районĕнче сутнă.
Культура тĕлĕшĕнчен илес пулсан ку енĕпе маттур вĕсем, чăваш чĕлхи те, юрри-кĕвви те уççăнах илтĕнет-ха. «Салам», «Тăван ен» фольклор ушкăнĕсем темиçе çул ĕнтĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ, клубра «Чăваш тĕрри» кружок та ĕçлет. «Хирте ĕçлекенсем патне тепĕр темиçе кунтан агитбригадăпа тухма хатĕрленетпĕр»,– пĕлтерчĕ клуб ертӳçи Л.Бочкова. Шкулта та çитĕнӳсем çук мар. Кунти Б.Баимкинăн волейбол командине, тĕслĕхрен, тавра ялта никам та çĕнеймест. Кăçал та Акатуйран çĕнтерӳпе таврăннă вĕсем.
Самана улшăнчĕ пулин те ку тăрăхра пурăнакансем ял ятне яман хальччен. Тĕслĕхрен, кунта ашшĕ-амăшĕ пур çинче тăлăх ӳсекенсем, ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă тĕслĕхсем историре унччен те пулман, халĕ те çук. «Тăлăха юлнă Иван Яковлевича усрава илни паянхи кун та тĕслĕх ку ялшăн. Татьянăпа Павел Максимовсем те акă нумай пулмасть пĕр тăлăха хăйсен хӳттине илчĕç»,– каласа парать кун пирки Сергей Владимирович Гаврилов.
Ял хутлăхĕн кулленхи ĕçĕсĕр пуçне малашнехи планĕсем те пысăк. Тĕслĕхрен, И.Яковлев çурчĕ пулнă вырăна лартнă часавая пысăклатмалла. Теччĕри ЧНКЦ ертӳçипе В.Верияловпа пĕрле проектне тахçанах хатĕрленĕ, кăçал хут ĕçĕсене пĕтерсен, килес çул çĕнĕ часавай лартма тытăнасшăн. Конкурсра çĕнтерсе тивĕçнĕ 246 пин тенкĕ преми укçипе мĕн тăвассине те халех палăртса хунă. Унпа ялтан тухнă паллă çынсен мемориал хăмисемпе ял варринчи асфальтлă çула çĕнетесшĕн. Куратпăр ĕнтĕ, Кăнна Кушкисен пĕр çĕнтерӳпе кăна лăпланса ларма вăхăт çук. Конкурса килес çул та хутшăнма ĕмĕтленеççĕ. Малашнехи ĕмĕт-тĕллев пур-тăк – ял аталанать.
 
: 1237, Хаçат: 25 (807)

Комментарисем:

Тумань (2009-06-22 23:46:19):
Эпе сире ытларах хунсем вахатенчи, чавашсем вайла аталанна вахат синчен сырма ыйтасшан. Чавашсен манкамаллахне секлемелле. Выльах выраненче пулмалла мар, ваттисене, хамар историе хисеплеме веренмелле. ЮНЕСКО пусмаренчен тухмалла. Кун пек ессем малашне те пулса пырсан, петесси палла.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: