Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХĂРУШĂ ÇУМ КУРĂК САРĂЛАТЬ
Нумаях пулмасть «Россельхозцентр» специалисчĕсем Менделеевски районĕнче çын сывлăхĕшĕн хăрушă, çĕре чухăнлатакан (сезонра пĕр гектар лаптăкран 900 тонна нӳрĕке туртса илет) амброзия çум курăк тупни пирки пĕлтернĕччĕ. Ăна пĕр документсăр урăх регионтан кӳнĕ-мĕн. Çаплах республикăри нумай районта çĕр пулăхлăхне чакаракан тата тĕш-тырра чирлетекен тепĕр çум курăк – сырлан курăкĕ (повилика) – та хăрушла хăвăрт сарăлса пырать иккен. Çавăнпа Агробизнес кадрĕсене хатĕрлекен тутар институтĕнче çак кунсенче ведомствăсен хушшинчи лару иртнĕ. Ыйту чăнах та çивĕч. Паллă пулнă тăрăх, республикăна питĕ япăх вăрлăх кӳреççĕ. Тĕрĕслев çуккипе хуçалăх ертӳçисем нумай чухне закона пăсаççĕ. Тĕслĕхрен, Тюлячи, Чистай районĕсенче вăрлăхсене питĕ япăх тĕрĕсленĕ, Азнакай, Агрыз, Тури Услон районĕсенче мĕнпур вăрлăхран 60 проценчĕ кăна тĕрĕслев витĕр тухнă.
Специалистсем çак лару-тăруран тухас тесен çĕр лаптăкĕсене тишкерме, хăрушă çум курăксене тупсан вĕсене пĕтерме, уй-хир карттине хатĕрлеме, кирлĕ чухлĕ гербицид, вĕсене сапакан ятарлă хатĕрсем туянма, вăрлăха документсăр йышăнассине чарма сĕнеççĕ.
5000 ТОННА ПЫЛ ИЛМЕ ХАТĔРЛЕНЕÇÇĔ
Тутарстан утарçисем кăçал 5000 тонна пыл илме тата 5000 хурт-хăмăр çемйи сутма палăртаççĕ. Паянхи кун тĕлне 2000 вĕлле сутнă. Хурт-хăмăр ĕрчетекен патшалăх управленийĕ çумĕнче пушă карас хатĕрлессине йĕркелесе янăранпа ăна туянакансем самай ӳснĕ. Ку тавара кунне 800 килограма яхăн сутаççĕ. Пушă карас туянма Тутарстанран кăна мар, Ульяновск облаçĕн, Удмурт, Пушкăртстан, Чăваш Ен утарçисем те килеççĕ. Предприяти кунсăр пуçне хурт-хăмăрăн ытти продукцине те сутать.
ВЫЛЬĂХ ШУТНЕ ӲСТЕРЕÇÇĔ
ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви сысна тата мăйракаллă шултра выльăхăн шутне ӳстерме палăртать. Ку ыйтăва халĕ министерствăн специалисчĕсем пăхса тухаççĕ. Ăна 2009 çулта выльăх-чĕрлĕх продукцине ӳстерме маларах палăртнă планпа пурнăçлаççĕ. ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин ĕçченĕсем Ютаза, Азнакай, Павлă, Мензеле, Лениногорск, Мĕслĕм, Актаныш, Аксу, Алексеевски, Елабуга, Пĕтреç, Апас, Камско-Устьински, Çӳлту тата Тюлячи районĕсенче пулĕç.
 
: 1216, Хаçат: 24 (806), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: