Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пыл – çут çанталăк парни. Вăл тутлă çимĕç те, эмел те. Çак хаклă продуктпа çынсем ĕлĕк-авалах усă курнă. Авалхи Египетпа Рим çыннисемшĕн вăл ылтăнпа тан пулнă, вĕсем налук та пылпа тӳленĕ. Çак çимĕçĕн пахалăхне пĕлнĕренех Наполеон хăйĕн империйĕн символне вĕлле хуртне тума йышăннă. Мĕнпе усăллă-ха пыл? Вăл вăйлă тарлаттаракан, нервăсене лăплантаракан, организма витаминсемпе тивĕçтерекен, инфекциллĕ, вар-хырăм, ӳт-тир чирĕсемпе кĕрешме пулăшакан эмел. Пыл икĕ тĕрлĕ пулать: пĕр тĕрлĕ ӳсен-тăран çинчен пуçтарни, ăна халăхра чечек пылĕ теççĕ, тата тĕрлĕ çĕртен пуçтарни – вăрман, хир, çаран, пĕр-пĕр йывăç, курăк пылĕ.
Чăн-чăн пыла суйласа илме тата тĕрĕс упрама пĕлмелле. Туянас умĕн вĕлле хурчĕн кучченеçне тутанса пăхăр – вăл пылак, йӳçĕклĕх тутисĕр пулмалла. Пыла ăсса илсе кашăк тавра çавăрса пăхăр, вăл ун çумĕнче вăрахчен тытăнса тăмалла, тӳрех юхса анмалла мар. Тавара виçсе пăхма ан ӳркенĕр. Асра тытăр: 1 литр чăн-чăн пыл пĕр килограмм çурăран кăшт çеç каярах таять. Пылак çимĕçĕн пахалăхĕ пирки пĕлес тесен ăна сивĕ шыва ярса тĕрĕслеме пулать: лайăх пыл вăрахчен тата пĕр юлмиччен ирĕлет. Енчен те ун çине мĕн те пулин – тĕслĕхрен, крахмал – хушнă-тăк, пĕр тумлам йод хушсан ирĕлчĕк кăвакланать. Çут çанталăк пылĕ вырăнне сахăр пылĕ туянас хăрушлăх та пур: ăна вĕлле хурчĕсене сахăр нумай çитерсе тăваççĕ. Çакнашкал пыла чăннинчен куçпа пăхса уйăрма йывăр, химилле анализ туса кăна тĕрĕсне пĕлме пулать.
Пыла тĕттĕм, типĕ те сулхăн вырăнта, кĕленче савăтра, вăйлă шăршăллă продуктсенчен аяккарах упрамалла. Вĕлле хурчĕсен кучченеçĕпе усă курнă чухне те хăш-пĕр правилăсене пăхăнни пăсмĕ. Тĕслĕхрен, хăш-пĕр çынсем ӳслĕкрен хăтăлас тесе пыла малтан вĕри чей çине ярса ирĕлтереççĕ. Апла тусан çак паха продуктри чылай усăллă вещество «вилет» иккен. Асра тытăр: пыла нимпе хутăштармасăр, таса хаттĕн çимелле, ун хыççăн ăшă чей е шыв ĕçмелле.
 
: 1310, Хаçат: 28 (706), Категори: Верук тĕпелĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: