Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Альбина Александровăн ĕçĕ тӳрремĕнех ачасемпе çыхăннă тесен пĕрре те йăнăш пулас çук. Мĕншĕн тесен вăл Республикăри ача-пăча клиника больницин аслă медицина сестри. Чăваш Енри Лащ Таяпара çуралса ӳснĕ чăваш пики Хусана ăнсăртран лекмен. 1992 çулта Пăвари медицина училищинчен вĕренсе тухсан ăна ку больницăн оторинолаорингологи уйрăмне направленипе янă. Турă çырнипе, Красноармейски районĕн (Чăваш Ен) каччипе Андрейпе те çак хулах паллаштарнă иккен. Халĕ вĕсен ывăлĕ Кирилл ӳсет.
Ĕçлеме тытăнсан пултарулăхне, тăрăшулăхне кура тепĕр тăхăр уйăхранах Альбинăна аслă медицина сестрине лартнă. Çав вăхăтранпа хăйĕн тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлаканскере, кăçал январĕн 1-мĕшĕнче больницăра «Çамрăк ӳсĕмĕн хирургийĕ» çĕнĕ уйрăм уçăлсан пĕр шутласа тăмасăр кунта куçарнă.
– Чĕре, пуç ытти чирпе çуралнă ачасене пирĕн пата ача çуратмалли çуртсенченех илсе килеççĕ. Шел те, юлашки çулсенче районсенчен те нумай кӳреççĕ. Чăвашсем те пур. Аксу, Алексеевски чăвашĕсем килнĕччĕ. Пепкесене шел, паллах,– хаш сывлать Альбина Васильевна.
Ун шучĕпе, ача чирлĕ çуралнин сăлтавĕ – экологи япăххи, пахалăхсăр апат тата сывă мар пурнăç йĕрки. Ара, юлашки вăхăтра ĕçкĕç, наркомансен шучĕ сисĕнмеллех ӳсет-çке. Паллах, кун пек атте-аннерен сывă ача çураласса ан кĕт. Çавăнпах пуль медицина ĕçченĕ хальхинче те хăй çинчен мар, ытларах ĕç пирки калаçма тăрăшрĕ-тĕр. Хаçат урлă та пулин ашшĕ-амăшне асăрхаттарма тăрăшрĕ: «Ача мĕнле çураласси пĕр экологирен кăна килмест, чи малтан ашшĕ-амăшĕнчен. Паллах, ача çуратма, çие юлсан тин мар, чылай маларах планламалла. Иккĕшĕн те сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла. Çие юлнă хĕрарăмăн апат çине тимлĕх уйăрмалла, уçă сывлăшра нумайрах уçăлса çӳремелле тата спорт çинчен те манмалла мар»,– терĕ вăл хальхинче те.
Спорт тенĕрен, Александровсем çемйипех спортпа туслă, Альбина йĕлтĕрпе чупать, мăшăрĕ Андрей кĕрешӳпе кăсăкланать, пиллĕкри ывăлĕ вара шахматпа футбола ытларах килĕштерет. Чи пысăк ĕмĕчĕ те пур вĕсен: Хусанти спорт мероприятине çемйипех хутшăнасси.
Аслă медицина сестрин тĕп тивĕçĕ медицина сестрисен ĕçне тĕрĕслесси кăна мар, тĕрлĕ организацилле ĕçсем илсе пырасси те, сăмах май, çак кунсенче «Пĕрремĕш каналăн» çăлтăрĕсене больницăра кĕтсе илме хатĕрленнĕ çĕре ентешĕмĕр те хастар хутшăннă. Анчах çăмăл мар ĕçе пăхмасăр Альбина хăйĕн çемйи валли те вăхăт тупать. Пушă вăхăт пулсанах тутлă апат пĕçерме тăрăшать. Альбина экзотикăлла апата килĕштермест. «Анне вĕрентнĕ пек пĕçерме тăрăшатăп, мĕн-тĕр çĕннине хамран хушатăп»,– пĕлтерет вăл. Çавах та тĕпелте хăйне амăшне çитейместĕп тесе çирĕплетет. «Мĕншĕн тесен анне пĕçернĕ апата нимĕн те çитеймест»,– тет.
 
: 1426, Хаçат: 23 (805), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: