«Первый канал» УАОпа пĕрле Тутарстан ирттернĕ «Эпир пултаратпăр» анлă ыр кăмăллăх акцине килнĕ çăлтăрлă десантăн тимлĕхĕсĕр Хусанти Суворов училищи те юлмарĕ. Сăлтавĕ паллă: вăл паянхи кун та хăйĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕрне пурнăçласа тăлăх ачасене (ашшĕ-амăшĕ пур çĕрте тăлăх ӳсекенсене те) воспитани парать. Хальхи вăхăтра училищĕре вĕсем 90-ăн. Çапах та «Пĕрремĕш каналăн» çăлтăрĕсем: Александр Гордон, Михаил Ширвиндт, Мария Киселева телеертӳçĕсем, Ольга Прокофьева актриса, «Ералаш» киножурналăн пултарулăх ертӳçи Борис Грачевский, Анита Цой, Жасмин, «Фабрика» ушкăнăн юрăçисем, Эвелина Хромченко тата ыттисем те килни вĕсемшĕн кăна мар, мĕнпур курсантшăн чăн-чăн уяв пулчĕ.
Хăнасем училищĕне тĕп каналăн символикиллĕ футболкăсемпе кепкăсем, пĕчĕк ялавсемсĕр пуçне пысăк парне – 200 пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕç.
– «Пĕрремĕш канал» Хусанти Суворов училищине çакăн пек кунра килни пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен эсир пулас хӳтĕлевçĕсем, аçăрсем, вĕрентекенĕрсемпе воспитателĕрсем пек малашне хăвăр та ачасене хӳтĕлеме пуçлатăр. Сиртен нумайăшĕн шăпи çăмăл мар, çавăнпа эпир паян кунта сире саламлама, парнесем пама килтĕмĕр,– терĕ саламланă май «Армейский магазин» телекăларăмăн ертӳçи Александр Ильин. Чи пултаруллă курсантсене вара «Отечество» корпораци уйрăм парне хатĕрленĕччĕ.
Паллах, Мускав хăнисем кашни кун килмеççĕ, çавна кура Хусан суворовецĕсем те парăмра юлмарĕç. Училище ертӳçисем асăнмалăх сувенирсем пачĕç пулсан, вĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç: юрларĕç, вальс ташларĕç, стройпа утрĕç.
Малтан палăртнинчен «çăлтăрсем» чылай кая юлса килчĕç пулин те программăна хăвăрт вĕçлеме васкамарĕç, парнесем панă, курсантсен пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн училище тăрăх курса çӳрерĕç. Кунта пĕлӳ пухакан 90 тăлăхпа акт залĕнче тĕл пулчĕç.
Куллен телевизорпа куракан «çăлтăрсемпе» тӳрех ăш-пиллĕ калаçу пуçланасса ачасем малтан хăйсем те кĕтменччĕ-тĕр. Çавăнпа хире-хирĕç ларса пĕр-пĕринчен ыйтса пĕлмелли ыйтусем курсантсен те, хăнасен те сахал пулмарĕç. Тĕслĕхрен, Борис Грачевский çар училищинче хăйĕн «Ералашне» ӳкерме шутлать-и, килнĕ хăнасен хушшинче çарта пулнисем пур-и тата ытти те. «Ералаш» «ашшĕ» кĕтмен сĕнӳ енĕпе шутласа пăхма шантарчĕ. «Çăлтăрсен» хушшинче çарта пулнисем те пур-мĕн, чăн та, пĕрре-иккĕрен ытла мар, вĕсен йышĕнче Б.Грачевский те, сăмах май, хăй каланă тăрăх, уншăн Хусан питĕ пĕлтерĕшлĕ хула, вăхăтĕнче хытă аманнăскере, шăпах пирĕн тĕп çар госпиталĕнче вилĕмрен çăлнă. Хăнасене вара пуринчен ытла офицер пулма ĕмĕтленекенсем пуррипе-çукки интереслентерчĕ. Хурав нумай кĕттермерĕ, пухăннă суворовецсенчен пурте çак ĕмĕтпе пурăнаççĕ иккен.
«Телевизорпа» кăна куракан çынсем пуринпе те уççăн калаçнипе, кашнинпе хаваспах сăн ӳкерĕннипе-ши вăхăт ытла хăвăрт иртнĕ пек туйăнчĕ çав самантра. Апла пулин те курсантсен альбомне часах «çăлтăрсемпе» пĕрле ӳкерĕннĕ сăнӳкерчĕксем илемлетесси иккĕленӳллĕ мар, ара, вĕсем пуринпе те, уйрăмах «Фабрика» ушкăн юрăçисемпе, ӳкерĕнме ĕлкĕрчĕç-çке.
![]() |
![]() |