Коляскăпа çӳрекен инвалидсен «Восхождение» социаллă комплексĕ Хусанта 2006 çултанпа ĕçлет. Унта хальхи вăхăтра 14-52 çулти инвалидсем пур 50 çемье пурăнать. Ятарлă комплексра вĕсем валли мĕнпур услови туса панă: меллĕ пандуссем, сарлака коридорсемпе алăксем, лифтсем, ятарлă туалет, ванна... Çуртра 1-2-3 пӳлĕмлĕ хваттерсем. Инвалид унта хăйĕн çемйипе пурăнма, ыттисемпе çăмăллăнах хутшăнма пултарать. Республика инвалидсем валли сахал мар ĕç пурнăçласан та пулăшу çавах кирлĕ, мĕншĕн тесен ятарлă тренажерсем, медицина препарачĕсем йӳнĕ тăмаççĕ. Акă мĕншĕн «Пĕрремĕш каналăн» артисчĕсемпе спортсменĕсем, телеертӳçисем ТР Президенчĕпе М.Шаймиевпа тата республикăн ытти ертӳçисемпе пĕрле инвалидсем патне çул тытрĕç. Комплексăн «халăхĕ» сумлă хăнасене пӳлĕмре мар, картишре кĕтсе илчĕ. Хăнасемпе тахçан пĕлекен тус-юлташла калаçрĕç. Минтимер Шариповичпа, тĕслĕхрен, шахматла та вылярĕç. «Çăлтăрсемпе» сăн ӳкерĕнчĕç.
Çаплах хăнасем «Инвалидсем реабилитаци иртмелли Хусанти центр» комплексра пурăнакан Котельниковсен çемйине те çитсе килчĕç. 5 çынран тăракан çак çемьен шăпи калама çук йывăр. Вĕсен 3 ачи те инвалид. Асли ачаранах сусăр, кăçал хулари ачасемпе çул çитменнисен реабилитаци центрĕ çумĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкултан вĕренсе тухать, кĕçĕннисен диагнозĕ вара тата хăрушăрах – церебральнăй паралич.
Ашшĕ-амăшĕ ачисене кунĕн-çĕрĕн тимлĕх уйăрать, килте реабилитаци иртмелли спорт кĕтесĕ те пур вĕсен, çавах та вертикализатор (утмалли ортопеди тренажерĕ) туянма çемье хал çитереймест. «Пĕрремĕш канал» Котельниковсене çак ĕмĕтне пурнăçласа тренажер парнелерĕ тата çемçе теттесемпе савăнтарчĕ.
«Тутарстанра мĕн чухлĕ ырă ĕç пурнăçланине пăхса чун савăнать. Республика халăхĕ Минтимер Шаймиева мĕнле хисепленине те куратпăр. Вăл пуçарнипе кунта çĕнĕ технологи шайĕнче сахал мар объект лартнă»,– курни-илтнине хакларĕ Николай Дроздов телеертӳçĕ.