Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Первый канал» УАО Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кунра ыр кăмăллăх акцине тĕрлĕ хулапа пĕрле çуллен хатĕрлет пулин те, унта хутшăнакансем вăл кашнинче тĕрлĕрен иртет тесе пĕлтерчĕç. Хусанта та уяв хăйне евĕрлĕхĕпе палăрчĕ, паллах. «Татнефть-Арена» спорт комплексĕ çывăхĕнчи тӳремре иртнĕ мероприяти те акă чăн-чăн ачалăх уявне çаврăнчĕ. Унта Хусанти мĕнпур шкултан пин-пин ача хутшăнчĕ. «Ой, эпир кунта нумайăн килтĕмĕр, миçен пулнине тӳрех калаймăп та»,– пĕлтерчĕ 177-мĕш номерлĕ шкулăн пуçламăш классене вĕрентекен учительница Г.Сафина сарă тутăрсем çыхнă ачасем çине кăтартса.
Республика кашни çул çак куна анлăн паллă тăвать-ха, çапах та кăçалхи чи асра юлаканни пулни каламасăрах паллă. Ара, «Пĕрремĕш каналăн» çакăн чухлĕ «çăлтăрĕ» пĕрле килни хальччен пулман-çке. Çавăнпа ачасен вĕсене курма кăна мар, калаçма та, автограф илме те, пĕрле выляма та май пулчĕ. Тĕп сцена çинче акă «Теленяня» Раççей ача-пăча телеканалĕн ертӳçи Саша Киреев пĕчĕк хусансен «Энергия» тата «Огонек» командисемпе конкурс ирттерчĕ. Чăн та, çак вăхăтра ытти ачасен те кичеммĕн тăма пĕрре те вăхăчĕ пулмарĕ. Тӳремĕн кашни кĕтесĕнчех хулари ача-пăча пултарулăхĕн çурчĕсем «Телесемь» ТВ-программа хатĕрленĕ конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнчĕç, хутран тĕрлĕ япала ăсталарĕç, ӳкерчĕксем турĕç, хаваспах асфальт çине тĕслĕ мелпа ӳкерчĕç. Мускав хăни ирттернĕ конкурсра та ентешсем çухалса каймарĕç. Ыйтусене тĕрĕс хуравласа телекăларăмăн ятарлă значокĕсемпе парнисене тивĕçрĕç. Сăмах май, кăларăмăн парнине тӳремри ытти ачасене те валеçрĕç. Конкурс вĕçленсен сцена çине республика, Раççей шайĕнче пĕрре мар палăрнă «Шарм» шоу-театрăн пĕчĕк артисчĕсем тухрĕç.
Хулари экологипе биологин ача-пăча центрĕн методисчĕ Эльвира Камаева каланă тăрăх, вĕсем уява пĕрремĕш çул кăна хутшăнмаççĕ. Кашнинче мĕн-тĕр çĕннине шутласа тупма тăрăшаççĕ. Кăçал та акă ачасене оригами стилĕпе тĕрлĕ япала ăсталама вĕрентнисĕр пуçне чи çутă ĕмĕте тӳпене çитерме шутланă. Паллах, сăмахпа мар, хут çине çырса. Пĕчĕк çырăва вара тӳпенелле шарсем çĕклерĕç. « Уяв пуçланчĕ кăна-ха, пирĕн патăрта вара 30 ача пулма та ĕлкĕрчĕ. Чи çутă 30 ĕмĕте шарпа вĕçтертĕмĕр. Халĕ ĕмĕтсем пурнăçланасса кĕтетпĕр»,– хаваслăн пĕлтерчĕ методист. Хут çине çырни ыран пурнăçланĕ-и, тепĕр кун-и – тӳрех калаймăпăр, анчах ачасен телевизорти «çăлтăрсене» хăйсен куçĕпе курас ĕмĕчĕ пурнăçланнине иккĕленместпĕр.
 
: 1140, Хаçат: 23 (805)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: