Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ӲРКЕНМЕННИ ĂСТА ПУЛНĂ
е ялти çĕнĕ пурнăç
Нумай-нумай çул çутă коммунизм çитессе кĕтнĕ çĕр ĕçченĕ юлашкинчен хăй çĕмрĕк валашка умĕнче юласса шутламан, паллах, ара, çак вăхăтра (100 çула яхăн) алă усса ларман-çке вăл: çуллен сухаланă, акнă, тухăç ӳстернĕ... çитменнине тата чылай чухне пĕр пуссăрах!
Раççейре ял çыннин пурнăçĕ нихăçан та хисепре пулманни вăрттăнлăх мар. Юлашки 10-15 çулта ял хуçалăхĕнче пыракан улшăну та унăн пурнăçне çăмăллатрĕ тесех калаймăн: çулталăкĕ-çулталăкĕпе укçасăр ларнă хыççăн халĕ нумайăшĕ вуçех ĕçсĕр юлчĕ. Шутлама кăна вĕт: ялта – ĕçсĕр! Ялта çерçи выçă вилмест тени тĕрĕс-ха, мĕн тесен те анкарти пур. Анчах паянхи укçа саманинче (район центрне кайса килме çул çине кăна 300-400 тенкĕрен кая мар кирлĕ) пĕр пуссăр мĕнле пурăнмалла?
Çĕр ĕçченĕ хăйне шанса малалла утмалла тетпĕр-ха, анчах каллех ыйту – мĕнле? Социализмра пурăнса çирĕпленнĕ сывă мар менталитет чăрмантарать пире: кам-тăр килсе пулăшасса е пушăпа хăваласса кĕтетпĕр. Тĕрĕссипе, пуç йĕри-тавра шутласан, ыйтăвăн тупсăмĕ куç умĕнчех: кирек мĕнле вăхăтра та этеме апат кирлĕ, хырăм тени вăл кризиса пăхмасть-çке, апла-тăк çăкăрпа, сĕт-çупа, аш-какайпа камăн тивĕçтермелле? Паллах, ял çыннин. Çитменнине тата юлашки çулсенче халăх та хурапа шурра уйăрма вĕренсе пынине шута илсен ытлашши пулмĕ, потребителе халĕ Буш тукмакĕ илĕртмест, вăл хамăр патра ӳстернĕ пахча çимĕçпе аш-какая туянма тăрăшать. Апла-тăк çĕр ĕçченĕн çанă тавăрма вăхăт мар-и?
Кирек мĕнле ĕçе пуçăнма та пирвайхи капитал кирлĕ. Темиçе çул ĕçсĕр е ĕçлесе укçасăр ларнă ял çыннин кĕсйинче вăл çук, паллах. Çакна шута илсе ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви ял çыннисене ĕçпе тивĕçтересси çине тимлĕх уйăрса ятарлă программăсем йышăнчĕ – «Программа 1000». Унăн тĕп тĕллевĕ – харпăр хуçалăха е фермер хуçалăхне аталантарма çăмăллăх кредитпа (çулталăкри процент ставки – 4 процент, ытти, 17 процентне патшалăх тӳлет) тивĕçтересси. Ăна «Россельхозбанк» УАО парать, кредит срокĕ 2-5 çул. Харпăр хуçалăха 300 пинрен пуçласа 700 пин тенкĕ, ферма е ытти пысăк хуçалăх тытакансене 8 миллион тенкĕ таран кивçен парать. Анчах ан манăр, ку программăпа килĕшӳллĕн, çăмăллăх кредитпа Тутарстанĕпе те пурĕ 1000 çын кăна усă курма пултарать (хăш района миçе кредит парассине палăртнă та). Çавăнпа ку программăпа усă курас тесен хресченĕн васкамалла, унсăрăн вăл çак çăмăллăхпа усă курмасăрах юлать.
Тепĕр программа – «Самозанятость». Унăн тĕп тĕллевĕ – харпăр хуçалăха аталантарма 30-60 пин тенкĕ кредит парасси. Чи пĕлтерĕшли – программăна ĕçсĕр юлнă, ялта пропискăра тăракан кашни çын хутшăнма пултарни. Чăн та, кредит сумми малтанхи ĕç вырăнĕнче ĕç укçи миçе тенкĕ пулнинчен килет. Тепĕр тесен, 30 пин тенкĕпе 100-шер чĕпĕ, вĕсем валли комбикорм туянма çитет. Паянхи кун тĕлне Тутарстанра 200 çын ку программăпа кредит илнĕ, тепĕр 1,5 пинĕшĕ заявка панă.
Çак программăпа вырăнти ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем хăйсен территорийĕнче миçе çын ĕçсĕр юлнине уйăхсерен хыпарлама, халăха «Самозанятость» программăпа паллаштарма тивĕçлĕ. Ял çыннисен учета тăмашкăн хăйсен районти ĕçпе тивĕçтерекен центрсене çӳремелле мар, ял хутлăхĕн пуçлăхĕ специалистсене яла илсе килмелле.
Анчах пур çĕрте те кăна тивĕçлĕ йĕркелемен. Çавăнпа килсе пулăшасса ан кĕтĕр, хăвăрпа пĕрле паспорт тата юлашки ĕç вырăнĕнчен ĕç укçин калăпăшĕ мĕн чухлĕ пулнине çирĕплетекен справка илĕр те районти ĕçпе тивĕçтерекен центра кайăр. Учета тăрсан, пĕрремĕшĕнчен, вăхăтлăх пособи (юлашки ĕç вырăнĕнчи ĕç укçи мĕн чухлĕ пулнине кура 850-4900 тенкĕ) парăнать, иккĕмĕшĕнчен, «Самозанятость» программăна хутшăнма ирĕк пулать.
Программăна хутшăнма кăмăл тунисем малашне хăйсем мĕнле бизнес (выльăх, чăх-чĕп, хур-кăвакал ĕрчетесси, пахча çимĕç ӳстересси, çынсене транспортпа турттарасси, тĕрлĕ сувенир ăсталасси...) йĕркелесси çинчен пĕлтерсе заявка (урăхла каласан, çăмăл бизнес-план) памалла. Ку енĕпе хăрама кирлĕ мар, центрăн специалисчĕсем заявкăна тĕрĕс çырма пулăшĕç. Чи йывăрри хăйсен бизнес-планне вырăнти власть тата Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин представителĕсенчен тăракан комисси умĕнче хӳтĕлесси-тĕр. Енчен те бизнес-планра йăнăш тупăнсан та хăрамалла мар, специалистсем тӳрлетĕç, кирлĕ сĕнӳсем парĕç. Мĕншĕн тесен комиссишĕн чи пĕлтерĕшли – программăна хутшăнакан çын мĕнле пулни (яваплă-и, ĕçчен-и...). Палăртса хăварар, бизнес-плана хӳтĕлеймен тĕслĕх хальччен пулман.
Комисси бизнес-плана ырларĕ-тĕк, программăна хутшăнаканăн хресченпе фермер хуçалăхне йĕркелекен уйрăм предприниматель пулса тăнине налог инспекцийĕнче çирĕплетмелле. Çак статуса илсен унăн малашне уйăхсерен Пенси фондне 600 тенкĕ куçармалла пулать.
Пытармăпăр, ял çынни халĕ çăмăл лару-тăрура мар, малашне лайăхланасси те иккĕленӳллĕ. Апла-тăк çак авăртан ишсе тухма хресченĕн пĕр хăйне кăна шанмалла. Паян çирĕп утăм тумасан кайран кая юлмĕ-и? Мĕншĕн тесен патшалăх паракан çăмăллăх кредитсем те яланах пулаççĕ тесе паян никам та шантармасть. Сăмах та çук, бизнес ăнăçулăхĕ чи малтан çынран хăйĕнчен килет, çапах та чăваш калашле, ӳркенменни çеç ăста пулать-çке.
 
: 1299, Хаçат: 23 (805), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: