Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТĂВАРЛАНĂ ХĂЯР
Кирлĕ: хăяр, хĕрен çулçи е тымарĕ, сухан, ыхра, укроп, шыв, 100 г тăвар.
Лайăх çуса типĕтнĕ банка тĕпне хĕрен çулçине е тымарне, сухан, ыхра хумалла, унтан хăярсене вырнаçтармалла, хушшисене укроп хурса хăварма ан манăр. Çиеле каллех хĕрен çулçи хумалла. Банкăна шыв ямалла. Кăштахран банкăри шыва калле урăх савăт çине ямалла, тăвар хушса ирĕлтермелле. Шыва каллех хăяр çине ямалла, пӳлĕмре пĕр талăк лартмалла.
Унтан шыва сăрăхтарса илсе вĕреме кĕртмелле те каллех банкăна ямалла, металл хупкăçпа хупламалла. Банкăна 5 сехетлĕхе ăшă япалапа (утиялпа е кĕрĕкпе) чĕркемелле. Вара тӳрех тĕпсакайне е путвала лартмалла.
МАРИНАДЛАНĂ ХĂЯР
Кирлĕ: 3 л банкăна вырнаçмалăх хăяр пуçне 1 пысăках мар пуç хĕрлĕ сухан, 2 пысăках мар кишĕр, 2 пылак пăрăç, 1 пуç ыхра; маринад валли 1,5 л шыв, 4 чей кашăкĕ 70 процентлă уксус, 1-2 лавр çулçи, 25 пĕрчĕ пăрçа йышши хура пăрăç, гвоздика, 2,5 кашăк тăвар, 2,5 кашăк сахăр песокĕ.
Маринада 3-4 минут вĕретмелле те сивĕтмелле. Сивĕнсен ăна хăяр тултарнă банкăна ямалла, полиэтилен хупкăçпа хупламалла. Сулхăн çĕрте упрамалла. Çакнашкал мелпе маринадланă хăяр мĕн чухлĕ нумайрах тăрать, унăн тути çавăн чухлĕ тутлăрах.
«АССОРТИ» САЛАТ
Кирлĕ: 5 кг хăяр, 2 кг помидор, 0,5 кг пылак пăрăç, 3 пуç ыхра, 1 стакан сахăр песокĕ, 2 кашăк тăвар, 1 стакан тип çу, 1 кашăк 70 процентлă уксус.
Помидорпа пăрăçа мясорубка витĕр кăлармалла, хутăш çине çаврашкан туранă хăяр, тăвар, сахăр песокĕ тата тип çу хушмалла та вĕреме кĕрсен 3 минут пĕçермелле. Пиçес умĕн вĕтетнĕ ыхра хушса 1 минут вĕретмелле, унтан хутăш çине уксус ямалла, 1 минутран плита çинчен илмелле те стерилизациленĕ банкăсене ямалла, хупламалла.
ÇЫРЛА ВАРЕНИЙĔ
Кирлĕ: 16 стакан хурăн е çĕр çырли, 32 стакан сахăр песокĕ, 8 стакан хурлăхан.
Хурăн е çĕр çырлине мясорубка витĕр кăлармалла та сахăр песокĕпе пĕрлештермелле. Унтан мясорубка витĕр кăларнă хурлăхан çырли хушса лайăх хутăштармалла. Варение таса, типĕ банкăсене тултарса хупламалла, сулхăн çĕрте упрамалла.
ЙĔПЛĔ ХУРЛĂХАНРАН – МАРМЕЛАД
Кирлĕ: 1 кг çырла пуçне 550 г сахăр песокĕ.
Хытă, пиçсех çитеймен çырласене кастрюле хурса темиçе кашăк шыв хушмалла та хупласа çемçеличчен пĕçермелле. Унтан хутăша ирсе ала витĕр тӳсе кăлармалла. Пулнă нимĕре вăйсăр çулăм çинче калăпăшĕ икĕ хут чакиччен пăтрата-пăтрата пĕçермелле. Унтан пĕчĕккĕн сахăр песокĕ хушмалла, хатĕр пуличчен пĕçермелле. Хатĕр мармелада шывпа йĕпетнĕ эмаль савăт çине хумалла. Сивĕнсен татăксем çине касмалла та сахăр песокĕ çинче йăвалантармалла. Холодильникре упрамалла.
ШĂНТНĂ УКРОППА ПЕТРУШКА
Кирлĕ: укроп тата петрушка, вĕретнĕ шыв.
Петрушкăпа укропа вĕттĕн турамалла та морозильникри пăр тума усă куракан форма çине сапса тухмалла. Çиелтен вĕретсе сивĕтнĕ шыв ямалла та морозильнике вырнаçтармалла. Шăнсан симĕс кубиксене полиэтилен пакета тултармалла, морозильникре упрамалла.
 
: 1294, Хаçат: 28 (706), Категори: Верук тĕпелĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: