Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июнĕн 1-мĕшне Раççейри пĕр-пĕр хулара «Стань первым» акци ирттерсе паллă тăвасси телеĕçченсен йăлана кĕнĕ ĕнтĕ, кăçал çиччĕмĕш хут çапла уявларĕç ачасен кунне. Хальхинче «Мы можем – Бәз булдырабыз» ыр кăмăллăх акципе пĕрле Тутарстанра пулчĕ ку. Вулакансене кăшт аса илтерер, çак акци кăçал апрелĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ, малтан палăртнă тăрăх унăн июнĕн 1-мĕшĕнче вĕçленмеллеччĕ, анчах sms-акцие (июнĕн 1-мĕшне 585 пĕлтерӳ килнĕ) июлĕн 1-мĕшченех тăсма калаçса татăлнă. ТР культура министрĕ З.Валеева пĕлтернĕ тăрăх акци Тĕнчери ача-пăча кунĕ тĕлне 100 миллион тенкĕ ытла пухнă. Кунсăр пуçне нушаллă пурнăçпа пурăнакан, чирлĕ ачасене парнесем нумай панă. Республикăри муниципаллă йĕркеленӳсем те, акционерлă обществăсем те хастар хутшăнчĕç ыр кăмăллăх акцине.
Çак кун республикăри ачасемпе ĕçлекен социаллă учрежденисене микроавтобуссем те пачĕç, пурне те мар, паллах, виççĕшне кăна. Апла пулин те ку ырă пулăм малашне йăлана кĕме шанăç пур. Мĕншĕн тесен çакăн пек заведенисене малтан та çапла парне пани пулнă. Тутарстансем Асгат Галимзянова лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ, ун çинчен «Суварта» пĕрре мар çырнă, Хусан Кремлĕ çумне ăна халалласа палăк та лартнă. Нумай çул каяллах, сумлă ят çинчен шутламасăр, выльăх самăртса сутнă укçапа ачасене машина туянса панă вăл. Кăçал Асгат Галимзянович хăйĕн 70-мĕш машинине Арск районĕнчи сусăр ачасемпе çула çитмен çамрăксен реабилитаци центрне пачĕ.
Çак центра 1999 çулта уçнă. Унăн тĕп тĕллевĕ – ал-урапа сусăр ачасене обществăра сыввисемпе хăйсене тан туйма вĕрентесси. Кунта ĕçе хăнăхтаракан оборудованисем пуррине те çакăнпах çыхăнтармалла. Центр харăсах 40 ачапа ĕçлеет, Арск районĕнче кăна вара 324 сусăр ача. Пĕлтĕр центрта 274 ача реабилитаци иртнĕ, кăçал пилĕк уйăхра кăна 133 ача пулнă кунта.
ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев çак кун Лайăшри япăх куракансен ятарлă пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул-интернатне (иртнĕ номерсенчен пĕринче «Сувар» çырнăччĕ ун çинчен) микроавтобус пачĕ. «Ку манăн пĕрремĕш микроавтобус пулчĕ, малашне тата та пулĕ-ха», – терĕ вăл шӳтлесе. «Пĕрремĕш канал» ĕçченĕсем те тутарстансенчен юлмарĕç – Республикăри ятарлă ача çуртне микроавтобус парнелерĕç. «Первый канал» УАОн генеральнăй директор çумĕ Олег Вильнов: «Стань первым» акцие çиччĕмĕш çул ирттерсе те микроавтобус парнелени пĕрремĕш хут пулчĕ», – тулли кăмăлпа пĕлтерчĕ савăнăçлă çынсене.
Сăмах та çук, çак учреждение микроавтобус кирлех ĕнтĕ: пĕр вăхăтрах 310 ача сипленме пултарать унта, виçĕ уйрăм ĕçлет. Хусанта икĕ уйрăм тата Çырчаллинче. Ача çуртĕнче аталанăвĕпе юлса пыракансене пысăк тимлĕх уйăрса медицинăри чи çĕнĕ оборудованисемпе сипленипе те пулĕ, юлашки çулсенче кунтан усрава илекенсем те йышланнă.
Кунĕпех хаваслăн тăсăлнă ача-пăча кунĕ каç пуласпа концерт залĕсене куçрĕ. С.Сайдашев ячĕллĕ Патшалăх пысăк концерт залĕнче 1390 ача – тăлăха юлнисемпе сусăррисем тата нумай ачаллă çемьерисем – валли концерт хатĕрленĕ. «Татнефть-Аренăра» вара хулари чи чаплă концерт пулчĕ темелле. «Пĕрремĕш канал» ĕçченĕсем, каналпа килĕштерсе ĕçлекен эстрада, кино артисчĕсем республикăран пухăннă тăлăхсене, реабилитаци центрĕсенче сывлăхĕсене сиплекен, нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекен ачасене хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Концерта «Фабрика 7» çăлтăрĕ Марк Тишман тата Екатерина Стриженова телеертӳçĕ ертсе пычĕç. Телеканал кунта та концерт номерĕсен хушшинче ачасене савăнтарма май тупнă: вĕренӳре, конкурссенче çитĕнӳсем тунисене парнесем пачĕ, нумай ача çитĕнтерекен çемьесене микрохумлă кăмакапа савăнтарчĕ, республикăри виçĕ кадет шкулне те пысăк телевизорсем парнелерĕ. Мĕнле кăна парне пулмарĕ-ши çав каç: музыка центрĕсем, ноутбуксем, телевизорсем, татах телевизорсем… Уявра пулса курнă ачасемшĕн çак кун яланлăха манăçми ырă кун пулса юлĕ.
 
: 1127, Хаçат: 23 (805)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: