Самар хулинчи нацисен обществăлла организацийĕн ертӳçисемпе хастарĕсем июнĕн 1-мĕшĕнче Атăл тăрăх «Валерий Чкалов» теплоходпа Хусана килчĕç. Кӳршĕсем канас тĕллевпе çул çӳреве тухман. Самара облаçĕнче те тĕрлĕ нациллĕ халăх пурăнать. Нацисен туслăхĕ вĕсемшĕн темрен те хаклă. Самарсен шучĕпе, Анăçпа Тухăç культурисем пĕрлешнĕ Тутарстанран вĕренмелли нумай. Çавăнпа вĕсем «Нацисен пĕрлĕхĕ – чечекленекен Самарăн никĕсĕ» ятпа конференци ирттерме тĕллев лартнă.
Хусанта Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Тутарстан халăхĕсен ассамблейин, ТР Культура министерствин представителĕсемпе пуçтарăнса тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе яврĕç. Тĕслĕхрен, республикăн ертӳçисемпе мĕнле çыхăну тытни, финанс ыйтăвне мĕнле татса пани тата ытти те интереслентерет-мĕн вĕсене. Конференци вĕçленсен Хусанти тĕрлĕ наци автономийĕ хăнасене хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Чăваш халăх культурипе Хусанти П.Хусанкай ячĕллĕ ЧОКЦ хастарĕсем Г.Семеновăпа В.Дедушкин паллаштарчĕç. Пухăннисем çакăн пек тепĕр конференцие Самар хулинче ирттерме калаçса татăлчĕç. Ун чух кӳршĕсен опычĕпе тутарстансем паллашĕç.