Июнĕн 3-мĕшĕнче Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи драма театрĕн çуртĕнче «Науруз» Тĕрĕк халăхĕсен театр фестивалĕ уçăлчĕ. Фестиваль карттине пăхас пулсан, ăна питĕ анлă тесе хаклама пулать: Тутарстанăн тĕрлĕ хулисем, Чăваш Ен, Пушкăртстан, Оренбург, Якути, Алтай, Казахстан, Кăркăсстан, Хакаси, Азербайджан, Турци. Палăртмалла: иртнĕ çулсенче «Науруза» драма театрĕсем хутшăннă пулсан, хальхинче пукане театрĕсен спектаклĕсене пăхма та май пулчĕ.
«Науруз» фестиваль ялавне çĕклессипе уçăлчĕ. Ун хыççăн театр фойинче Ильяс Кудашев-Ашказарский – тутар театрĕн пуçаруçи, пултаруллă драматург, актер тата режиссер – 125 çул тултарассине халалласа лартнă палăка уçрĕç. ТР культура министрĕ З.Р.Валеева каланă тăрăх, Ильяс Кудашев труппа пухса спектакльсем лартма пуçлани питĕ хăюллă утăм пулнă, ун хыççăн ытти халăхсен те хăйсен театрĕсем çуралма пуçланă. Çавăнпа тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче аталанакан тĕрĕк халăхĕсен театрĕсен аталану историйĕнче пĕрпеклĕхсем пурринчен тĕлĕнмелле те мар-тăр.
(Малалли çитес номерте).
![]() |
![]() |