Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Интернет-интервью
Эх, çунатлă çамрăклăх... Санăн умра çамрăк чух пур çул та уçă: вĕрен, ĕçле, тĕнче курса çӳре... Паллах, пурнăçа еплерех йĕркелесси кашни çынран хăйĕнчен килет – пултарулăхран, пĕлӳрен, ăнăçлăхран та пуль. Ак чăваш хĕрĕ Наталия Шаки те ача чухне Германири Майна-çи-Франкфуртри Гёте ячĕллĕ университетра вĕренме ĕмĕтленмен пуль. Анчах та шкулта, кайран Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тăрăшса вĕренни, нимĕç чĕлхине юратса ăса хывни ăна Германие кайма çул уçнă. Наташа 2007 çултанпа Германири Гельнхаузен хули çывăхĕнчи Грюндау текен вырăнта пурăнать. Шупашкарта çуралнă, Чăваш Республикинчи Канаш районĕнчи Юмансарта ӳснĕ пике пирĕн ыйтусем çине хуравлама хаваспах килĕшрĕ.
– Наташа, эсир Шупашкарти педагогика университетĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата нимĕç чĕлхи вĕрентекенĕ пулма вĕреннĕ. Германие мĕнле лекрĕр?
– Шупашкарта юлашки çул вĕреннĕ чух тĕрлĕ çĕршывсене кайса ĕçлеме май пурри, çак тĕлĕшпе ятарлă программăсем пулни çинчен пĕлтĕм. Вара хулари пĕр агентство урлă «Ау-пер» текен программăпа Германие кайса пăхма шут тытрăм.
– Асăннă программа пирки тĕплĕнрех каласа парсамăр.
– Вăл программа 24 çула çитмен çамрăксем валли. Пĕр çĕршыва икĕ хутчен кайма юрамасть. Пĕр çулталăклăх контракт тăваççĕ. О-пер – пирĕнле каласан нянька, ачасемпе ĕçлекен. Мана аван çемье лекрĕ. Ачасен ашшĕпе амăшĕ çав тери лайăх çынсем, мана пур енчен те пулăшрĕç. Германире те, Европăри ытти çĕршывсенче те чылай çемьесем о-персем тытаççĕ. Тĕпрен илсен вĕсем ĕçлемешкĕн унччен Совет Союзне кĕнĕ çĕршывсенчи çамрăксене суйласа илме тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен нимĕç хĕрĕсене икĕ-виçĕ хут ытларах тӳлемелле. Пирĕн çĕршывран килнисем, нимĕçсем каланă тăрăх, çав тери ĕçчен.
– О-перăн кулленхи ĕçĕ мĕнрен тăрать?
– Хамăн тĕслĕх çинче каласа паратăп. Эпĕ лекнĕ çемьери ачасем пĕри 11, тепри 9 çултаччĕ. Манăн ирех тăрса ачасем валли ирхи апат хатĕрлемеллеччĕ, шкула илсе кайма бутербродсем туса памаллаччĕ. Ачасем таблетка ĕçнĕ-и, шăлне тасатнă-и, мĕн тăхăннă – çакна тĕрĕслесси те манăн тивĕç. Унтан килти йытăсемпе кушаксене апатлантармалла, таблетка памалла, уçăлма илсе тухмалла. Яланах килте пулмалла: почта килсен илсе юлмалла, телефон шăнкăравĕсем çине хуравламалла. Кирлĕ чух аслисене те пулăшмалла – чечексем шăвармалла, пӳрт-çурта тирпейлемелле тата ытти те. Манăн ачасемпе шкултан киле панă ĕçсене тумалла марччĕ. Каçхине каллех йытă-кушаксене çитермелле, сĕтел çи хатĕрлемелле, ачасене таблетка ĕçтермелле, шăлĕсене тасаттарса 20.00 сехетре çывăрма вырттармалла. Тата нимĕçсем ачисене телевизор умĕнче 1,5-2 сехетрен ытла ан ларччăр тесе хытă тĕрĕслеме хушаççĕ.
– Наташа, эсир каланă тăрăх, ют çĕршывра ĕçлеме пĕр çуллăх контракт тăваççĕ. Эсир Германие кайнăранпа вара икĕ çул çитет...
– Пĕр çул о-пер пулса ĕçленĕ хыççăн Германирех юлма шутларăм. Визăна тăстарас тесен вара ăçта та пулин вĕренме кĕмелле. Вĕренме кĕмешкĕн манăн банкри харпăр шут çинче 7000 евроран кая мар пулмалла е нимĕç çемйинчен поручительство кирлĕ: енчен те вĕренӳшĕн тӳлеме тивсен вĕсем маншăн укçа пама килĕшчĕр. Эп ĕçлесе пурăннă çемье мана поручительство çырса пачĕ. Çак документпа виза пур чухне манăн Германире пурăнма ирĕк пур.
– Гёте ячĕллĕ университетри вĕренӳ хамăр çĕршыври вузсенчипе танлаштарсан мĕнпе те пулин уйрăлса тăрать-и?
– Кунта тата ытларах хам тĕллĕнлĕх кирлĕ. Пĕтĕмпех хамăн тумалла: лекцисемпе семинарсен планĕсем таранах. Кунта сана никам та нимле хыпар та килсе пĕлтермест. Пур пĕлтерӳсемпе улшăннă лекцисен вăхăчĕсене интернетран пĕлме пулать. Университетра кунĕпе лармасан та юрать. Анчах çакă «ку эрнере вĕренме каятăп, тепринче – çук» тенине пĕлтермест. Семинарсене интернет урлă çырăнмалла. Вăхăтра ĕлкĕрмесен вырăн юлмасть. Хăш-пĕр лекцисене интернетра видео майĕпе итлеме май пур. Семинарсем предмета хăв тĕллĕн вĕреннĕ чух сиксе тухакан ыйтусем çине хуравлама пулăшаççĕ. Манăн кашни кун тенĕ пекех 1-2 мăшăр (заняти). Реферат таврашне хӳтĕлесси вара кăткăсрах. Ун пек чух 40-рен пуçласа 200 таран çын ларакан залра хăвăн рефератна хӳтĕлемелле. Вĕсен хушшинче тин вĕренме пуçланисем кăна та мар, 5-6 çул пĕлӳ пухакансем те йышлă. Ыйтусем нумай параççĕ. Вĕсен пĕлĕвне пирĕннипе танлаштараймăн çав...
– Эсир Майна-çи-Франкфуртра пурăнмастăр. Университета çитме нумай вăхăт кирлĕ-и?
– Грюндауран Франкфурта çитме пĕтĕмĕшле илсен 1 сехет кирлĕ: малтан 40 минут поездпа, унтан 20 минут автобуспа каймалла.
– Наташа, сирĕн хушаматăр питĕ интереслĕ. Чăвашăн тесе калаймăн... Мĕне пĕлтерет-ши вăл?
– Чăн та... Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ лицейра вĕреннĕ чухне мана хушамата пула чи малтан доска умне кăларатчĕç. Паллă ĕнтĕ – учителĕн пирвайхи ыйтăвĕсем çăмăлтарах. Çакăнпа эпĕ питĕ кăмăллăччĕ. Литература теорине вĕрентекен Георгий Васильевич Краснов манран çав тери поэтесса тăвасшăнччĕ – эп сăвăсем çыркалаттăм. «Нимле псевдоним та шырамалла пулмасть», – тетчĕ. Хушаматăн чăн пĕлтерĕшне, шел пулин те, пĕлместĕп. Анчах та темиçе тĕслĕхпе ăнлантарса пама пултаратăп: Ашмарин словарĕнче «шак» сăмах виçĕ пĕлтерĕшлĕ: 1-мĕшĕ – пулă тытмалли хатĕр; 2-мĕшĕ –«шакки-патакки» вăйăран; 3-мĕшĕ – тĕрĕкле салтак тӳми (ромашка). Хушамат мĕне пĕлтерни çинчен ыйтсан эпĕ ытларах чухне виççĕмĕш варианта калатăп.
– Хăçан вĕренсе пĕтерсе алла диплом илетĕр тата кам пулса тухатăр университетран?
– Пĕр 6 çултан вĕренсе пĕтерме планлатăп, педагог пулса тухатăп.
– Пушă вăхăта еплерех ирттеретĕр?
– Роликлă конькипе ярăнма кăмăллатăп, бассейна çӳретĕп, занятисене хатĕрленетĕп, юлташсемпе тĕл пулатăп...
– Нимĕç халăхĕ пирки мĕн каланă пулăттăн?
– Нимĕçсем Раççей çыннисенчен урăхла шухăшланипе уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем евĕклĕ, ĕçчен, толерантлă, чăтăмлă. Ку халăхран вĕренмелли пур.
– Наташа, Германире эс пĕлекен чăвашсем тата та пур-и? Тăван чĕлхе ют çĕрте манăçмасть-и?
– Кунта пурăнакан чăвашсене нумай пĕлетĕп. Манăн çывăх юлташ хĕр Елена Еремеева шăпах Тутарстанри Çĕпрел районĕнче çуралса ӳснĕ. Лена Мюнхенра вĕренет. Эпир унпа час-часах телефонпа чăвашла калаçатпăр. Ман шутпа тăван чĕлхе нихçан та манăçмасть. Чăваш вăл ăçта пурăнсан та, мĕнле чĕлхепе калаçсан та чăвашах.
– Калаçушăн тавтапуç, Наташа. Вĕренӳре ăнăçу сунатпăр сире.
 
: 1266, Хаçат: 22 (804), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: