Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Улма-çырла пиçет, пахча çимĕçсем те пĕрин хыççăн тепри ĕлкĕрсех пыраççĕ. Кил хуçи арăмĕсемшĕн хĕрӳ тапхăр çитрĕ – хĕл валли варени-повидло пĕçермелле, компотсем вĕретмелле, хăяр-помидор тăварламалла, салатсем тумалла... Кашни хутĕнче тенĕ пекех вĕсене вун-вун ыйту канăç памасть: ытлашши вĕретмерĕм-ши, консервăлас технологие пăсмарăм-ши, банкăна тĕрĕсех хупларăм-ши тата ытти те. Ара, хăш чухне веçех кирлĕ пек тăватăн, анчах темиçе кунран хупкăç перет те тухать. Çапла ан пултăр тесен банкăри шĕвекпе пахча çимĕçе тĕрĕс шайлаштармалла-мĕн.
3 литрлă банка çине шĕвек (маринад, сироп, рассол) 1,2-1,5 литртан ытла кирлĕ мар. Хăш-пĕр хĕрарăмсем пахча çимĕçе банкăна май пур таран ытларах, тӳпелесе тултарма тăрăшаççĕ, шĕвекне те туп-тулли яраççĕ – банкăна сывлăш юлса пахча çимĕçе пăсасран шикленеççĕ. Апла тума кирлĕ мар.
Банкăсене хупличчен стерилизацилес тетĕр пулсан маринада туп-тулли ан ярăр, мĕншĕн тесен ăшăтсан унăн калăпăшĕ тата ӳссе юхса тухать. Хупланă банкăсене стерилизациленĕ чух вара хупкăçа та персе кăларма пултарать.
Банкăра сывлăш ытлашши пулни те консервăсемшĕн усăллă мар. Сывлăшри кислород çимĕçе пăсать, унри витаминсене çухатать. Пахча çимĕçе тĕрĕс шайлаштарса вырнаçтарнă банкăра хупкăçпа шĕвек хушшинче сывлăш валли 1,5-2 сантиметртан ытла юлмалла мар.
Тепĕр вăрттăнлăх та пур. Пĕçерсе хатĕрлекен консервăсене (варени, салатсем) банкăсене вĕриллех тултарса хупламалла: пăс ытлашши сывлăша тĕртсе кăларать.
Банкăсене хупланă хыççăн пуçхĕрлĕ çавăрса хумалла: çапла майпа вĕри консерва хупкăçа тепĕр хут стерилизацилет, микробсене вĕлерет.
Пĕчĕк канаш: вĕретнĕ варенире те улма-çырла чĕрĕ пекех хитре юлтăр тесен сахăрпа пĕрле пĕр килограмм çимĕç пуçне 5-шер грамм аскорбин кислоти хушмалла.
 
: 1087, Хаçат: 28 (706)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: